Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лапша Павӑлӗн пӳртне те кӗрсе пӑхрӗҫ, пусма картлашки айне те хӑвармарӗҫ.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
— Пӗрин пур та, вут айне тунӑ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Чашлаттарса ҫумӑр ҫунӑ чух Мишавай сӑртне хӑпаракан ансӑр ҫул ҫинче машинӑсем тапранмасӑр лараҫҫӗ, пӗри те вӗсем тырӑ ани ҫине кӗрсе иртме хӑяймаҫҫӗ; кӗлтесене те урапа айне хума май ҫук.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Элекҫи алӑк патӗнче выртакан купаран шӗшкӗ ҫаппи илчӗ те, чӗркуҫҫи ҫинче ҫӑмӑллӑн хуҫса, хуран айне хучӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Эпир темӗнле хапха айне кӗрсе тӑма ӗлкӗртӗмӗр.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Чипер пынӑ ҫӗртех тап! ҫеҫ чарӑнса тӑрса хырӑм айне ларнӑ пӑвана хӑвалать е унталла та кунталла пӑрӑнать.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Ӑна кулак пули эп ҫураличченех хура ҫӗр айне пытарнӑ, анне те хам вун виҫҫӗре чухне сасартӑк вилсе кайрӗ.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
— Каятӑн-тӑк — кай, атту турру-качкупах ҫапса пӑрахатӑп е трактор айне хуратӑп.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Ҫулсем, тротуарсем пӑр айне пулчӗҫ.
Пӑр ытамӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11755-p- ... -ytam-nche
Эпир ӗмӗрне те фашистсен айне пулас ҫук! — чӑмӑрне ҫӳлелле ҫӗклерӗ вӑл.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Пӗррехинче Матӗрне инке хӑй ӗҫӗпе кӳршӗ яла кайнӑччӗ те, ҫумӑр айне пулса лачкам шыв таврӑнчӗ.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
Усал шухӑш тытмасӑрах илемлӗ чӗрчуна вӗлернӗрен кулянса салонран тухнӑ та пухӑнма ӗлкӗрнӗ ҫынсен умӗнче: «Ҫул урлӑ каҫма юраман тӗлтен вашкӑнтарса машина айне хӑй лекрӗ», - тесе тӳрре тухма хӑтланнӑ.
Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.
Пӗр ҫӗрлӗхе пусма айне хупрӑм.
Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.
Катя, пӗр курӑк айне шӗвӗр патакпа чавса, вӗтӗ ҫӗрулми пек япала кӑларчӗ: паранкӑ.
Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Акӑ вӑл пирӗн пата хул айне хаҫат тӗрки хӗстерсе тухрӗ, унтан кашнине ҫуршар хаҫат валеҫсе пачӗ.
Вутӑ йӑтни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Акӑ эпӗ сӗтел айне лучӑркаса пӑрахнӑ хут чӑмӑркки куртӑм.
Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Анне аттен сӑхман кӗсйине табак кушелккипе чӗлӗм чикрӗ, пуҫӗ айне катӑк ҫӗҫӗ, шӗшлӗ, пушӑт татӑкӗ хучӗ.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ пуҫа ҫытар айне чиксе йӗрсе ятӑм.
Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗр ҫын витерен йӗнерлӗ пысӑк хура лаша ҫавӑтса тухрӗ, ӑна, валак кӗперӗ урлӑ каҫарса, йӑмра айне кӑкарса тӑратрӗ.
Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вара эп ҫывӑрма кайрӑм, ҫӑкӑр татӑкне ҫытар айне хутӑм.
Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.