Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑ (тĕпĕ: кӑмӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑмӑртӑва хутшӑнма кӑмӑл тунисене чи малтанах район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Митюков ӑшшӑн саламларӗ, районта спорта кӑмӑллакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пынипе кӑмӑллӑ пулнине палӑртрӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/

Спорт сывлӑхшӑн ҫав тери усӑллӑ пулнине, ӳт-пӗве аталантарнине, чӑтӑмлӑха ӳстернине, кӑмӑла лайӑхлатнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗӗ ҫавна май пирӗн районта спортпа туслӑ ҫынсем чылайӑн пулнине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/

«Пуласлӑх кочӗ» проекта Чӑваш Енри шкул ачисем те хутшӑнас кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Программӑлама вӗренме май пур // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %83%d1%80/

Темӗнле ӗшенчӗк те тулли кӑмӑллӑ, кулас мар ҫӗртенех йӑл та йӑл ҫиҫсе тӑракан Майрепи упӑшкине пӗр сӑмах та чӗнмест, ун ҫине пӑхмасть, кӗрӗкне пӗркенет те тутар ҫумне ҫурӑмӗпе тӗршенет.

Майреби, казалось, всю переполняло счастье, она улыбалась не к месту и, даже не взглянув на мужа, завернулась в шубейку и прижалась спиной к спине татарина.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл йӑваш кӑмӑллӑ «ҫемҫешкесене», чӗмсӗрсене, «туптанман» ҫынсене юратмасть.

Не любит он чересчур любопытных, а также излишне мягких, добреньких тоже не любит.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Якур япшар кӑмӑллӑ.

А у Ягура душа нараспашку.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ку ҫын лайӑх сывлӑхлӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ пулас, куҫӗсем ӑшшӑн кулса пӑхаҫҫӗ.

В глазах, во всем облике его добрая усмешка.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ытла чее кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, эрех ӗҫменшӗн, пуҫлӑхсене юрама пӗлнӗшӗн тиекӗн Ивука ятлас килет, анчах чӗрре кӗме нимӗнле сӑлтав та ҫук.

Дьяка так и подмывает обругать Ивука за его хитрость, изворотливость, уменье ластиться к начальству, однако он не находит прямого повода к ссоре.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна пуянсем те, ыйткалакансем те пӗр пекех ырӑ кӑмӑллӑ аса илнӗ.

Его любили и богатые, и бедные.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна ҫынсем ӗҫчен те уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, хӑйне виҫеллӗ тытма пӗлнӗшӗн, кирлӗ чух мӑнаҫлӑ та тепӗр чух йӑваш пулнӑшӑн юратнӑ.

Человек работящий, открытый, мягкий, в то же время знающий себе цену, он был уважаем в деревне.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗҫчен те айванрах, тӳр кӑмӑллӑ Михапар урӑх хӗре качча илнӗ пулсан арӑмӗ те кун пек ҫывӑх пулман пулӗччӗ, унран ҫуралнӑ ачисем те хальхи хӑйӗн ачисем мар, урӑххисем пулнӑ пулӗччӗҫ тесе шухӑшлать.

А женись он на другой, и дети были бы другие, не те, что сейчас… так рассуждает наивный работяга Мигабар, искренне веря в свои мысли.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(Тӗрӗссипе каласан, Михапарӑн кӑмӑллӑ сӑнне пичӗ ҫинчи вӗтӗ чечче йӗрӗсем те пӑсмаҫҫӗ, тутине тӑп тытса тӑни те ӑна хаяр пек кӑтартмасть, куна Александр Петрович хӑй те курать.

Хотя, говоря по правде, даже оспины не портили добродушного, чуть продолговатого лица Мигабара, да и плотно сжатые губы не делали его свирепым, это видел и сам отец Александр.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Элексантӑр атте» шухӑшӗпе, сысна — тӗнчере чи ӑслӑ, чи илемлӗ те кӑмӑллӑ чӗрчун.

По мнению отца Александра, свинья — это самое умное, самое красивое и доброе животное па земле.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем ӑна ытла та типӗ материалистсем пек, тӳрккес кӑмӑллӑ ҫынсем пек туйӑнаҫҫӗ.

Кажутся они ему бездуховными людьми, с черствой душой.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫук, ытла та ҫемҫе кӑмӑллӑ Ухтиван, юрамасть ун пек.

Как ни кинь, выходит, и впрямь уж слишком мягок он, Ухтиван, нельзя быть таким рохлей.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗнле мӑн кӑмӑллӑ та вӗҫкӗн вӑл, анчах тивӗҫлипе вӗҫкен, тивӗҫлипе мухтанать.

«Бегать за парнями нам не пристало», — говорит.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗншӗн вӑл вӑтанса, ҫӗр тӗпне анса кайса тӑрать-ха, Савтепи вара ҫав-ҫавах хӑюллӑ, ҫав-ҫавах мӑн кӑмӑллӑ?

В то время как он теряется, Савдеби ведет себя смело, свободно.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Те ҫамрӑк чухне хӑйӗнчен хитре, ӗҫчен, йӑваш кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, ҫынсене юрама та юраттарма пӗлнӗшӗн, те хӑй ҫапла кутӑн ҫуралнӑран, Някуҫ мучи ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех кураймасӑр пурӑннӑ.

То ли потому, что была она краше его, с людьми добрее, чем он, то ли сам от роду был привередливый, только ненавидел он ее всю жизнь.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мулкач Терушӗ уҫӑ кӑмӑллӑ пулсан унӑн кӳрши Някуҫ старик — йӑлтах урӑхла ҫын.

Вот сосед Теруша — Нягусь — тот совсем из иного теста.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пурте ҫывӑх та кӑмӑллӑ паян Ухтивана.

Ухтиван смотрит на гостей, ему сегодня все дороги, все близки.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех