Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пушӑ (тĕпĕ: пушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавнашкал социалистсемшӗн «пролетариат» майӗпенех тӗтреллӗ, уҫӑмлӑ мар, тӗрексӗр япалана куҫса пынӑ, скелет пек типӗ, турӑ пек пушӑ формула пулса тӑнӑ.

«Пролетариат» постепенно превратился для таких социалистов в нечто расплывчатое, неопределенное, беспочвенное, стал формулой, сухой, как скелет, пустопорожней, как бог.

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Пушӑ вӑхӑтна мӗнле ирттеретӗн эс?

— Как ты теперь проводишь время?

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эрешмен картинчен ҫип, пӑра ҫунтарса тар, хӑяртан хӗвел энергийӗ тупмалли, ҫуртсене никӗсрен пуҫласа мар, тӑрринчен пуҫласа тумалли тата ытти ӑссӑр проектсем тӑвакан пушӑ шухӑшлӑ фантазерсем ҫинчен пит тӑрӑхласа ҫырать.

пустых фантазеров, занимающихся разработкой абсурдных проектов: изготовлением пряжи из паутины, пережиганием льда в порох, извлечением солнечной энергии из огурцов, сооружением домов, начиная не с фундамента, а с крыши, и т. д.

6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Пушӑ вӑхӑтра вӑл литература ӗҫне тунӑ, хӑй ҫырнисене пичетлеттернӗ.

На досуге он занимался сочинительством и издавал свои литературные труды.

1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Витере вӗсене пӗр-пӗрин хушшисене пушӑ вырӑн хӑварса кӑкарса усраҫҫӗ.

В хлеву же их держат на привязи на некотором расстоянии друг от друга.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пушӑ пӳлӗме уйӑх кӑна ҫутӑ тӗс кӳрет.

Лунный свет заливает пустую комнату.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кашни пушӑ самантрах вӑл кӗреҫе тытса шӑтӑк чавать пулин те шӑтӑкӗ раштав тӗлне кӑна хатӗр пулса ҫитрӗ.

Когда у него выпадала свободная минутка, он сразу же брался за лопату, и всё-таки яма была готова только под Рождество.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль амӑшӗ малтанхи тетраде пӗтӗмпех ҫырса тултарнӑччӗ ӗнтӗ, унта пӗр пушӑ вырӑн та юлманччӗ.

Мама Эмиля уже исписала вдоль и поперёк старую синюю, и так густо.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл пӗр вӗҫӗмех ывӑлӗн пушӑ кравачӗ ҫине тунсӑхлӑн пӑха-пӑха илет, анчах унта ывӑлӗ лӑсканчӑк ҫӳҫӗ те, йывӑҫ пӑшалӗ те, кепарикӗ те курӑнмасть.

Он всё время глядел на пустую кровать сына и очень тосковал, не видя ни его лохматой головы на подушке, ни ружарика, ни кепарика рядом…

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпир ҫав порошоксене пысӑк пушӑ тимӗр чӑмӑрсем ӑшне тултаратпӑр та тупӑ текен хатӗрсем пулӑшнипе хупӑрласа илнӗ хула ҫине сапӑтса тӑкатпӑр.

Иногда мы начиняем этим порошком полые железные шары больших размеров и при помощи особых орудий пускаем их в осаждаемые города.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Упӑте мана хӑйӗн тепӗр пушӑ аллипе питрен ачашласа шӑлкаларӗ.

По крайней мере, она нежно гладила меня по лицу свободной лапой.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ хама унти ҫынсем хушшинче праҫник чухнехи пек тумтирсем тӑхӑнса капӑрланнӑ, мӑнаҫлӑн утса ҫӳрекен, пӗр-пӗрне чаплӑн пуҫҫапса иртекен, пушӑ сӑмах пакӑлтатса ҫӳрекен акӑлчан лорчӗсемпе ледийӗсен ушкӑнӗ хушшинче чухнехи пек туя пуҫларӑм.

Мне стало казаться, будто я нахожусь в обществе разряженных в праздничные платья английских лордов и леди, с их важной поступью, поклонами и пустой болтовней.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ вӗсен азбукине вӗрентӗм те йывӑрах мар предложенисене вулама пултараттӑм; ӑна мана Глюмдальклич хамӑр килте чухне тата ҫул ҫинче пушӑ вӑхӑтра вӗрентрӗ.

Мало того, я выучил азбуку и мог читать нетрудные фразы. Этим я был обязан моей Глюмдальклич, которая занималась со мной дома, а также во время путешествия.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пушӑ вӑхӑт пур чухне Альфред ӑна тем ӗҫӗ тума та вӗрентет, сӑмахран, лаша кӳлме, йывӑҫран тӗрлӗ фигурӑсем касса кӑларма, табак чӑмлама — ку усӑллӑ ӗҫех мар ӗнтӗ, табак чӑмлама Эмиль юратсах та каймасть, пӗрре тутанса пӑхрӗ кӑна.

И когда Альфред бывал свободен, он учил Эмиля всевозможным вещам, например, запрягать лошадь, или вырезать из дерева разные фигурки, или жевать табак — это, правда, было не очень-то полезное занятие, да Эмиль этому и не научился, только разок попробовал, но всё же попробовал.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Аякра йӑваланса выртакан пушӑ ещчӗке сӗтӗрсе килчӗ те ӑна циркӑн презентран карнӑ стени ҫумне тӑратрӗ.

Он притащил валявшийся неподалёку пустой ящик и поставил его вплотную к брезентовой стенке цирка шапито.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫӳреве кайнӑ чух эпӗ яланах нумай кӗнеке илсе хатӗрлеттӗм те, пушӑ вӑхӑтра пӗрмаях чи лайӑх писательсен, авалхисемпе хальхисен, кӗнекисене вулаттӑм, тӗрлӗ ҫӗршывсенче ҫыран хӗррине тухсан, унти халӑхсен ӑс-хакӑлӗпе йӑлисене сӑнаттӑм, вӗсен чӗлхисене вӗренеттӗм.

Уходя в плавание, я всегда запасался большим количеством книг и все свободное время посвящал чтению лучших писателей, древних и новых, а высаживаясь на берег, наблюдал нравы и обычаи туземцев и изучал их язык.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Темиҫе ҫул иртсен кӑна, Святой Елена утравӗнче, иртнӗ ӗҫсем ҫинчен шутлама пушӑ вӑхӑт нумай пулнӑ вӑхӑтра, Российӑри хӑйӗн ӑнӑҫсӑрлӑхне Наполеон урӑх сӑлтавсемпе ӑнлантарса панӑ.

И только через несколько лет, на острове Святой Елены, когда было много времени подумать о минувшем, Наполеон высказал иную причину своего поражения в России.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Мускав пушӑ пулнӑ.

Москва была пуста.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вӗсем шӑпланнӑ урамсем тӑрӑх, пушӑ ҫуртсем патӗнчен иртсе пынӑ.

Они двигались по затихшим улицам мимо безмолвных жилищ.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Татариново ялӗнчи пушӑ ҫуртра ир пуласса кӗтнӗ.

В пустом, брошенном обитателями доме в деревне Татариново он терпеливо дожидался утра.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех