Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айне (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карапа бинокльпа пӑхрӑм та — аял кӗтес айне унӑн ҫулӗн йӗрӗпе пӗрлештерсе ҫапларах палӑртрӑм: эпӗ унпа вӑтӑр-хӗрӗх минутран тӗл пулаятӑп.

Рассмотрев судно в бинокль, я определил, что взяв под нижний угол к линии его курса, могу встретить его не позднее, чем через тридцать — сорок минут.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Портрет тупсӑмне уҫас йӳтӗмпе палуба ҫине куҫса шезлонг айне вырнаҫрӑм, чӑн та, ҫакӑн валли манӑн уҫӑмлӑ шанӑҫ та, шухӑшласа хунӑ, хатӗр план та ҫук.

Ища случая разрешить загадку портрета, хотя и не имел для этого ни определенных надежд, ни обдуманного, готового плана, я перебрался на палубу и уселся в шезлонг.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Умӑмра сарӑ питлӗ, шыҫӑнчӑк куҫлӑ, сӗрме купӑсне сухалӗ айне чиксе хунӑ ҫынна куратӑп; вӑл инструментне меллӗрех вырнаҫтарас тӗллевпе пуҫне унталла-кунталла куҫарсан кулса ятӑм, Гез ҫакна асӑрхарӗ те ҫавӑнтах йӑл кулӑпа ҫиҫӗнчӗ, — мӑн кӑмӑллӑнрах, именерех.

Зрелище человека с желтым лицом, с опухшими глазами, сунувшего скрипку под бороду и делающего головой движения, чтобы удобнее пристроить инструмент, вызвало у меня улыбку, которую Гез заметил, немедленно улыбнувшись сам, снисходительно и застенчиво.

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гез, ахӑртнех, ал айне лекнӗ малтанхи ҫынсене тара тытнӑ.

По-видимому, Гез взял первых попавшихся под руку.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Унта шӳтлӗ сӑвӑсем ытларах пулмалла: вӗсем ман алӑ айне часрах лекеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Эпӗ ҫав таран мӑн кӑмӑллӑ-ҫке — хамӑн иккӗленӗве кӑтартмарӑм, ҫапларах уйлантӑм: енчен те атте манпа пӗрле ӗҫлесе йӑлӑхмаллипех йӑлӑхать тӗк — ура айне лекнӗ малтанхи сукмакпах тухса вӗҫтеретӗп.

Я был настолько горд, что не показал этого, — я думал, что, если отец тяготится мною, лучше всего уходить в первую дверь.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Иҫӗм ҫырлиллӗ беседка патне ҫитсен вӑл тӗм айне ларчӗ, мрамор ваза ҫинчен куҫне илмесӗр кӗтме тытӑнчӗ.

Дойдя до виноградной беседки, он сел под куст и, устремив жадные взоры на вазу, принялся ждать.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Эпӗ сирӗн физиономийӗре ҫак таранччен те курман-ҫке-ха: ют тӑрӑ айне пымашкӑн эсир ытлашши мӑн кӑмӑллӑ.

Я так до сих пор и не видел вашей физиономии; вы слишком горды, чтобы придти под чужую крышу.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ӗҫне вӗҫлесен — пӗкӗрӗлнӗ, начарланнӑ Горн ӗшеннипе суллана-суллана юшкӑн ҫӗртен ансӑр сукмак хывса сӑрт айне ҫитрӗ, кӗҫех ҫӳле улӑхрӗ те йӗри-тавра тинкерчӗ.

Кончив работу, согнувшийся и похудевший Горн, пошатываясь от изнурения, пробрался узкой полосой отмели к подножию холма, достиг вершины и осмотрелся.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ал айне мӗн лекнӗ ҫавӑнпа тултарнӑ та кӗсйисене — лагере таврӑннӑ.

Затем, набив пазуху и карманы чем попало, пришел в лагерь.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Тавах, — сунарҫӑ парнене кӗпи айне пытарчӗ.

— Спасибо! — И охотник спрятал подарок под блузу.

XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Калаҫташсем уйрӑлнӑ самантра вӑл тӗм айне хутлансах выртрӗ, ҫавӑнпа та ӑна мӗлке хуплать.

В момент, когда беседующие разошлись, он глубоко втиснулся под кустарник, и тень покрыла его.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент Рейле, кирлӗ япаласемлӗ хутаҫне ҫӗклерӗ — шурлӑх шывне пилӗк таран кӗрсе утса каҫрӗ те хысак айне тухрӗ.

Гент взял «рейля», сумку с провизией и, миновав по пояс в воде болото, выбрался к подножию скал.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Сирӗн ав ҫавӑнта, чӳрече айне тухмалла! — терӗ Ван-Ланд йывӑр штуцера Гента тӑсса парса.

— Что бы вам выйти туда, под окно! — сказал Ван Ланд, передавая Генту тяжелый штуцер.

IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ӑна музейре кӗленче калпак айне ҫеҫ лартмалла-тӑр.

Его надо было бы поставить в музей под стеклянный колпак.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Куҫӑмсене уҫса ярсанах ҫаврӑнса выртрӑм та аллӑмсене пит ҫӑмарти айне пылаккӑн чиксе хутӑм, татах ҫывӑрас йӳтӗмлӗччӗ.

Открыв глаза, я повернулся и сладко заложил руки под щеку, намереваясь еще поспать.

XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пӗчӗк алӑсем ман тӗле куҫ кӗски илсе пычӗҫ; пуҫӑм тутӑрпа, анчах унпа мӗн тумаллине пӗлместӗп, ҫавӑнпа та Молли аллӑмсене ярса тытрӗ те вӗсене тутӑрпа пӗрле янах айне тытса куҫарчӗ, силле-силле пите мӗнле хупламаллине вӗрентет.

Маленькие руки поднесли мне зеркало; на голове очутился платок, и, так как я не знал, что с ним делать, Молли взяла мои руки и забрала их вместе с платком под подбородком, тряся, чтобы я понял, как прикрывать лицо.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ура айне тӗмсӗлтӗм те — унта хӑюсемпе чечексен мрамор эрешӗ.

Взглянув под ноги, я увидел мраморную резьбу лент и цветов.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫапах та мана кунашкалли кӗтместех, пач урӑхла, ӑнсӑртлӑх — е ҫакна тата мӗнле каламалла унта — хӑйӗн тӗлкӗшекен вӗренне явать-тӗр, ӑна ытарлӑн йӑлмакласа манӑп урасен айне тӑсса хурасшӑн.

Однако ничего подобного пока мне не предстояло, — напротив, случай, или как там ни называть это, продолжал вить свой вспыхивающий шнур, складывая его затейливой петлей под моими ногами.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ хытӑ ҫилленеетӗп, енчен те пуҫӑма тилӗрӳ сирпӗтсе ярсан мана нумай кирлӗ мар: мӗн пурри пирки манса чарусӑр ӑнтӑлӑвӑн вӗрекен тӗттӗмлӗхӗнче вирхӗнетӗп-ыткӑнатӑп та ал айне мӗн лекнине ҫапатӑп-вататӑп.

Я подвержен гневу, и если гнев взорвал мою голову, немного надо, чтобы, забыв все, я рванулся в кипящей тьме неистового порыва дробить и бить что попало.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех