Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫепӗҫ те ачаш алӑсемпе ҫыхнӑ алсиш-нуски, кофтӑсем ҫывӑх ҫыннисене уйрӑмах ӑшӑ кӳреҫҫӗ.
Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat
Уйрӑмах ҫынсем кӑмакапа тата электрохатӗрсемпе усӑ курнӑ чух пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманни сисӗнет.
Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla
Уйрӑмах шыв ҫыранран тухса кайса юханшыв ҫывӑхӗнче пурӑнакансен пурлӑхне пысӑк сиен кӳме пултарасран шикленмелле.
Ҫурхи шыв-шур шар ан кӑтарттӑр // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/12050 ... -k-tartt-r
— Хӗрача питӗ лайӑх вӗренет, математика, вырӑс чӗлхи, географи, биологи предмечӗсемпе уйрӑмах кӑсӑкланать.
Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/
«Ҫамрӑк профессионалсем» тата «Цифра экономики валли кадрсем» проектсем уйрӑмах тӗслӗх пулса тӑнине каланӑ вӑл.
Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk
Уйрӑмах пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче пирӗн республика хастар ӗҫленине уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ Михаил Степанов.
Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk
Калӑпӑр, кирлӗ пек таварсене централизациленӗ майпа туянни, уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе хакланӑ ертӳҫӗ.
Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche
«Уйрӑмах электротехника, машинӑсем тӑвакан тытӑмра, хими комплексӗнче ӳсӗм курӑнать», – тесе палӑртнӑ Надежда Столярова.
Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to
Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче ку уйрӑмах питӗ пӗлтерӗшлӗ мероприятисенчен пӗри пулса тӑрать тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s
Уйрӑмах кӑнтӑр енче ӑна ҫерҫи хурчки пек тӗксӗм, сӑхӑ шупка пӗлӗт таткисем лӗклентерсе, вараласа майран кӑларнӑ.
Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.
Уйрӑмах Сталинӑн халӑх умӗнчи айӑпӗ вышкайсӑр пысӑк.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Уйрӑмах Горбачевпа Ельцина, Тӑван ҫӗршыв сутӑнчӑкӗсем тесе, чӗтреве ерсе, кӑвакарса кайса, «пиҫӗ хулӑпа ӑшалатчӗ, тапкӑ-ҫупкӑ та паркалатчӗ» ҫакскер.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Пире, арҫын ачасене, уйрӑмах атлет пек тӗреклӗ, пиҫӗ кӗлеткеллӗ Тарзан (ҫулсен шучӗпе хӑй, ҫӗмӗрӗлсе ӳснӗскер, вуннӑра кӑна пулнӑ-ха) джунглире йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ҫӑмӑллӑн яр! та вашш! ярӑнса-вӑйкӑнса «вӗҫсе» ҫӳрени тыткӑнланӑччӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ашшӗ-амӑшӗ хӑш-пӗр чух, уйрӑмах ӗҫҫи вӑхӑтӗнче, кӑнтӑрлана та киле килмен, ҫавна пула кусен хырӑм выҫҫине янтӑласа хӑварнӑ сивӗ яшкапах е тип апат ҫырткаланипех ҫырлахтарма тивнӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Уйрӑмах хӗрлӗ эрех ӗҫкелесен…
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Пӗтӗм ӳссе сарӑлнӑ йывӑҫ-курӑк, уйрӑмах тӑртанакан, чӑмӑртанакан ҫимӗҫлӗ улма-ҫырла йывӑҫҫисем-тӗммисем, пӗве кӗнӗ яш-кӗрӗм пекех, вӑй-халлӑ, илӗртӳллӗ, сӑпай; ҫут хӗвелпе ӑшӑнса, ҫӑра симӗсленсе ҫуталнӑскерсем, нарланса ҫиҫекенскерсем, сӑмсана тутлӑн-тутлӑн, шерпетлӗн-ароматлӑн кӑтӑклаҫҫӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Тӑлпӑвне, уйрӑмах элес-мелес кӗрнек, кӗмӗркке, капмар мӑйракисене кура ку качака таки чӑнах таҫтан Кавказ тӑвӗсем хушшинчен чӑваш ҫӗрне арпашса ҫӳресе е ырӑ хуҫана шыраса килсе ҫакланнӑ, тейӗн.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Уйрӑмах эрех-сӑра шӑршине чӑтма пултараймасть.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ун сылтӑм ал лаппипе вара, уйрӑмах ӳт-тирӗ те сӗвӗннӗ пӳрнисемпе (кусене йодпа е спиртпа мар, марганцовкӑпа ҫеҫ «ҫурӗ»), самай тӗрмӗшме тиврӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Уйрӑмах ман аса фашистсем йышӑннӑ ҫырана штурмланӑ кун тарӑннӑн касӑнса кӗрсе юлчӗ.
Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.