Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗм сăмах пирĕн базăра пур.
вӗҫӗм (тĕпĕ: вӗҫӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хусканӑвӗсем пӗр вӗҫӗм улшӑнаҫҫӗ, вӑл хӑйне пусахласа куҫать; акӑ ӳкрӗ.

Движения его делались все более возбужденными и насильственными; он упал.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Шухӑшӗсемпе арпашӑннӑ Эсборн хӑйне те, Алисӑна та ятларӗ, чун-чӗри варринчен ӑнтӑлса тухакан вӑрттӑн ҫак вӑя, йӗркеллӗ мӗнле те пулин япала тума татӑклӑн хирӗҫлекенскере, пӗр вӗҫӗм пӑхӑнса тӑчӗ.

Сбитый в мыслях, он возмутился против себя и против нее, все время повинуясь этой достигшей теперь болезненной остроты тайной центробежной силе, отдалявшей какое-либо нормальное решение.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Вӗсен илемӗ чӗрене хӗстерсе пӑчӑртать, пуҫ тӑрринчи ҫеҫкесемпе туратсем пӳрне хушшипе хӗвеле — ҫутине пӗр вӗҫӗм улӑштарса ҫиҫекен-ялкӑшаканскере — тӗмсӗлсе сӑнаҫҫӗ; хӗвел куҫсене ывӑнтарать, ҫавӑнпах вӗсем тӗлсӗррӗн пӑхаҫҫӗ; шурӑ хӑйӑр ҫине сарӑ тата хӑмӑр-кӑвакрах, тӗттӗм-симӗсрех ҫутӑ ӳкет.

Красота их сжимает сердце, цветы и ветви над головой рассматривают сквозь пальцы солнце, меняющее свой свет, так как глаза устают от него и бродят бесцельно; желтый и лиловатый и темно-зеленый свет отражены на белом песке.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Мӗншӗн тесен эсир мана пӗр вӗҫӗм тапӑнатӑр.

Потому что вы все нападаете на меня!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫак икӗ сехете Грэй асӑрхамарӗ те, мӗншӗн тесен вӗсем ӑшӗнчи пӗр вӗҫӗм янӑракан музыкӑра иртсе кайрӗҫ; кӗвӗ вара юн тымарӗ чарӑнми тапнӑн пӗтмесле юхса тӑрать, Грэй пӗр япала ҫинчен шухӑшлать, ӑна ҫавӑ ҫеҫ кирлӗ, вӑл ун патне ҫеҫ ӑнтӑлать.

Этих двух часов он не заметил, так как они прошли все в той же внутренней музыке, не оставлявшей его сознания, как пульс не оставляет артерий.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Юлашки кунсенче вӑл ури айӗнчи ҫӗре туймасӑр ҫӳрерӗ — пулас ачи ҫинчен пӗр вӗҫӗм шухӑшларӗ.

Последние дни она ходила не чувствуя землю под ногами, — все время думала о будущем ребенке.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Кунта археологсем пӗр вӗҫӗм ӗҫлеҫҫӗ.

Здесь постоянно ведутся археологические работы.

Грецири археологсем авалхи кӳлепе тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30657.html

Пуринчен те ытларах ӑна ҫурӑмне хыҫни килӗшет, ҫавӑнпа та Эмиль ун ҫурӑмне пӗр вӗҫӗм хыҫма хатӗр.

Но больше всего он любил, чтобы ему чесали спину, а Эмиль всегда готов был этим заняться.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑвна ҫав тери чӑрсӑр тытатӑн, пӗр вӗҫӗм ашкӑнатӑн…

Ведь ты такой озорник, только и делаешь, что проказничаешь…

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫавӑнпа та вӑл ашшӗнчен пӗр вӗҫӗм ыйтать:

Поэтому он всё время спрашивал папу:

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Ах, пӗтрӗ пирӗн илемлӗ савӑт! — пӗр вӗҫӗм ҫак сӑмаха калать Лина.

— Наша прекрасная супница! — всё твердила Лина.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Халӑх, чӗррисем вӗҫӗм тумалли пӑтӑрмаха вӗҫлесе, масар ҫинчен салхуллӑн, кичеммӗн саланать.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Танк ҫулӑмпа хӗмленнӗ кӑна, хӑйӗн командине тӑшмантан сыхласа, пӗр вӗҫӗм кайнӑ, ҫурӑлакан снарядсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхман.

Танк весь полыхал огнём и, прикрывая свою команду, шёл да шёл, не обращая внимания на рвавшиеся снаряды.

Ӑслӑ танк // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Пӗр вӗҫӗм темӗскер тупасшӑн, чунӗ лӑпкӑ мар. Алеша, Алеша…

Всё чего-то хочет найти, душа не покойна, Алёша, Алёша…

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Юрӑ ҫеҫ, ҫӗрлехи ытти сассене путарса, шуйханать, эрленет, арканать, куҫҫулленет пӗр вӗҫӗм

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗр-пӗр савӑнӑҫ чухне чарса чарӑнми ӑш вӑркать вӗҫӗм, вӗҫӗм ӑш вӑркать.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Диктор каласа пани пӗр вӗҫӗм пырать пулин те, халь ун сассине хутран-ситрен ҫеҫ итлеме пулать, вӑрҫӑ шавӗ хӑлхана хуплать.

Куҫарса пулӑш

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Никама та пӗр сӑмах каламасӑрах, эпӗ Антон Семенович ҫырса яни ҫинчен пӗр вӗҫӗм шутларӑм.

Никому ни слова не говоря, я непрестанно думал о том, что написал мне Антон Семенович.

63 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Турӑшсем умӗнче икӗ лампадка пӗр вӗҫӗм ҫунса тӑнӑ.

Две лампадки горели беспрестанно перед образами.

II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Эпӗ хамӑн искусствӑна пӗр вӗҫӗм вӗренсе пытӑм, хамӑн ӑшӑмра тупнӑ вӑйлах мар пултарулӑха ӳстерме тӑрӑшрӑм та пӗр йывӑрлӑх хыҫҫӑн тепӗр йывӑрлӑх пӗтсе пынине курса савӑнтӑм, Помещикӗ пирӗн ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, тӳрӗ ҫынччӗ; вӑл мана хисеплетчӗ, манӑн талантсене тивӗҫлипе хаклатчӗ, мана французла вӗренме укҫа пачӗ, хӑйӗнпе пӗрле Италие, Парижа илсе кайрӗ, эпӗ Тальмапа Марса куртӑм, эпӗ ҫур ҫул Парижра пурӑнтӑм, унтан вара — мӗн тӑвас тетӗн! — эпӗ ун чух питӗ ҫамрӑк пулнӑ-ха, ҫул енчен мар пулсан та, опыт енчен ҫамрӑк пулнӑ, ҫавӑнпа та провинцири пӗчӗк театра таврӑнтӑм; мана хама вӗрентсе ӳстернӗ ҫынпа уйрӑм тивӗҫсем ҫыхӑнтарса тӑнӑ пек туйӑннӑ.

Я беспрерывно изучала мое искусство, воспитывала те слабые способности, которые нашла в себе, и радостно видела, как трудность за трудностью исчезает, Помещик наш был добрый, простой и честный человек; он уважал меня, ценил мои таланты, дал мне средства выучиться по-французски, возил с собою в Италию, в Париж, я видела Тальму и Марс, я пробыла полгода в Париже, и — что делать! — я еще была очень молода, если не летами, то опытом, и воротилась на провинциальный театрик; мне казалось, что какие-то особенные узы долга связуют меня с воспитателем.

Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех