Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тарӑн сăмах пирĕн базăра пур.
Тарӑн (тĕпĕ: тарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳршӗ ял ҫумӗнче пурччӗ тарӑн ҫырма.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

Кӳршӗ ял ҫумӗнче пурччӗ тарӑн ҫырма, Ешӗретчӗҫ унта йӑмрасем.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

Питӗ тарӑн ҫырма…

Куҫарса пулӑш

Кӗпер // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 58 с.

Пӗр пысӑк тарӑн ҫырма пуҫне пӑрахрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Питӗнче, ҫамки ҫинче унӑн тарӑн йӗрсем палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫамкинченех пуҫласа хӑрах питҫӑмарти урлӑ тарӑн суран йӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хальхи тарӑн ӑс-тӑнлӑ этем пурне те тӑвать, вӑхӑта ҫеҫ чараймасть.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Тарӑн курӑкпа ешерекен Анаткас ҫырми тӑрӑх сӑрт хӗррине хӑпараттӑмӑр, пӗри ӳплери хуралҫӑна сӑнама тӑрса юлатчӗ, ыттисем, пӗшкӗнсе, пӑрҫа ани ӑшне кӗрсе каяттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Тарӑн юра аша-аша Салука вӑрманне кӗрсе икшер-виҫшер ҫӑка шанки касса йӑтаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Хветуҫпа тӗл пулнӑ каҫхине вӑл питех те тарӑн ыйхӑпа мӗн кӑнтӑрлачченех ҫывӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тарӑн ҫырма хӗрринчи пӑрҫа анинче карӑш авӑтса ярать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Анкарти хыҫӗнчех — вӗтлӗх вӑрманлӑ Тарӑн ҫырма.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Иртни ҫинчен калакан кӗнеке пурнӑҫ хуҫисем хӑйсем пулса тӑнӑ совет вулаканӗсемшӗн чуна кӑтӑклантармалли, тунсӑх килсен йӑпанмалли кӑсӑк истори мар, чӑннипех те тарӑн шухӑша яракан, чӗрене хумхантаракан, ӑс паракан кӗнеке пултӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тарӑн варта хур пусрӑм, Вӑрӑ тесе ан калӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир пурте турӑ аллинче, — Ҫтаппанпа килӗшрӗ те Михха, тарӑн шухӑша путнӑ пек, пӗр самант ним шарламасӑр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пӳлӗхҫӗ ҫырлахтӑр, асатте-атте курманнине куртӑм-ҫке эпӗ», — ассӑн сывласа, вут каски ҫине пырса ларчӗ те тарӑн шухӑша путрӗ:

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Манӑн кил-ҫурт — тарӑн ҫырма.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хушӑран кӑна тарӑн варти юманлӑхра куккук сасси илтӗнкелерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынсене асаплантарса, ухмаха ертсе вӗлерес тесе, тарӑн путвалсенче ятарласа йӗкехӳресем ӗрчетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара пӗр минтер илсе килчӗ те, упӑшки пуҫне ҫӗклесе, ун айне хучӗ, хӑй, тарӑн шухӑша путса, мӑшӑрӗпе юнашар ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех