Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑ (тĕпĕ: кӑмӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн сӑпай кӑна, ача калпакӗ евӗр, шурӑ шӑнкӑравӗсем калама ҫук кӑмӑллӑ, ырӑ шӑрши савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ хитре сӑн-сӑпатлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсене юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Палӑртма кӑмӑллӑ, пирӗн регионта уйрӑлас текен мӑшӑрсен йышӗ чи пӗчӗккисенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре вилекенсен шучӗ 22,9 процент таран чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chav ... t-taran-ch

Ку енпе калас пулсан, халӑхпа та уҫӑ уроксем ирттерсен питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ», - тесе сӑмаха тӑснӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Палӑртма кӑмӑллӑ, Чӑваш Республикинче пӗлтӗрхи ҫул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнчен ачасене финанс пӗлӗвне вӗрентме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Палӑртма кӑмӑллӑ, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ форумӗн старчӗ Телей кунӗпе тӳр килсе тӑни те ӑнсӑртран мар пулӗ, апла пулсан, ӳлӗмрен тата та лайӑхрах мероприятисем пурнӑҫа кӗрсе пырассине шансах тӑрасса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Паллах, ачаранах ӗҫ ҫумне куршанакланнӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫамрӑкӑн таса чун-чӗрине ҫакӑн пек сӑмахсем пуртӑ пек касӑнса кӗмесӗр, унта нихӑҫан тӳрленми сурса ыратакан сурана ҫаврӑнмасӑр пултарайман..

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫула тӗплӗн майланнӑ, кӗҫ-вӗҫ ҫӗре патлатакан пиҫсе-тулса ҫитнӗ персик пек ҫемҫе кӑмӑллӑ абхазпа, хӑна ҫурчӗпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑн, урама тухса, юханшыв порчӗ еннелле таплаттартӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр, вара таврарисем те кирлӗ пулсан пулӑшӗҫ.

Настройтесь доброжелательно, и окружающие помогут вам, если возникнет такая необходимость.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пултаруллӑ, савӑк кӑмӑллӑ Шывтӑкансемшӗн ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Благоприятный период для позитивных и творческих Водолеев.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир мӑн кӑмӑллӑ ҫын пек тайӑнатӑр вӗсене.

Людям покажется, что это гордыня или высокомерие.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Палӑртма кӑмӑллӑ, куравра Вӑрнар муниципаллӑ округӗн делегацийӗ те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Иккӗмӗш ҫӑкӑр» уявӗнче вӑрнарсене мухтанӑ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12363-ik ... ne-mukhtan

Эпӗ вара мӑн кӑмӑллӑ какрашкасене (сана кӑна мар) пулӑшмастӑп! — илтӗнсе кайрӗ кӗҫех Турӑн лӑпкӑ, мӑнаҫлӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Хӗрес, — тӳлеккӗн, шӑн-шӑн кӑмӑллӑ хуравларӗ савнийӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кусем те уяв «сӑлтавне», вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен тӑванне, пускилне, ӗҫтешне сыв пулӑр та пур пулӑр тесе, таву каласа, курка-черкке ҫӗклесе парнесем кӳчӗҫ, хӑйӗн ӗҫри тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа, ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе, пысӑк хавхаланупа туса пынӑшӑн, пуринпе те ырӑ кӑмӑллӑ, тарават пулнӑшӑн лайӑх, хавха, ырлавлӑ сӑмахсем каларӗҫ, такмакласа та юрларӗҫ, сӑвӑ вулакан та тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗнтӗ вӑл хулана ҫутӑлла таврӑнасса сунма пӑрахрӗ, анчах хӑй пурпӗрех тӑрӑ, тӑнӑҫ кӑмӑллӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хуҫи ҫеҫ вӗсен пӗрре — ылмак-сулмак, ҫил хӳри пек пӑркаланчӑк, йӑпӑлкка пулӑ пек авкаланчӑк кӑмӑллӑ, ҫитмӗл те ҫичӗ питлӗ ҫутҫанталӑк.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑваш митрополийӗ «Ырӑ хыпар» ятлӑ журнал та кӑларса тӑнине пӗлме кӑмӑллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Силуан Атте кӑмӑллӑ ҫын, чӑваш ӗҫӗсемпе кӑсӑкланать, тӳрех палласа илсе хапӑл турӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Вӑрӑм та хура куҫ харшийӗ айӗнчен кӑмӑллӑ, симӗсрех куҫсем хӗрарӑм ҫине ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех