Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачах сăмах пирĕн базăра пур.
пачах (тĕпĕ: пачах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Марук ман патра пурӑнать, хам пӗлетӗп: пачах ун пек хӗр мар вӑл, — татса хучӗ Санюк текенни.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан ашшӗ пачах сывламаннине курсан, картишне ыткӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Столыпин саккунӗпе килӗшӳллӗн ҫӗре обществӑпа усӑ курассине пачах прахӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Казаковпа Степанов ӗҫ кун пек ҫаврӑнса кайма пултарасси ҫинчен паҫӑр пачах та шутламанччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку вӑйӑ нумайӑшӗн кӑмӑлне кайрӗ, пӗрисем пачах айккинелле утса кайнине курсан, халӑх лахлатсах кулчӗ, кукша Антун пӗр йӑнӑшмасӑр чӳлмеке аллинчи патакӗпе чӑл та пар! салатса пӑрахсан — чӗререн савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗҫне вара пачах тепӗр майлӑ тӑватӑр, — Сахар ҫине кӑн! тинкерсе пӑхса, сӑмахсене пусарса каларӗ Казаков.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нумай япала-пулӑм ҫине пачах та урӑхла пӑхма тытӑннине, туслӑхпа пӗрлӗх туйӑмӗ вӑйланнине пытармасть.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Пачах та ансат мар, унсӑр пуҫне, пысӑк вӑрттӑнлӑхри ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Ҫармӑс мӑрсисемпе вӑл пачах сӑмахламарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Али-Акрамӗ, шанчӑкне пачах ҫухатнӑскер тата хӑрамаллипех хӑраса ӳкнӗскер, нимпе те кӑсӑкланмарӗ, кирек мӗн тӑвӑр тенӗ пек ал сулчӗ те аллине шакӑ ярса тытрӗ, ҫула тухма хатӗрленнӗ чухне пӗтӗм ӗҫе Мамич-Бердейпе Ахматек ертсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫар кашни кун чакса пыни пачах пӑшӑрхантармасть ӑна.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑхӑтра тӳлемесен е кутӑна персе пачах тӳлемесӗр тӑрсан яла йывӑр килет, мӗншӗн тесен вӗсемшӗн ял халӑхӗн тӳлеме лекет.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лашалли пачах ҫук.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ӗнтӗ пачах урӑхла калаҫу пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та иртнӗ каҫ йӑлтах йӗркерен тухрӗ Сарье, йӗкӗте (вӑл ҫапах та хӑйне йӗкӗт тесе шутлать) пачах итлеми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку тӗрӗс ӗнтӗ, улахра каччӑ мӗн пурӗ те иккӗ-виҫҫӗ ҫеҫ пулса курнӑ, вӑйӑ картине вара пачах тӑман.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашкинчен киле таврӑнас ӗмӗтпе ӑша ҫунтарса Сарри ҫыннисем пачах ҫывӑрайми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку вӑл пачах урӑхла ӗмӗт, Сарыев мӑрса.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вилетӗп, тӑвансем, — пачах шала кайнӑ сасӑпа калаҫрӗ тӗкӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем вӑрманта пачах тӗл пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех