Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑ (тĕпĕ: кӑмӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Даниил Федорович Адашев, пиччӗшӗ пекех, хитре те ҫав тери кӑмӑллӑ ҫын иккен.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑм тарҫӑсем юратаҫҫӗ Сююнбикене, мӗншӗн тесен вӗсемпе вӑл пӗрре те мӑн кӑмӑллӑ мар, хан арӑмӗсем кураймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр кунне ҫапах та Сафа-Гирей мӑн кӑмӑллӑ та чӑртмах Булат Ширина мӗн пур усал ӗҫсемшӗн пӑртак та пулин тавӑрма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Чӑркӑш та мӑн кӑмӑллӑ старик, — терӗ вӑл, — асат хуҫман, тум-хаяр тивмен тӑсланкӑ!

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сан пек ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑмах тунӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Карчӑк хӑй ҫӗр каҫма кӗртесшӗн пулмарӗ, кил-йыш пысӑкки ҫине печӗ, анчах ырӑ кӑмӑллӑ пулса тепӗр карчӑк пирки сӑмах хушса хума ӳркенмерӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сирӗн паха тӗслӗхӗр тата та нумай ентеше ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарасса, ҫавна май пирӗн волонтер юхӑмне ырӑ кӑмӑллӑ та хастар чунлӑ ҫынсем ытларах та ытларах хутшӑнасса шанса тӑратӑп.

Уверен, ваш пример вдохновит на добрые дела многих земляков, и наше волонтерское движение пополнится новыми неравнодушными и активными людьми.

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Теприсем ҫемҫе кӑмӑллӑ, вӗсене пурнӑҫ хумӗ татӑлса ӳкнӗ кӗрхи ҫулҫӑ пекех юхтарать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Ҫӗршывра пур ҫын та таса кӑмӑллӑ та ырӑ пулсан, тахҫанах коммунизм тумалла.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Тупӑннӑ ырӑ кӑмӑллӑ ҫын!

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Мӗн калӑн, пуҫаруллӑ председатель, кӑмӑллӑ этем.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

— Эпир мӑн кӑмӑллӑ мар, пуҫ ҫаптарас ҫук…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Мӑн кӑмӑллӑ мар: такампа та калаҫать, такама та пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Палӑртма кӑмӑллӑ, хӑйсене журналистикӑра тӗрӗслесе пӑхас текен ҫамрӑксем те ҫук мар.

Куҫарса пулӑш

Тӑван хаҫат алӑра! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11569-t- ... acat-al-ra

Ҫавӑнпа та вӗсем Ульяновскри ҫар чаҫне кӗрсенех аякранах палласа илнине, савӑнса алӑ сулнине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Паян халӑхра, социаллӑ сетьсенче, интернетра тем тӗрлӗ ырӑ мар хыпар сарӑлнӑ чухне салтаксенчен, хамӑр ентешсенчен, ҫакӑн пек сӑмахсене уйрӑмах илтме кӑмӑллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Вӑл хӑйӗн тӗслӗхӗпе пӗр юханшыва икӗ хут кӗме май пуррине ҫирӗплетрӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫак тӗслӗх муниципалитетсене ертсе пырас кӑмӑллӑ тата, чи кирли, ку енӗпе пултаруллӑ ҫын нумай мар-тӑр тесе шутлама та хистет.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Ҫавна май Астӑвӑм альбомӗсенче пирӗн ентешсен, вӑрҫӑ участникӗсен, сӑнӗсене, биографийӗсене курма питех те кӑмӑллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те, йӗпреҫсем те манмаҫҫӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11837-v- ... te-manmacc

Вӑл пуриншӗн те савӑнчӗ, пуринпе те кӑмӑллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Посылкӑсем ӑшне ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫырусем ҫыра-ҫыра чикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех