Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртмелле (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗтелсем хушшипе асӑрханса, шавсӑр иртмелле.

Между столиками нужно двигаться бесшумно и осторожно, не тревожа и не задевая сидящих.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Нямаҫа ашшӗ сылтӑм енчен иртмелле терӗ-ха, сылтӑм енче канав тавраш палӑрмарӗ, эппин тата ҫӳлерех хӑпармалла.

Нямась вспомнил, что отец наказывал идти им направо, стало быть, это не тот родник и надо подняться еще выше.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кунта тин ҫулсем уйрӑлаҫҫӗ: Кантюк тӳрех каять, Шерккейӗн тата кӑшт иртмелле те хӑйсен тӑкӑрлӑкӗпе пӑрӑнмалла.

Кандюк продолжил путь прямо, а Шерккей свернул в свой переулок.

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫапла вара, ҫав ункӑсенчен пӗринче, — суккӑр ачара, — ӑнсӑртран килнӗ сӗмсӗр шӑпа леш чӳречесене хупнӑ та хунӑ: ачан пурнӑҫӗ йӑлтах тӗттӗмре иртмелле.

И вот в одном из таких звеньев, слепом мальчике, роковая случайность закрыла эти окна: жизнь должна пройти вся в темноте.

IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

— Пысӑк ӗҫсем пулса иртмелле.

— Назревают великие события.

V. Тӗрмере // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫак ӗҫ вара пӗтӗмпех ҫар начальникӗн, унӑн, Говэнӑн, куҫӗ умӗнче пулса иртмелле!

И все это должно свершиться в присутствии его, Говэна, военачальника!

II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫапӑҫу хаяр пулса иртмелле.

Его людей ждет, разумеется, кровавая схватка.

VI. Ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Урайӗнче нумай япала сапаланса выртать-ҫке-ха: кунта акӑ тӳннӗ тенкел, унта — хут купи, леререхре — уҫса хунӑ кӗнеке ещӗкӗсем; темӗнле ҫыхӑсем, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр куписем, вӗсен тавра вара, тинӗсри утравсем ҫумӗнчи шыв айӗнчен тухса тӑракан чулсенчен пӑрӑннӑ пекех, пӑрӑнса иртмелле.

На полу валялись стулья, опрокинутые табуретки, кучи каких-то бумаг, какие-то пустые ящики, сундуки, груды хлама, и требовалось обогнуть весь этот архипелаг подводных рифов!

II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫӗр пичӗ, Ҫӗрӗн пӗтӗм талккӑшӗ те хускалнине, унӑн ӑшӗнче активлӑ улшӑнусем пулнине этемсем ӑнланса илмешкӗн уйрӑмах паллӑ самантсем, тӗнче кисренӗвӗсем, катастрофӑсем пулса иртмелле пулнӑ.

Нужны были какие-то особые, из ряда вон выходящие события, природные катастрофы, чтобы убедить людей в подвижности земной поверхности, всего тела Земли и наличия в нем активных процессов.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Температура чӑтма ҫук вӗриленсе пырать, термометрпа виҫес пулсан, ҫитмӗл градусран та иртмелле.

Температура становилась невыносимой, и термометр показал бы, вероятно, более семидесяти градусов!

XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Анчах ҫав кӗрлесе тӑракан шыв юпи патӗнчен питӗ сыхланса иртмелле, унсӑрӑн вӑл пирӗн сулла пӗр самантрах путарма пултарать.

Но необходимо осторожно обогнуть этот водяной столб, который моментально пустил бы наш плот ко дну.

XXXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Наука каланӑ тӑрӑх, ҫӗр хуппи хулӑнӑшӗ те унтан иртмелле мар вӗт.

— Да ведь это, согласно науке, предел нижнего слоя земной коры.

XXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Пирӗн пӗр минута та ахаль иртмелле мар.

Не будем же терять ни минуты.

XVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ӑслӑ исландец сӑмахӗ тӑрӑх ҫав ҫула вӑрттӑн ҫыру ҫинче шифрпа кӑтартса хӑварнӑ паллӑ тӑрӑх пӗлме пулать: Скартарис тӑрринчен ӳкекен мӗлкӗ июнӗн юлашки кунӗсенче шӑпах унӑн хӗррине тивсе иртмелле.

По словам ученого исландца, этот путь можно было узнать по признаку, указанному в шифре, а именно, что тень Скартариса касается края кратера в последние дни июня месяца.

XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Хӑш чухне кӑшт хускатнипех тӗпсӗр шӑтӑка йӑванса анакан чулсем хушшинчен иртмелле пулчӗ: вӗсем шавласах анса кайнӑ хыҫҫӑн кратер тӗпӗнче, пысӑк хуран ӑшӗнчи евӗрлӗ сасӑ янтраса каять.

Приходилось идти среди вулканических «висячих» залежей, которые, случалось, обрывались при малейшем сотрясении и скатывались на дно пропасти; гулкое эхо сопровождало их падение.

XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Хӑш-пӗр вырӑнсенче ту питех чӑнкӑ, горизонтран шутласан унӑн айкки 36 градуса яхӑнах чалӑш: тӳрех упаленсе хӑпарма май килменнипе темӗн пысӑкӑш чулсем тавра хӗнпе ҫавӑрӑнса иртмелле эпир пӗр-пӗрне хамӑрӑн патаксене парса пулӑшса пытӑмӑр.

В некоторых местах угол наклона по отношению к горизонтальной поверхности составлял тридцать шесть градусов; было невозможно карабкаться вверх, и приходилось не без труда обходить огромные глыбы; при этом мы палками помогали друг другу.

XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Событийӗ хӑй те вӗсене пула пулса иртмелле вӗт-ха.

Ведь это они же и вызвали самое событие.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Райкомра тем тӗлне хатӗрленни пирки эпӗ ҫапла шутлатӑп: пирӗн кунта, ӗненӗр, темӗнле пысӑк ӗҫсем пулса иртмелле, — терӗ вӑл.

— А что касается приготовлений в райкоме, то, я думаю, у нас тут — поверьте — произойдут какие-то большие события, — сказал он.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Кайран, Тамане илнӗ хыҫҫӑн, Воропаевӑн Цимбал пурӑнакан станица ҫывӑхӗнчен иртмелле пулчӗ.

Потом уже, после взятия Тамани, проезжал как-то Воропаев станицу Цимбала.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Событисем питӗ хӑвӑрт, акӑлчансемпе американецсен штабӗ кӑтартса панӑ йӗрке тӑрӑх пулса иртмелле.

События развернутся с необыкновенной быстротой и в той последовательности, которая уже намечена англо-американским штабом.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех