Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӗнер пускӑчи ҫине тӑрса, хӑйсен чӗлхипе темӗн кӑшкӑрчӗ вӑл, саламачӗпе юнарӗ те вӗҫтере пачӗ.Он привстал на стременах, крикнул что-то по-своему, пригрозил нагайкой — и был таков.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫар чӗлхипе каласан, кунта вӑл тылран пырса тухрӗ, ҫавӑнпа та ӑна никам та асӑрхамарӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫаксене пурне те вӑл хресчен чӗлхипе каланӑ; анчах хресчен хӗрӗсем хушшинче Алексей халиччен курман-илтмен шухӑшсемпе сисӗмсем ӑна шалтах тӗлӗнтерсе янӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Нимӗҫ савӑклӑ сӑн-сӑпатпа тупӑкҫӑ патне утса пынӑ та, хӑйӗн пӗлмен чӗлхипе, эпӗр халиччен те кулмасӑр итлеме пултарайман чӗлхепе, вырӑсла ҫапла каланӑ:
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Мария Гавриловна француз чӗлхипе ҫырнӑ романсем вуласа ҫитӗнсе ӳснӗ, ҫавсене вуласах вӑл пӗр ҫынна юратса пӑрахнӑ.Марья Гавриловна была воспитана на французских романах и следственно была влюблена.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Унтан кӑшт аяккарах кайса тӑрса, хӑйӗн ӗҫӗ ҫине тулли кӑмӑлпа пӑхрӗ, чӗлхипе чаклаттарса илчӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тытӑмлӑхсем ӗҫре е брендингра удмурт чӗлхипе усӑ курнӑшӑн ятарлӑ преми тума та шутлаҫҫӗ малашне.
Икчӗлхелӗхе аталантарма пулӑшакан ҫыпӑҫтаркӑчсем Удмуртире те тухнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
— Шӑп, ан шарла, — терӗ учитель таса вырӑс чӗлхипе, — ан шарланӑ пултӑр, е, асту, пӗтетӗн.– Тише, молчать, – отвечал учитель чистым русским языком, – молчать, или вы пропали.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл ун ҫинчен Дефоржа каласа парасшӑнччӗ те, анчах, ҫав тери пысӑк ӗҫ ҫинчен калама француз чӗлхипе сӑмах тупайман пирки, нимӗнех те калаймарӗ; французӗ ӑна ӑнланаймарӗ, вара Антон Пафнутьичӑн ирӗксӗрех парӑнмалла пулчӗ.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унта пилекҫӗр ытла вӗшле йытӑ, сунар йыттисем, тутӑ та ӑшӑ пурӑнӑҫшӑн хӑйсен чӗлхипе Кирила Петрович тараватлӑхне мухтаса пурӑннӑ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Алексей тӗмескесем тӑрӑх шуса упаленсе, пылак-йӳҫеклӗ ҫырласене, упа пек, тутипе те чӗлхипе те пухма тытӑнчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ваньӑн чӗлхи пӗтӗмпех кӑн-кӑвак пулнӑ, мӗншӗн тесен схема ӳкернӗ чух вӑл химически карандаша пӗрмаях чӗлхипе йӗпетнӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Диаспорӑра чӑваш чӗлхипе литература урокӗсем, тӗпрен илсен, факультатив шайӗнче кӑна юлнӑ.
Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №
Чӑваш Республикин тулашӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литература урокӗсене пӗтернӗ.
Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №
Чӑваш чӗлхипе ӗҫре те, патшалӑх тытӑмӗнче те усӑ курнӑ.
Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №
Арҫын ачасем ялан куҫ умӗнче пулччӑр тесе вӗсене вӑл вырӑс чӗлхипе литературине хӑй вӗрентме тӑрӑшать.
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
Чӗлхипе пурте паттӑр.
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедринчи хӑшпӗр ҫынсем тӑтӑшах пӗр авторсене ура хурса вӗренӳ кӗнекисене вӑхӑтра шкул ачисем патне илсе ҫитерессине чарса тӑнинче-и?
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Нумай чухне эпир «Чӑваш чӗлхипе пӗр пулар!» лозунга калама юрататпӑр.Мы часто любим говорить лозунг «Давайте будем вместе в чувашским языком!».
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Мана, паллах, учебниксем ҫырас ӗҫре Вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пулӑшса пымаллаччӗ.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21