Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнласах ӗнтӗ, ҫакна каторжниксен аллине ҫакланнӑ яхта тесех шутламалла, ун пирки нимӗн иккӗленсе тӑмалли те ҫук, ӗмӗрне пӑлханман майор та чӑтса тӑраймарӗ, турра ылханса вӑл хытах ятлаҫса илчӗ.

И в самом деле, теперь нельзя было сомневаться в том, что это была яхта со своим экипажем из каторжников, даже невозмутимый майор не мот удержаться, чтобы не послать по адресу бога несколько крепких проклятий.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Маориецсен тӗн вӗрентӗвӗнче пӗр турӑ тепӗр турра ҫисе яни ҫинчен калакан легенда та пур.

В вероучении маорийцев есть даже легенда, что один бог пожрал другого бога.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫынна ҫын ҫиес йӑла ӑҫтан тухса кайнӑ-ха: турра ӗненнинчен, е выҫлӑхран?

Что порождает его — религиозные верования или голод?

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ухмаха турра кӗлтума яр-ха, вӑл ҫамкине ҫапса ҫурма та хатӗр.

— Пошли дурака богу молиться, он и лоб расшибет!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах турра пит тӗкӗнеҫҫӗ тата чиркӳрен клуб тӑвасшӑн, ҫавӑншӑн стариксем комсомолецсем ҫине урлӑрах пӑхаҫҫӗ.

Только вот до бога цепляются и всё подбивают церковь под клуб забрать, это уж зря, старики за это косятся и на комсомольцев зуб имеют.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Турра кӗлтумаҫҫӗ ӗнтӗ, вӑхӑта савӑнӑҫлӑ ирттереҫҫӗ — ҫав ҫеҫ.

Не богу же молиться, а весело проведут время — и только.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл турра пӗтӗм чунӗнчен ӗненекен ҫын, пурне те пултаракан Иегова турра пӗтӗм чунтан кӗлтӑвать.

Он молился всемогущему Иегове со всей страстностью убежденного фанатика.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лекеймерӗ ӑна ҫавӑн чухне, турра тав тумалла-ха унӑн уншӑн та.

Пусть скажет спасибо, что ему тогда не попало.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эй, тавах Турра, иккӗшӗмпех кӗрейменччӗ,» — тутӑрне майласа ҫыхрӗ те выльӑхсем патне тухма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Инкек ҫитсе ҫулӑхсан ҫеҫ эпир Турра асӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эпӗ Турра питех шанман, хам ҫине хӗрес халиччен хуман.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эсӗ турра ӗненетӗн-и?

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

— Мухтав турра! — терӗ вӑл текех: — кризис ҫитрӗ… кризис иртрӗ.

— Слава богу! — твердил он: — наступил кризис… прошел кризис.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Арина Власьевна алӑк ҫумӗнчи лутра скамье ҫинче ларать, сайра-хутра кӑна турра кӗлтума туха-туха каять…

Арина Власьевна сидела на низенькой скамеечке возле двери и только по временам уходила молиться.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

«Ҫапла, ҫапла, — тенӗ вӑл пӗр-пӗр арҫын ҫӗлӗкӗ, мӑйракаллӑ кичка тӑхӑннӑ хӗрарӑма Гулярд шывӗ тултарнӑ кӗленче е шурӑ мазь банки тыттарса: — санӑн, кӑвакарчӑнӑм, ман патӑмра ывӑл хӑнара пурӑннӑшӑн кашни минутрах турра тав тумалла: халь ӗнтӗ сана чи ӑслӑ та ҫӗнӗ майсемпе эмеллеҫҫӗ, ӑнланатӑн-и ҫавна?

«Да, да, — говорил он какой-нибудь бабе в мужском армяке и рогатой кичке, вручая ей стклянку гулярдовой воды или банку беленной мази, — ты, голубушка, должна ежеминутно бога благодарить за то, что сын мой у меня гостит: по самой научной и новейшей методе тебя лечат теперь, понимаешь ли ты это?

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

«Мухтав турра! Тунсӑхлама пӑрахрӗ!» пӑшӑлтатнӑ вӑл арӑмне: «мӗнле каласа хучӗ вӑл паян мана, тӗлӗнмелле!» тенӗ вӑл.

«Слава богу! перестал хандрить! — шептал он своей супруге. — Как отделал меня сегодня, чудо!»

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Кӗрешӳ каплах пӗтнӗшӗн, мухтав турра.

Слава богу, что еще так кончилось.

XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Сирӗн ҫак вырӑнӑр, государьсем, — пуҫларӗ вӑл: — ҫарта чухнехи бивуак пурӑнӑҫне, ҫакӑн пек ӑҫта та пулсан капан патӗнчи, мухтав турра, суран ҫыхмалли пунктсене аса илтерет.

— Напоминает мне ваше теперешнее ложе, государи мои, — начал он, — мою военную, бивуачную жизнь, перевязочные пункты, тоже где-нибудь этак возле стога, и то еще слава богу.

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Турра вӑл хӑйӗн арӑмӗнчен кая мар ӗненнӗ.)

Набожен он был не менее своей жены.)

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Халь ӗнтӗ — мухтав турра! — кашнинех харпӑр хӑй аллипе хӑйне валли ҫимӗҫ тумалли вӑхӑт ҫитрӗ.

Теперь настало такое время, — да и слава богу! — что каждый должен собственными руками пропитание себе доставать.

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех