Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япалана (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫӗлӗкӗ ӑшӗнчен табак енчӗкӗ кӑларса чикаркка ҫавӑрма пуҫларӗ, анчах Аксинья кайсанах васкаса кравать патне пычӗ те ачисене чылайччен чуптурӗ, унтан Натальйӑна, хӑйӗн ҫӑмӑл килмен пурнӑҫӗшӗн тата чылай япалана аса илсе макӑрса ячӗ.

Он достал из шапки кисет и стал сворачивать папироску, но как только Аксинья вышла, он поспешно подошел к кровати и долго целовал детей, а потом вспомнил Наталью и еще многое вспомнил из своей нелегкой жизни и заплакал.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫапӑҫусенче те, каннӑ вӑхӑтра та вӗсем пӗр-пӗрне пӑрахман, пӗр-пӗрне хытӑ хӳтӗленӗ, ӑҫта та пулин ЕПО лавккине е складне ҫаратнӑ хыҫҫӑн, пур япалана та взвода илсе пырса, тупӑша пӗр пек, пӗртанлӑх принципне ҫирӗп пӑхӑнса пайланӑ.

И в боях и на отдыхе они действовали сплоченно, стояли друг за друга горой, а разграбив где-либо лавку ЕПО или склад, все валили в общий взводный котел и делили добычу поровну, строго соблюдая принцип равенства.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсӗ — офицер, ӑнланма, тактикӑпа ытти-хытти япалана йӑлтах пӗлме тивӗҫлӗ.

Ты — офицер и должон иметь понятие, тактику знать и всякие другие штуки.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем кашни самантрах улшӑнса-ылмашӑнса тӑчӗҫ: ҫиелте — хуҫӑлса пӗтнӗ хӑмӑш тунисем, лутӑрканчӑк ҫулҫӑсемпе курӑк тымаррисем тин ҫеҫ тикӗссӗн юхса иртнӗ вырӑнта — тепӗр минутранах хӑй патне ишсе пынӑ пур япалана та шалалла туртса кӗрсе каякан акӑш-макӑш кукӑрӑлчӑк варинкке пулса тӑчӗ, кӑштахран вара ҫав варинкке вырӑнне, ҫиеле, е хуралса кайнӑ хӑях тымаррине, е лап саркаланса ӳкнӗ юман ҫулҫине, е таҫтан мурӗнчен юхтарса килнӗ улӑм пайӑркине тӗрте-тӗрте кӑларса, шыв айӑн-ҫийӗн пӑтранса пӗтӗрӗлме те тытӑнчӗ.

Они меняли формы ежеминутно: там, где недавно шла ровная струя, неся на поверхности побитые стебли камыша, мятые листья и корневища трав, — через минуту рождалась причудливо изогнутая воронка, жадно всасывающая все, что проплывало мимо нее, а спустя немного на месте воронки уже вскипала и выворачивалась мутными клубами вода, извергая на поверхность то почерневший корень осоки, то распластанный дубовый лист, то неведомо откуда принесенный пучок соломы.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ хамӑн ватӑ ҫын ӑсӗпе ҫапла шутлатӑп: вӑхӑт ку япалана пӗтерме!

Я стариковским умом так сужу: пора кончать!

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ун ҫулӗсене аса илтерекен нихӑш япалана та Григорин курмалла мар.

Григорий не должен был видеть ничего такого, что напоминало бы ему об ее возрасте.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эсӗ ку йышши япалана, Миша, пӑру мӑшкӑлтӑк шыв тутине пӗлнӗ чухлӗ те пӗлместӗн, эпӗ, ав, сыпас-тӑвас енӗпе ӑна-кӑна, ай-ай, вӑйлӑ чухлатӑп!

— Ты в этих делах, Миша, разбираешься хуже, чем телок в помоях, а вот я знаю в напитках толк!

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑй патне таврӑннӑ пурнӑҫшӑн нимӗн шухӑшсӑр рехетленсе савӑннӑ май, Аксиньйӑн пур япалана та алӑпа сӗртӗнсе ҫупӑрласси, мӗн пуррине йӑлтах куҫ тӑраниччен курасси килчӗ.

Бездумно наслаждаясь вернувшейся к ней жизнью, Аксинья испытывала огромное желание ко всему прикоснуться руками, все оглядеть.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Мӗнле, мӗнле илсе каяс вара ҫак тупнӑ япалана?

— Как же… как же я её повезу, такую изуродованную?

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Вася мӗн персе ӳкернине вӗсем яла илсе килчӗҫ, Димӑсем патӗнче, кӗленче лартнӑ верандӑра ҫав япалана пӑхма пуҫларӗҫ.

Они притащили васин охотничий трофей в деревню и теперь рассматривали его на застеклённой веранде у Димы.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Ҫӗнӗ вырӑн, хӑйне евӗрлӗ ҫутӑ шӑршӑ, урӑхла тумланни — ҫаксем пурте ӑна темӗнле шиклентернӗ пек пулнӑ тата хӑй пурӗпӗрех сӑмса вырӑнне хӳре лартса янӑ шыҫмак пит евӗрлӗ темӗнле хӑрушӑ япалана тӗл пулассине систернӗ.

Новое место, веерообразный огонек, запах, метаморфоза, случившаяся с хозяином, — все это вселяло в нее неопределенный страх и предчувствие, что она непременно встретится с каким-нибудь ужасом вроде толстой рожи с хвостом вместо носа.

VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

П пек япалана, пушӑна, кӑшӑла кашни кун пӳлӗме илсе кӗнӗ тата кашни кунах ҫав фокуссенех тунӑ темелле.

Каждый день в комнатку вносились П, бич, обручи, и каждый день проделывалось почти одно и то же.

V. Талант! Талант! // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Кунӗ ҫапла пуҫланнӑ: унӑн хуҫи, столяр Лука Александрыч, ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ, хӗрлӗ тутӑрпа чӗркенӗ темӗнле йывӑҫ япалана хул айне хӗстернӗ те, кӑшкӑрнӑ: — Кайӑпӑр, Каштанка! — тенӗ.

День начался с того, что ее хозяин, столяр Лука Александрыч, надел шапку, взял под мышку какую-то деревянную штуку, завернутую в красный платок, и крикнул: — Каштанка, пойдем!

I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Сергей ун пек ҫын маррине, ҫав япалана яланах хирӗҫ пулнине лайӑх пӗлнӗ.

Знала — Сережка всегда питал отвращение к спиртному, да и не таков он.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫавӑн пек ансат япалана та тавҫӑраймастӑн-и?

Неужели ты такую простую штуку сама не сообразишь?

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑн пек вӑйӑрханса каясси Пантелей Прокофьевичӑн темиҫе те пулчӗ, анчах унӑн чурӑс ҫиллине лайӑх пӗлсе ҫитнӗ Ильинична хушша-хуппа кӗме урӑхла меслет суйласа илчӗ: Пантелей Прокофьевич усал сӑмахсем кӑшкӑрса хуҫалӑхра тыткаламалли пӗр-пӗр япалана ватма-ҫӗмӗрме пуҫласан — карчӑк йӑваш сасӑпа, ҫапах та ҫителӗклех хыттӑн: «Ватах, ват, Прокофич! Ҫӗмӗр! Пирӗн татах пулӗ-ха!» — тесе хавхалантаранҫи турӗ.

Такие припадки ярости повторялись у него не раз, но Ильинична, наученная горьким опытом, избрала другую тактику вмешательства: как только Пантелей Прокофьевич, изрыгая ругательства, начинал сокрушать какой-нибудь предмет хозяйственного обихода — старуха смиренно, но достаточно громко говорила: «Бей, Прокофич! Ломай! Мы ишо с тобой наживем!»

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тем тӗрлӗ те шухӑшласа нумай япалана аса илчӗ Григорий фронтран икӗ талӑк хушши тӑван хуторне кайнӑ чух…

Многое передумал и вспомнил Григорий за двое суток пути от фронта до родного хутора…

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Иксӗмӗр пӗр япалана уйӑратпӑр-ҫке-ха?

Одного ить делим?

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Турӑ ан хуштӑрччӗ унашкал хӑрушӑ япалана тепре курма!

Не дай и не приведи господи ишо раз такую страсть видать!

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Малта такам кӗсъене чиксе ҫӳрекен пӗчӗк хунарпа, тин ҫеҫ ӳкернӗ япалана шыранӑ евӗр, ҫула ерипен ҫутатса пӑхрӗ.

Впереди кто-то щупал лучом карманного фонарика дорогу — неторопливо, словно искал что-то недавно здесь оброненное.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех