Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халиччен сăмах пирĕн базăра пур.
халиччен (тĕпĕ: халиччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑкӑр, уншӑн пулсан, халиччен чи тутлӑ ҫимӗҫ пулнӑ вӗт-ха.

Хлеб до сих пор в его жизни считался лакомством.

Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

«Ай, аван мар пулса тухрӗ-ҫке капла», — хӗрелсе кайрӗ Чочой; вара, кухньӑра хӑй халиччен курман япаласем тем чухлех пулсан та, татах мӗн те пулин илӗртесрен хӑраса, кухньӑран тухрӗ.

«Ай, как нехорошо получилось!» — покраснел Чочой и от соблазна ушел из кухни, хотя для него там было множество неизвестных вещей.

Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вияль хӑй аппӑшӗн ачине ниҫта лартма пӗлмест, питӗ йӑвашшӑн калаҫать вӑл унпа, халиччен ҫисе курман темӗнле тутлӑ апатсем ҫитерет, Чочой вӗсен ятне те пӗлмест.

Вияль не знала, где и как усадить своего племянника, она говорила ему ласковые слова, угощала его какой-то вкусной едой, названия которой Чочой еще не знал.

Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ҫакӑнта вара вӑл халиччен илтмен тӗлӗнмелле сасӑ илтрӗ:

И тут до него донесся странный, никогда еще им не слышанный возглас:

Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Хӑй вунулттӑ тултарнӑ пулсан та, вӑл, пӗчӗк ача пек, килкарти тӑрӑх хӑрах уран сикме, ман пурнӑҫра халиччен нихҫан пулман тӗлӗнмелле самант пулать тесе, пӗтӗм тӗнче илтмелле кӑшкӑрма хатӗр: ку-клукс-кланӑн ҫӗрлехи парадӗнче пулать-ҫке-ха вӑл!

Несмотря на свои шестнадцать лет, он готов был прыгать по двору, как ребенок, и орать на весь мир о том, что наступает в его жизни исключительный момент: он будет участником ночного парада ку-клукс-клана!

Шурӑ Балахонсен ушкӑнӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ҫав вӑхӑтра килхушшинче халиччен пулман йӗркелӗх турӗҫ.

Тем временем во дворе спешно наводился какой-то совсем уже сверхъестественный порядок.

23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Таврара илӗртекен япаласем ытла та нумай, халиччен курманни, тӗлӗнмелли нумай ҫав кунта, ҫавӑнпа вӗсенчен кашниех хӑйне валли юратнӑ сукмаксем тупнӑ.

Слишком много оказалось вокруг соблазнов, слишком много невиданного и увлекательного, и каждый нашел для себя свои любимые тропы.

12 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Халиччен эсӗ аҫупа аннӳне хисеплетӗн пулӗ тесе шутланӑччӗ эпӗ, — терӗ вӑл, Петьӑна хӑй умӗнчи пукан ҫине лартса.

Ведь я до сих пор думал, что ты меня и маму уважаешь, — сказал он, усаживая сына перед собой на стул.

Ҫурҫӗр ҫулҫӳревҫи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Яранга ӑшӗнчи ҫурма тӗттӗм, халиччен пӗлмен тир-сӑран, тӗтӗм, йӳҫӗ какай, нерпа ҫӑвӗ шӑршисем ӑна кӑшт хӑратрӗҫ.

Полумрак внутри яранги, незнакомые запахи дубленой кожи, дыма, кислого мяса и нерпичьего жира немного пугали ее.

Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Халиччен курман ҫурт тавра шикленкелесе пӑхса ҫаврӑнчӗ вӑл.

Она робко обошла вокруг не виданного ею раньше жилища.

Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Мэнгылюран халиччен те хӑранӑ вӑл, мӗншӗн хӑранине хӑй те пӗлмен, хальхинче те ҫавӑн пекех хӑраса ӳкнӗ.

Безотчетный страх, который он всегда испытывал перед Мэнгылю, снова овладел им.

Шамана хирӗҫ кайни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Мӗншӗн эс кун ҫинчен пире халиччен каламан? — хӑй вырӑнӗнчен сиксе тӑчӗ Эттай, ҫаврака пит-куҫлӑ, каҫӑр сӑмсаллӑ, мӑнтӑр та лутра ача.

— Что же ты нам раньше об этом не говорил? — соскочил со своего места Эттай, крепкий, приземистый мальчик с круглым курносым лицом.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Темскер, халиччен пулманскер, питех те кирлӗскер килсе тухасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтни палӑрать вӗсен сӑн-пичӗсенче.

На их лицах было видно, что они с нетерпением ждут появления чего-то необычного и очень важного.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Нина пӗчӗкрех чухне питрав тенӗ кун халиччен выляса-кулнисене ӑсатма кӑнтӑрла сулӑнсанах пухӑнатчӗҫ те Анат Сӑрмӑшпа Тури Сӑрмӑш пӗрлешсе кайнӑ пысӑках мар хушша, хӗрсем вӑйӑ каласа хӗрсе-чиперленсе ҫитсен, кӗперпе ҫырма урлӑ каҫса, тӑватӑ ял хӗруправӗ ҫуллен пуҫтарӑнакан курӑклӑ лапама кӳршӗллӗ йышла кӗвӗ хыҫҫӑн кӗвӗ шӑрантарма карталанса утатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Халиччен хура курак та шурмалла…

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ытах сӑмаххи ҫав тӗлелле ҫаврӑнса тухсан: «Ҫурҫӗрте пурӑнать пуль вӑл, ҫырмасть, тен, халиччен шӑмми-шакки те ҫӗрсе пӗтрӗ пуль», — тет те — ирттерсе ярать ун-кун йӳтӗме.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл хӑй каланӑ сӑмахсене ыйтуллӑн тавҫӑрса тӑнласа пӑхрӗ те нимӗн калама аптрарӗ: халиччен ара, ирӗклӗх ҫинчен калаҫнӑ тата шухӑшланӑ чухне, вӑл хӑйӗн чӗринче темле уйрӑмах паха, пысӑк хавхалану ҫӗкленнине туятчӗ, темле уҫӑмлах мар-ха, анчах чуна килентерекен ӗмӗт-шанчӑксем вӑрататчӗ ҫав сӑмах, халӗ вара вӑл тӗссӗррӗн, сӳрӗккӗн ян кайнӑ сасӑ евӗрлӗ кӑна пулса, чуна пырса кӗрет те, унта пӗр нимӗне сӗртӗнсе хумхатмасӑрах таҫта кайса ҫухалать.

Он вопросительно прислушивался к своим словам и недоумевал: бывало, говоря и думая о свободе, он ощущал в груди что-то особенное, какие-то неясные, но сладкие надежды будило это слово, а теперь оно отдавалось в душе бесцветным, слабым эхом и, ничего не задевая в ней, исчезало.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Вавила форточкине уҫса ярать те — камерӑна тислӗк, тикӗт, чӗн-сӑран шӑрши-марши вӑйлӑн тапса кӗрсе тулать тата пур енчен те хуларан, садсенче тахши мӗнпур пек ҫӑхан йӑвисене тустарса тухнӑ евӗр, темле халиччен илтмен сасӑ кӗрлесе килсе илтӗнет.

Вавила открывал форточку — в камеру вливались крепкие запахи навоза, дёгтя, кожи и отовсюду из города доносился странный гул, точно кто-то разорил все вороньи гнезда в садах.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Халиччен ҫӗр ҫинче кунтисӗр пуҫне тата урӑх пурнӑҫ та, урӑх хуласем те, урӑх ҫынсем те пурри ҫинчен нумай япаласем аса илтеретчӗҫ: кашни кунах, тӑхӑр сехетре ирхине, шӑнкӑравӗсене шӑнкӑртаттарса, кӗпӗрнерен хуланалла почта тройки вӗҫтерсе килсе кӗретчӗ, кӑнтӑрларан пуҫласа каҫченех урамсем тӑрӑх ҫырусем салатакан Калугин уксахлакаласа утса ҫӳретчӗ, каҫсерен трактирсене кӗпӗрне хаҫачӗ пырса тӑратчӗ, «Лиссабона» тата — иккӗ таранах ҫитетчӗ.

Раньше о том, что на земле есть ещё жизнь, другие города, иные люди, напоминало многое: ежедневно в девять часов утра в город, звеня колокольцом, влетала почтовая тройка из губернии, с полудня вплоть до вечера по улицам ходил, прихрамывая, разносчик писем Калугин, по вечерам в трактирах являлась губернская газета, в «Лиссабоне» — даже две.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Капендюхин та пулин ҫак халиччен курман япалана курнипе тӗлӗнсех кайнӑ темелле, вӑл юсанса тӑчӗ, унтан чӗлӗмне кӗсйинелле пытарса, мӑкӑртатрӗ:

Даже сам Капендюхин был, видимо, поражён странным зрелищем, подтянулся и, пряча трубку в карман, заворчал:

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех