Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемҫе сăмах пирĕн базăра пур.
ҫемҫе (тĕпĕ: ҫемҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хывӑнмасӑрах эпӗ ҫемҫе йывӑҫ лӑссисем ҫине выртрӑм, куҫсем хӑйсем тӗллӗнех хупӑнчӗҫ.

Не раздеваясь, я лег на мягкую хвою; отяжелевшие веки закрылись сами собой.

Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.

Эпӗ вилӗ ҫӳлевӗҫе пӑхма, ҫемҫе тирне алӑпа сӑтӑрма пикентӗм.

А я принялся рассматривать убитую рысь и гладить ее рукой по шерсти.

Ҫулевӗҫпе унӑн ҫури // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 75–80 с.

Йӑмӑх хӗрлӗ лакпа чечен, ҫемҫе алӑсене сӑрлаҫҫӗ, вара тума та тиркесерех, лакпа шайлаштарса тӑхӑнаҫҫӗ.

Темно-красный лак требует холеных рук и соответствующей одежды.

Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Улма-ҫырла ҫимелли вилкӑпа е ҫӗҫӗпе (вилка вырӑнне чей кашӑкӗ те юрать) арбуз ӑшӗнчи ҫемҫе пайне каса-каса ҫиеҫҫӗ.

И фруктовыми ножом-вилкой (или чайной ложкой) кушают мякоть до твердого края.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Симӗсрех, ҫемҫе пайӗсем ҫиме юрӑхсӑр, вӗсене уйрӑм савӑта хурса пыраҫҫӗ.

Зеленоватые и мягкие части рака не кушают; непригодные для еды части не кладут в свою тарелку, а складывают в предназначенную для этого миску.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫӗрулмипе пахча-ҫимӗҫе, ытти ҫемҫе апат-ҫимӗҫе каснӑ пекех, ҫӗҫӗпе мар, сулахай алӑри вилкӑпа касса вӗтетеҫҫӗ.

Картофель и овощи, как и прочую мягкую пищу, не режут ножом, а расчленяют на кусочки вилкой, находящейся в левой руке.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пуллӑн чечен шӑммисене ҫӗҫӗпе касас мар, пуллӑн ҫемҫе ашӗпе пӗрле вӗсене асӑрхамасӑр ҫӑвара хыпас мар тесе, пулӑ ҫӗҫҫипе усӑ кураҫҫӗ.

Рыбной нож (вторую вилку) используют для того, чтобы обычным ножом не перерезать нежные рыбьи косточки и потом не класть их вместе с мясом в рот.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫемҫе пӗҫернӗ, вакласа вӗтетнӗ какая (котлетсем, рулетсем, гуляш, беф-строганов) ҫинӗ чухне вилкӑпа ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ, ӑна сылтӑм алпа тытаҫҫӗ.

Для расчленения мягких мясных блюд используют только вилку; когда едят эти блюда либо мясо, уже нарезанное кусочками (гуляш, беф-строгонов), вилку держат в правой руке.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫемҫе апата ҫинӗ чухне вилка авӑнчӑкӗпе аялалла пулмалла (кашӑкӑнни пек) — кун пек тытсан апата ӑсса илме лайӑхрах.

При употреблении мягкой пищи выпуклость зубьев может быть обращена вниз (как у ложки) — так легче брать пищу.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӗтел ҫиттине витиччен сӗтел ҫине аяла пӗр-пӗр ҫемҫе пусма татӑкӗ хумалла.

Прежде чем застелить стол скатертью, под нее нужно подложить мягкую плотную ткань.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

— Аялти пӗрене ҫемҫе пуҫелӗк ҫинче канса вырттӑр терӗм, — кулчӗ Имет, аллисене пӗр-пӗринпе шӑлкаласа.

— Думаю, чтоб нижнему бревну помягче было, — усмехнулся Имет, потирая руки.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Несихва аккӑшӗ валли — пусма кӗпелӗх те пасар чӑлхи тата хӗл сиввисенче ҫыхса ҫӳремелли хапха пек сарлака ҫемҫе ҫӑм тутӑр.

Несихве Тухтар привез тоже отрез на платье, фабричные чулки и большую теплую шаль для зимних холодов.

XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Аттине пит чипер ҫӗленӗ, сӑранӗ ҫемҫе, тӗпӗ хулӑн — атӑ ӑстине тав туса кӑна тӑхӑнмалла ӗнтӗ.

Сшитые из мягкой кожи, с толстыми подметками, они были очень ладные, словно по заказу, — точь-в-точь на его ногу.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑй шурӑ керменте пурӑнать иккен, пӳлӗмӗсем таса, вырӑнӗ ҫемҫе, ӑшӑ, анлӑ сӗтелӗ техӗмлӗ апат-ҫимӗҫпе авӑнать.

Живет он в белом дворце, в доме чисто, перины у него мягкие, теплые, на широченном столе такие кушанья, какие тебе и во сне не снились.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тулли кӑкӑрӗсем канӑҫсӑр ҫӗклене-ҫӗклене илчӗҫ, хӗр тутипе Тимрук питне сӗртӗнчӗ, ачаш та ҫемҫе аллипе ыталарӗ.

Грудь ее вздымалась часто-часто, а губы коснулись щек Тимрука; горячие мягкие руки обвились вокруг его шеи…

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӑмӑллӑ тутар мамӑк пек ҫемҫе кулача малтан ҫурмаран касрӗ, унтан чӗрӗклерӗ те тараса ҫине хучӗ.

Приветливый татарин разрезал мягкий и белый, как вата, калач вначале пополам, потом — на четверть, положил ее на весы.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пирӗн ҫынна ытла йӑваш та ҫемҫе пулни килӗшмест.

Нашему брату нельзя быть чересчур мягким да добрым.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ачаш та ҫемҫе какай шӑмми, ҫивӗч шӑл тӗлне лексен кӑмӑрчак пек, тӗпренчӗк юлми ванать.

Нежное мясо, его острые зубы нипочем хрумкают и нежные прожаренные косточки, все-все съедает Шерккей, без остатка.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кашӑкӗ те шап-шурӑ, кӗмӗл кашӑк пулинех, алӑра тыткалама сулмаклӑ, йывӑр та меллӗ, ҫӑкӑрӗ ҫӗнӗ ырашран пуль, кӑпӑшка та ҫемҫе, шӑтӑкланса пиҫнӗ, пӳрнепе кӑшт пуссассӑнах сӗтел ҫумне лапчӑтма пулать, пӳрнене вӗҫертсен, каллех акӑш мамӑкӑнчен тунӑ минтер пек хӑпарса каять.

И только после этого взял в руку удобную и увесистую ложку: «Наверно, серебряная», — подумал Шерккей, хлеб был тоже белый, мягкий, ноздристый, чуть прижми кусок пальцем к столу — в лепешку обратится, отпусти палец — снова мягкий и пышный, как пуховый.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫемҫе апат шӑл ҫемми-ха вӑл пирӗн йышшисене.

— Мягкий как раз по нашим зубам.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех