Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нумаях сăмах пирĕн базăра пур.
нумаях (тĕпĕ: нумаях) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумаях пулмасть, — терӗ Рыбин малалла, — мана земски чӗнтерчӗ те: «Эсӗ пупа мӗн каларӑн, киревсӗр ҫын?» — тет.

— Намедни, — продолжал Рыбин, — вызвал меня земский, — говорит мне: «Ты что, мерзавец, сказал священнику?»

V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Нумаях ҫывӑраймӑн кунта!

Тут особо не поспишь!

VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Сан ҫинчен нумаях шухӑшласа пурӑнаймӗ вӑл, нумаях шухӑшлаймӗ!

 — Недолго ему о тебе думать, недолго!

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ҫитменнине, сирӗнтен вӗсем нумаях та ыйтмаҫҫӗ, ҫапла мар-и?

А требуют они от вас не много, не так ли?

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Англипе Америка та тискеррӗн ишӗлсе анчӗ, терӗ нумаях та пулмасть Ленин юлташ.

Недавно товарищ Ленин сказал, что Англия и Америка дико зарвались…

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Сталин юлташ нумаях та пулмасть Мускавра, Халӑх Комиссарӗсен Совечӗн ларӑвӗнче пулнӑ.

Товарищ Сталин недавно был в Москве, на заседании Совета Народных Комиссаров.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

«Омски правителе» нумаях та пулмасть Иркутскра персе пӑрахнӑ.

«Правитель Омский» недавно был расстрелян в Иркутске.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ирччен вӑхӑт нумаях та юлмарӗ ӗнтӗ.

До утра оставалось недолго.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — причалсем патне океан пӑрахучӗсем пырса чарӑнчӗҫ.

Вскоре после этого к причалам подошли океанские транспорты.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Халӗ ӗнтӗ кӗтмелли нумаях юлмарӗ, часах пӗтсе ларӗ ку йӗрке».

Теперь недолго ждать, скоро наступит конец».

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Мӗн пулса иртнине пӗлекенсем Архангельскра нумаях мар.

В Архангельске мало кто знал о случившемся.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Интервентсен нумаях та пулмасть каппайланнӑ шукӑллӗхӗнчен халӗ йӗрри-палли те тӑрса юлман.

От щеголеватого вида, которым еще недавно кичились интервенты, не осталось и следа.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Нумаях хуҫаланаймӗҫ-ха вӗсем кунта!

Недолго им теперь пановать!

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Мана нумаях та пулмасть… апрель уйӑхӗнче, айӑп ҫук пирки кӑларса ячӗҫ.

Меня выпустили недавно, в апреле… за отсутствием улик.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вырӑнти халӑх нумаях та пулмасть хӑраса кӑна юрланӑ такмаксене боецсем халь шӑрантараҫҫӗ кӑна:

Бойцы подхватили частушку, которую еще недавно местные жители распевали под страхом смерти:

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пур паллӑсем те тӑшман кунтан нумаях та пулмасть пӑрахса кайнине кӑтартса параҫҫӗ.

По всему было видно, что противник ушел отсюда недавно.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Апат ҫинӗ хушӑра Тихон нумаях пулмасть Ҫӳлту ялӗнче мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пачӗ.

За едой Тихон рассказал о том, что недавно случилось на горе Высокой.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫакнашкал калаҫусенчен пӗрне нумаях та пулмасть пӗрремӗш батальон политбоецӗ туса хунӑ Касьян Терентьев ирттерет.

Одну из таких бесед проводил Касьян Терентьев, назначенный политбойцом в первый батальон.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тракт тӑрӑх кӑштах кайсан, лав хир ҫулӗ ҫине куҫса, шӑнса ларнӑ Вага урлӑ каҫрӗ те, нумаях та пулмасть каснӑ прачук тӑрӑх малалла, кайрӗ.

Проехав немного по тракту, возок свернул на полевую дорогу, миновал покрытую льдом Вагу и двинулся по недавно вырубленной просеке.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Нумаях та пулмасть Роджерс патне Вага тӑрӑхӗнчи позицисенчен икӗ офицер хӑнана килнӗччӗ.

Недавно в гости к Роджерсу приехали с Важских позиций два офицера.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех