Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачах сăмах пирĕн базăра пур.
пачах (тĕпĕ: пачах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах тӑшман пур: чун сӳлерӗ, Пӗтерчӗ канӑҫа пачах; Хӑр шухӑшпа Ишут ҫӳрерӗ, Тытасшӑн супрӗ хӗл каҫах.

Куҫарса пулӑш

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ҫук, ҫук, пачах ан пӑшӑрхан.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Асри сӑнарӑн чӗр хӑвачӗ Чуна хускатрӗ кӑшт; анчах Тӗтреллӗ, тӗксӗм сӑн-сӑпачӗ Ҫухалчӗ, ирӗлчӗ пачах.

Куҫарса пулӑш

XIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Шутлать: «Кӳрентерни — чун терчӗ, Анчах май пачӗ уяма Ӑс-хакӑла; пачах ҫӗнтерчӗ Вӑл тӑвӑлланнӑ туйӑма. Ҫапах та типнӗ, хытнӑ кӑмӑл Тиме тӑратрӗ кӑкарса. Чӗрем ман чирлӗ: пушӑ, хӑвӑл, Ӑна сиплеймӗн макӑрса».

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, хӗрӗ, калӑн, пирӗшти, — Калаймӗ сиввӗн кӳрӗш те, — Пӑхсассӑн, ҫук, куҫна илеймӗн, Ӑҫта ху пулнине пӗлеймӗн, Пачах ҫухатӑн ӗс-тӑнна, Юрать, курмастӑн ху сӑнна.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сан юлташу пӳплет пӗлмесӗр, Курман чӑн пурнӑҫа пачах, Ун калани йӑлтах тӗллевсӗр — Хуҫи пур выльӑхӑн анчах».

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пачах.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Акӑ эпир иикӗмӗш секретарьпе тӗрлӗ ҫынсем, вӑл, манпа танлаштарсан, пачах урӑхла ҫын.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ав пачах урӑхла ӑнлантарать.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта Ятман кӑмӑла хуҫакан япала шыраса тупнӑ, «Атӑл» колхоза пачах пӗтерсе лартасшӑн…»

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей ҫырла пирки шарламарӗ, вӑл Липӑпа пачах урӑххи ҫинчен калаҫасшӑн-ха.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пухура пӗр тӗрлӗ калаҫса татӑлатӑр, кайран пӑхатӑн та — ҫынни пачах урӑх ӗҫре ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑшра вара пачах тепӗр тӗрлӗ шутларӗ:

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нумайӑшӗсем пирӗн пек мар, пачах урӑхла шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Екки кайнӑ хушӑра хӑй тӗллӗн тӗшмӗртсе ларать-ларать те вара, малтан чипер кӑмӑла кайнӑ ӗҫех тиркесе тӑкать е, пачах урӑхла, ӗнер юратман япаларах паян темӗн чухлӗ лайӑх енӗсем тупать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине вӑл чупса ҫӳренине пачах курманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ Укахви тантӑшӗпе пачах урӑххи ҫинчен калаҫасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сан ывӑл ҫырать-и? — пачах урӑх япала ҫинчен ыйтать Ятман.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пачах урӑхла, кӑкӑрта пысак ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн ҫуралакан кӑмӑллӑ туйӑм сисӗнсе тӑрать, килте каннӑ хушӑра та ӗнерхи тавлашу ҫинчен мар, ыранхи кун ҫинчен, пуҫланӑ ӗҫе часрах пӗтересси ҫинчен шухӑшлас килет.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Представитель темле электростанци пирки, гидротурбина пирки юмахларӗ, пачах урӑххи ҫинчен шухӑшласа ларакан Левентей ӑна ӑнланса та пӗтермерӗ — ӑҫти электростанци, мӗнле турбина?

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех