Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халиччен сăмах пирĕн базăра пур.
халиччен (тĕпĕ: халиччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халиччен хӗрӳ те ҫирӗп ҫын пек туйӑнатчӗ Тал-Мӑрса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халиччен сахӑр та параканччӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халиччен икӗ юлташ пур предметсене те пӗрле вӗренетчӗҫ: Данилов вулатчӗ, Эльгеев итлесе ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Инкӗшне «Софья Георгиевна» терӗ Павлуш, халиччен «Соня» тесе ҫыраканччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халиччен ҫынсем, иртерех тӑрса, Сӗмӗле е Энтриялне пасара тухса каяканччӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халиччен вулӑс пухӑвӗсем кантур ҫуртӗнчех пулаканччӗ, анчах вулӗҫтӑвком кулаксене контрибуципе тата тырӑ разверсткипе хӗстерме тытӑнсан, кантур ҫурчӗ ҫунса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Иван Егорович, мӑшӑрӑр, сӗрме купӑс каланине илтменччӗ-ҫке халиччен, — сисчӗвленчӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халиччен кун пек ҫапӑҫура пулса курман алманчӑ вара тӳсеймерӗ, лашине ҫавӑрчӗ те ялалла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халиччен вӑл иҫниксемпе те, улансемпе те, Хусантан килекен мӑрсасемпе те чиперех пурӑнатчӗ-ха, вӗсене йышӑнма та, ӑсатма та пӗлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халиччен алманчӑ, тахҫанхи йӑлапа, Сахвине карчӑкран ясак ыйтса курманччӗ, иҫниксем ун килне те кӗрсе тухма ӗлкӗрнӗ иккен, юмӑҫ карчӑк тем те каласа ылханнине пӑхмасӑр ун кӗлетӗнчен темиҫе чӗрес пыл йӑтса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халиччен мӑрса валли уйрӑммӑн пуҫтаракан марччӗ-ҫке? — парӑнмаҫҫӗ лешсем.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халиччен ялта ӑна тавлашса ҫӗнтерекенни пулман-ха.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шутласан тӗлӗнсех кайӑн ҫав: халиччен ӗҫкӗпе супнӑ ҫын пулсан ним калама та ҫук, ӗҫке пула шар курчӗ теме пулать, ара, Яхуте ӗҫке ярӑннӑ ҫын мар-ҫке.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сисет Шигалей, халиччен ӑна парӑнса пурӑннӑ, ун палатинчен тухма пӗлмен княҫсемпе мӑрсасем те пӑрӑнса ҫӳреме тытӑнчӗҫ, тем пӑшӑлтатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайӑн вара халиччен кӗрсе курман ҫынсем патне пӳртех кӗме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл халиччен пӗр ҫӑвартан сурса пурӑнакан ҫынсене ним мар вӑрҫтарса яма е ӗмӗр харкашса пурӑннӑ ҫынсене ҫураҫтарма пултарать теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халиччен килсе курманччӗ вӑл кунта.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун пек калаҫӑва халиччен илтсех кайман тата Хусантипе Крымри ӗҫсемпе нихҫан та кӑсӑкланман Урасмет вӑл калаҫнинчен нумайӑшне ӑнкарса та ҫитеймерӗ, ҫапах та хӑш-пӗр япалана, уйрӑммӑнах икӗ мӑрса хушшинче мӗн пулса иртнине вӑл аванах чухласа илме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халиччен эпир Крымпа туслӑ, килӗштерсе пурӑнтӑмӑр, анчах юлашки вӑхӑтра пирӗн ҫыхӑнусем начарланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халиччен лашасӑр пурӑнманччӗ, ҫулталӑк каялла картишӗнченех вӑрларӗҫ те, илме вӑй ҫитерейместпӗр ак.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех