Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшинчен (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара эпир сӗтел хушшинчен тухрӑмӑр та унта туй ҫыннисем кӗрсе ларчӗҫ.

Тогда мы вылезли, а они сели.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Лешсем, мӗн тумаллине пӗлмесӗр, папирус хушшинчен тухса тӑнӑччӗ.

Оставив всякую заботу о себе, Дик молил небо подсказать ему, как спасти его сотоварищей.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Акӑ папирус хушшинчен мӑшӑр куҫ вут-хӗмӗн йӑлтӑртатрӗ — ку леопардӑн е гиенӑн куҫӗсем.

Вот во тьме среди папирусов сверкнули два огонька — это глаза леопарда или гиены.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑрман уҫланкисенчи симӗс курӑкпа хӗрлӗ туратсем хушшинчен йӑлтӑркка чечексем — сарӑ, кӑвак импӗр, ҫутӑ лобели, йӑмӑх хӗрлӗ орхидея — курӑнаҫҫӗ.

На лужайках, среди зеленой травы и розовых веточек, пестрели яркие цветы — желтый и синий имбирь, светлые лобелии, багряные орхидеи.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Матвийӗн вара, ӑна-кӑна тавҫӑрса ӗлкӗрейменскерӗн, ларнӑ-ларман сӗтел хушшинчен патлаттарса тухма тивнишӗн ӳпкелешекенӗн, ҫул тӑршшӗпех мӑкӑр-мӑкӑр пӗтмерӗ:

Матвей, кажется, был не очень доволен, что его раньше времени вытащили из-за стола, и всю дорогу ворчал:

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йывӑҫ пӳрте кӗчӗ, самаях хӗрӗнкӗленме ӗлкӗрнӗ упӑшкине сӗтел хушшинчен танкӑлтаттарса кӑларчӗ те хулӗнчен ҫавӑтса, Турчӑкасен кӳрши-арши курмаллипех курса ан юлтӑр тесе, улах тӗлсемпе, пахча хыҫӗсемпе килнелле ярӑнтара пачӗ..

Зашла в деревянный дома, вытащила из-за стола успевшего изрядко накидаться мужа и, чтобы соседи Кочергиных ничего не заметили, устремилась огородами домой..

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӗтел хушшинчен ӳсӗр Виталий ҫуйхашни илтӗнсе кайрӗ.

В соседней комнате послышался пьяный голос Виталия:

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Владимир Ильич сӗтел хушшинчен тухрӗ.

— Владимир Ильич вышел из-за стола.

Реферат // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ыраш хушшинчен Володя, Оля, Митя тата Маняша, тинӗс хумӗсем ӑшне чӑмса тухнӑ пек, сиксе тухрӗҫ.

Из ржи, как из морской пучины, вынырнули Володя, Оля, Митя и Маняша.

Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Ҫакӑн пек ӗҫ… — усаллӑн кӑшкӑрать халӑх хушшинчен пӗр чиновник.

— «Случае!..» — зло выкрикивает чиновник из публики.

Суд // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Сасартӑк хӑрӑлтатса вӗрни илтӗнсе кайрӗ, папирус хушшинчен пысӑк йытӑ ыткӑнса тухрӗ: ҫӑмне шӑрт пек тӑратнӑ, ҫӑварне сарлака карнӑ.

Вдруг донесся глухой лай, и из зарослей выбежала большая собака: шерсть ее стояла дыбом, пасть была широко раскрыта.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Йывӑҫсем хушшинчен хӗвеланӑҫӗнче, таҫта инҫетре, йӑл та ял шевле выляни курӑнать.

На западе, далеко на горизонте, в просветах между деревьями мелькали зарницы.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Чӑтлӑхсем пӗчӗкшер катасемпе улшӑнчӗҫ, вӗсен хушшинчен куҫ умне сарлака уҫланкӑсем туха-туха тӑчӗҫ.

Непроходимые чащи сменились небольшими рощами, между которыми лежали широкие поляны.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ан тив, мӗн калас килет, тинӗс ҫавна калатӑр; хӑй кантӑк витӗр асӑрханӑ ҫак кая юлнӑ кимӗ те асар-писер хум куписем хушшинчен мӗнле май килнӗ ҫапла ишсе тухтӑр.

Пусть море говорит, что хочет; пусть как хочет выбирается из беспорядочной груды валов и эта запоздалая лодка, которую он заметил в окно.

IV // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

Тепӗр кунне те пӗлӗтсем ҫаплах хытӑ куҫрӗҫ-ха, анчах халь вӗсем таткаланчӑк, вӗсен хушшинчен вӑхӑтран вӑхӑта «Пилигрима», океан питне ылтӑн тӗслӗн ҫутатса, хӗвел пайӑркисем йӑлтӑртатрӗҫ.

На следующий день тучи неслись по небу всё так же быстро, но между ними уже возникали широкие просветы, и лучи солнца пробивались сквозь них, золотя поверхность океана, а временами заливая «Пилигрим».

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хӑвна ху шанни никам хушшинчен те килмест, ҫак шанӑҫ хӑй ыттисене ҫунат хушма пултарать.

И если вера в себя не приходит по приказанию, зато она может приказывать другим.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл каллех пӗлӗтсем хушшинчен тухнӑ, хӗрсе ҫитнӗ сывлӑшра чӗтренсе тӑракан тӗтӗм йӗрӗ ҫинелле ҫӗр патнех вӗҫсе аннӑ.

Он ринулся опять из облаков к самой земле, туда, где прозрачная полоска дыма дрожала в раскаленном воздухе.

2. Тӑшманпа ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Поезд вӑрман хушшинчен тухасса кӑна кӗтмелле пулнӑ, вара кунта ун ҫине бомбӑсем пӑрахма та ансат пулнӑ, ҫитменнине тата бомбӑсем те тӗл лекме пултарнӑ.

Надо только подождать, когда поезд приблизится к выходу на открытое пространство между двумя лесами, и тут разбомбить его спокойно и безошибочно.

2. Тӑшманпа ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Шупкаланнӑ тӗслӗ кӗпе тӑхӑннӑ, хӗвел ҫинче пиҫӗхнӗ ҫарран ачасем хӑйӑрлӑ ҫыранран, хулӑн туратлӑ хӑвасен хушшинчен ӑна хирӗҫ чупса тухрӗҫ.

И с толстых ив соскальзывают и летят ему навстречу босоногие загорелые мальчишки в выцветших рубашках.

Ҫула тухни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Темиҫе ҫӗр ҫултан хут купи хушшинчен кӑлар та сӑвва — вӑхӑта калле ил!

Через столетья в бумажной раме возьми строку и время верни!

Поэзи ҫинчен фининспекторпа калаҫни // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 78–87 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех