Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗччен сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗччен (тĕпĕ: пӗччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну, вӑл пӗччен туниех пулать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗччен тӑватӑн-и? — тӗртсе илчӗ ӑна Ятман.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗри пымасть, тепри пымасть, манӑн пӗччен каяс-им?

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян акӑ — хуть пӗччен тухса кай.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тутаркаса куҫса килес — килте амӑшӗ пӗччен юлать, ӑна шел, ялта пурӑнас — кашни кун ҫӳреме йывӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ят илтес-тӗк, колхозӗпе ят илтес, эп пӗччен урӑх Колхозпа ҫыхланмастӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗччен пыма юрамасть-и вара?

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Утнӑҫемӗн ун пуҫӗнче пӗр шухӑш ытларах та ытларах ҫирӗпленсе пычӗ: ҫук, ӑна эпӗ пӗччен пӑхӑнтараймастӑп, манӑн кунта кама та пулин пулӑшама чӗнес пулать.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян та, виҫҫӗмӗш бригадӑри ҫынсем ӑмӑртӑва чӗнсен, Зоя вӗсем чӗннине хӑпартлансах йышӑнчӗ, пирӗн начар ӗҫлекенни ҫук, Карачӑм пӗччен мӗне тӑрать, терӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бригада ӗҫе тытӑннӑ кун Карачӑм тракторӗ хирти пӗччен ҫӑка айӗнче пӗр хускалмасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр арҫын ун вырӑнӗнче, тен, хӗрарӑм ҫине тарӑхнипе ӑна сӑмахпа кӳрентерсе хӑваратчӗ пулӗ е киле таврӑнсан ҫур литра пӗр пӗччен пушатса хуратчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр кунхине Сехре, килте пӗччен ларса йалӑхнӑскер, эртел правленине те ҫитсе килчӗ, эртелте корзинка авасси пирки калаҫса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрремӗш хутӗнче хӑйсем мӗн илтнине хӑйсем ӗненмен пек тӑнӑ ҫынсем туллин, хаваслӑн, пурте пӗр харӑс тенӗ пек сывласа ячӗҫ, унтан тин кашни кунта хӑй пӗччен тӑманнине туйса илчӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Турикаса Ятман пӗччен каймарӗ, паян ҫеҫ вӑрмантан килсе ҫитнӗ Кӑтра Михалапа пӗрле пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кок-сагыз пирки сана эп пӗччен ӑнлантарса параяс ҫук, райзора ӑнлантармалла пулать, — Липа, тек тавлашас ҫуккине пӗлтерсе, хӑйӗн хутне кӗсйине илсе чикрӗ те ура ҫине тӑчӗ, ӑна кура, Левентей те вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗччен те ӗнтӗ, ҫавӑнпа мана ҫынпа тан ӗҫлеме нумай кирлӗ-им тетӗн.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗччен упа пек пурӑннӑран сан калаҫма та ҫын ҫук пулӗ ӗнтӗ, — терӗ Кӗтерне, ун чӗре уҫҫине шыраса тупасшӑн пулса.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗччен ларма кичем пулса ҫитнӗ те.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунтан та ытларах, Левентей пӗччен чухне ҫак ыйтӑва хӑйӗн умне пӗрре кӑна мар лартнӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗччен пурӑннипе хуҫалӑху та юхӑнать, килӗнте те ним йӗрке ҫук.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех