Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытма сăмах пирĕн базăра пур.
тытма (тĕпĕ: тытма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗршывӑн ҫӗнӗ гражданинӗсене полицин «Вурнарский» пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Руслан Минуллин, миграци ыйтӑвӗсемпе тимлекен уйрӑм ертӳҫи Юлия Ильина тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Валерий Прокопьев саламларӗҫ, Раҫҫей гражданинӗн ятне яланах ҫӳлте тытма, тӑван тӑрӑхӑн телейӗпе ӑнӑҫлӑхӗшӗн мӗнпур вӑя хывса тӑрӑшма сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей паспорчӗсене илчӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11570-ra ... ene-ilch-c

Тепӗр тесен, алла муниципалитетсенчи лару-тӑру пульсӗ ҫинче тытма пулӑшакан инструмент паян пайтах.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Алла пӑчкӑ-мӑлатук тытма пӗлни арҫын ачашӑн уйрӑмах лайӑх-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Ҫавӑнпа служба февралӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа апрелӗн 16-мӗшӗччен тилӗпе кашкӑр йышне йӗркелес тӗлӗшпе акарҫӑсене кирек мӗн чухлӗ тытма ирӗк парать.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Кольӑна кунӗпех чӗркуҫҫи ҫинче тытма хушса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Кайӑк пулсан, ӑна тытма та пулать пулӗ?

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, халиччен сӑхсӑхса курманскер, виҫӗ пӳрнене пӗр ҫӗре чӑмӑртаса тытма пӗлеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ Ҫтаппап пиччене паян тытма хатӗрленни ҫинчен каласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анук мана паян стражниксем Ҫтаппан пиччене тытма хатӗрленни ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗрле мана арҫури, шуйттанӗ, тухатмӑшӗ тытма пикенӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ӑна татах тытма пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аттепе анне ирхине пасара кайнӑччӗ, пичче — пулӑ тытма, аппа — юлташӗ патне тӗрӗ ӳкерме.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫилхине тытма мар, чӗлпӗре те тытман.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Инҫе кайсан, таркӑн салтак, тухатмӑш, ийе, арҫури, шуйттан ҫури тытма пултарать тенине эпӗ питӗ ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эпӗ лаша тытма каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Васкасах вӑл тытма ҫинче ларакан витререн куркапа шыв ӑсса питне ҫунӑ, шӑлӑнма алкумне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыран ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗ тенӗ каҫ эпер ҫав ӗҫпех — хӑлӑха пӑлхатса ҫӳрекенсене тытма — Колпаков есаула 12 казакпа тата кунти ҫынсене паллакан старшинапа яла кӑларса янӑччӗ.

На завтра, 6 мая, мы послали туда по этому же делу, т. е. изловить тех, кто баламутит народ, есаула Колпакова и 12 казаков.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

3) Григорьевӑн виҫҫӗмӗш «айӑпӗ» — хӑйне тытма пынӑ пристӑвран тарни тенӗ;

Третья вина Григорьева — побег от пристава, прибывшего его арестовать.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шахруна тытма уйӑрса янӑ ҫынсемпе полици салтакӗ Шуркассине ҫитнӗ ҫӗре Яка Илле тарҫи урайӗнче хускалмасӑр выртатчӗ.

Когда выделенные на поимку Шахруна несколько человек и сопровождавший их полицейский прибыли в Шургасы, работник Яга Илле лежал бездыханный на полу.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Путвал ҫӑраҫҫине тытма пултаракансем, эп пӗлнӗ тӑрӑх, икӗ ҫын: Ивукпа кулава.

А я вот думаю, ключ может быть только у двоих — либо у Ивука, либо у головы.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех