Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айне (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта кӑшт ҫеҫ ҫил-тӑман вӗҫтерет, паҫӑр Нухрат хӑварнӑ йӗр юр айне пула пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрсем Нухрата йӗкӗлтесе туй юрри юрласа илеҫҫӗ, юркав пек япала тупса пӗркенчӗк тӑваҫҫӗ, ҫураҫнӑ хӗре ун айне лартса хӗр йӗрри йӗрме вӗрентеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тимӗрҫӗ ӑна пӗр йывӑҫ айне вырнаҫтарать, ҫӑткӑн кайӑксене илӗртме капкӑн ҫине кипке татӑкӗпе ҫыхса чӗр какай хурать.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Туканаш ашшӗ мӗн тума шутланине ҫийӗнчех ӑнланса Урасмет ҫатан урапи хыҫне чупса пычӗ, ашшӗ турта айне кукленсе кӗрсе хӑйӗн ҫурӑмӗпе Урасмет лашине ҫӗклесе илнӗ хушӑра вӑл урапана ҫӑмӑллӑнах ҫул айккине куҫарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн тӗрӗслемеллине тӗрӗслерӗҫ — каллех месерле вырттарса пысӑк аппарат айне шутарса кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Вӑл алӑк айне пулсан вилмеллех аманнӑ.

Она была придавлена дверью и получила смертельное ранение.

Ҫӗрпӳ районӗнче хӗрарӑм алӑк айне пулса вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32731.html

Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тимӗр алӑк айне пулнӑ.

По сообщению Следственного комитет по Чувашской Республике на нее свалилась железная дверь.

Ҫӗрпӳ районӗнче хӗрарӑм алӑк айне пулса вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32731.html

Ӗҫре пуҫлӑхӑн вӗри алли айне ан лекӗр.

На службе сейчас лучше не попадаться под горячую руку начальства.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере эсир ҫын витӗмӗ айне пулатӑр.

В данный период вы можете попасть под чужое влияние.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Витӗмлӗ ҫын сире хӑйӗн ҫуначӗ айне илме хатӗр.

Влиятельная персона готова взять вас под свое крыло.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Витӗмлӗ ҫын сире ҫунатти айне илме хатӗр.

Влиятельная персона готова взять вас под свое крыло.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тукайпа Бурнаш мӑрсасем пире, ҫичӗ ҫынна, таканласа ҫӗр айне лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр кӗтессе ҫӗр айне чавса чикнӗ тар пички темиҫе чалӑш тӑршшӗ хӳмене ним хӑварми аркатса тӑкрӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хутран-ситрен ҫыран хӗрринче йывӑҫ айне пулнӑ е ҫап-ҫара ларакан ялсем курӑна-курӑна кайрӗҫ, ку ялсем вӗсене хӑйсем ҫуралса ӳснӗ тӑван кӗтессене аса илтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑхӑр вунӑ пысӑк кимӗ юлчӗ Чалӑмра кӑвак хуппи йӑтӑнса аннӑ чухнехи пек тӑкӑнакан чулпа йывӑҫ айне!

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ывӑлӗ таврӑнсанах Иштерек ҫӗр айне ҫӗнӗ пура ярасси пирки сӑмах хускатрӗ те, вӗсем килти ытти ӗҫсене пӑрахса темиҫе эрнелӗхе вӑрмана пурӑнма куҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах лешсем ӑна хӗрхеннӗ те хан ывӑлӗ вырӑнне ҫӗр айне пӗр йытта чавса чикнӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Лайӑх вырӑн шыраса тупӑр та виҫҫӗн шӑпа ярӑр, кама шӑпа тухать, ҫавна чӗрӗллех ҫӗр айне чикӗр», — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Черемисинов каллех тӑлӑп айне пытанать.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юр айне пулнӑ вӗтлӗх, уҫланкӑ, вара каллех ӗмӗрхи хырсем, юмансем.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех