Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тарӑн сăмах пирĕн базăра пур.
Тарӑн (тĕпĕ: тарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пысӑк ҫӑматтипе тарӑн юра аштарса, Якку атте Уҫӑпсен тӗлне ҫитрӗ, калинкке алӑкне тӗртсе пӑхрӗ кӑна — картишӗнче хаяр йытӑ вӗрме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Мда-а, тӑшмансен ӗҫӗ мар-и ку?» — тет, тарӑн шухӑша кайса.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫирӗтлӗ шывӗ тарӑн шыв, Чи тарӑнни пилӗкрен.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял Советӗнчен тухсан, Сахар ниҫта та чарӑнса тӑмарӗ, тарӑн шухӑша путса, Паласкас урамӗпе килнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑлтӑртатать, ҫатӑртатать-шӑтӑртатать, тӗллӗн-тӗллӗн тайӑлкаласа та илет вӑл, ҫапах та вырӑнтан хускалса каяймасть: хӗл каҫа ҫырма тӗпне тарӑн тымарсем янӑ та, ҫавсем тытса тӑраҫҫӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем, цифра тата гуманитари енӗпе тарӑн пӗлӳ илме пулӑшакансем, Малти Ишекри, Хапӑсри, Пӑртасри тата Мӑн Явӑшри шкулсенче пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юсав ӗҫӗсем - тимлӗхрех // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11108-yu ... iml-khrekh

Тарӑн шыв пит тӗксӗм курӑнать.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр кун чул тӑва кунӗпе кисретнӗ хыҫҫӑн пӑлхав пуҫлӑхӗсем ҫапӑҫӑвӑн иккӗмӗш кунне тарӑн шӑтӑкра ларакан ӑтӑрсем пек кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсир кунта ал ӗҫӗ тума, канма килнӗ, вырӑссемпе ҫапӑҫма мар, — терӗ Мамич-Бердей тарӑн ҫырмаран аран-аран упаленсе хӑпарса.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫураннисем пурте вӑрманти тарӑн юр ҫинче ҫӳремелли сарлӑка йӗлтӗр сырнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче пытанма ҫӗр купалатпӑр, тарӑн шӑтӑксем тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫемье тарӑн ыйха путнӑ вӑхӑтра та вӗтӗ шӑрҫана алӑран пӑрахайманни час-часах пулать унӑн.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Пӗтӗмпех чуна витерет, тарӑн шухӑша путарать.

Куҫарса пулӑш

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Республика Пуҫлӑхӗн шучӗпе, чи малтанах ача-пӑчана тивӗҫлӗ ӳсме, тарӑн пӗлӳ илме, пултарулӑхне туптама, спорт тата ытти енӗпе аталанма хӑтлӑ майсем туса памалла.

Куҫарса пулӑш

Ачалӑх телейлӗ пултӑр // Е.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11434-ac ... ejl-pult-r

«Кам вӑл кашни ачашӑн ашшӗ? Мӗншӗн чи хаклӑ ҫын?» - ҫакӑн пек тарӑн ыйтусемпе шухӑша янӑ вӑл ачасене.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Паллӑ, культура чарӑнса лармасть, вӑл малалла та тарӑн вирхӗнсе кӗрсе аталанса пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Паллакан йывӑҫсене, уҫланкӑсене, упа тытма тунӑ тарӑн шӑтӑксене шырарӗ вӑл, ӑсран тайӑлнӑ ҫын евӗр, тӑршшӗпе хӑй тӗллӗн калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ вӑл тӑван ял: тарӑн ҫырма, ӗлӗкрех, вун пилӗк-ҫирӗм ҫул каярах вӑрманти «упа каҫман» тип вар пулнӑскер, хӑлтӑр-халтӑр кӗпер, кукӑр-макӑр та урлӑ-пирлӗ урамсем, шӑнма ӗлкӗреймен ҫутӑ кӳлӗ, унпа юнашарах — ҫич-сакӑр килтен тӑракан Турчка касси, Иливансен урамӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калӑр-ха, шыв тарӑннипе тарӑн маррине ача чухне мӗнле тӗрӗслеттӗмӗр?

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ҫын ячӗсем унӑн чӗрине тарӑн кӗрсе юлнӑ, вӗсене мӗн виличчен те манас ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех