Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айне (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иккӗшне те лупас айне лартрӑмӑр, шӑши тытнӑ чух сыхласа ларма клевер уйне кӗрепле шӑчӑсем туса патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Йӑвисене вара уйра лупас пекки туса ҫав лупас айне лартас пулать.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Халь апла мар, Твиккапа Квикка Ламппаса хӑйне хӑваласа яраҫҫӗ: Ламппас ҫенӗк умне тухсан, Твикка тӗкӗсене шӑртлантарса, унччен те пысӑк куҫне тата ытларах чарса пӑрахать те хаяррӑн лӑр-лӑр! тесе мӑкӑртатать, Ламппас вара ырӑ мара сиссе ҫав самантрах ҫенӗк айне шӑвӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Паян кӑсӑя, ыран уйӑп лекет вӗсен чӗрни айне.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Хурӗсемпе кӑвакалӗсем пурте сӑмсине ҫунат айне пытарса канма ларчӗҫ, чӗпписем вӗсем тавра кӗпӗрленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

— Ҫумӑр айне пулнӑскерсем вӑрман хуралҫи пӳртӗнче ӑшӑнса лараҫҫӗ-ши?.. — ун пек те, кун пек те тупсӑмӗ тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

«Ман туссем ӑҫта-ши? Вӑрмантан чиперех таврӑнчӗҫ-ши е ҫумӑр айне пулса исленчӗҫ-ши?..» — аса илтӗм хайхисене.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Чӑрӑш айне ҫумӑр лекмест вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Тӗрӗс, чӑрӑш айне ҫумӑр пачах лекмен.

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

— Пӑхӑр-ха, чӑрӑш айӗнче вӗр-типӗ, пӗр тумлам ҫумӑр лекмен, — кӑтартрӗ вӑл пирӗнтен инҫех те мар ларакан лӑстӑркка чӑрӑш айне.

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

— Ачасем, ҫумӑр айне пулатпӑр! — терӗ Эрхип.

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Шур кӑмпана кура-ши, хыр кӑмпи те ҫавӑн пекех «кавир» айне пытанса ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Анчах, унччен пулать-и, кунччен-и, сан уру айне темӗнле хытӑ муклашка лекет те нӑтӑрт! туса ванса каять.

Куҫарса пулӑш

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Мунчана кӗрсен, хыпашлакаласа икӗ кивӗ милӗк тупрӗ, вӗсене лапка ҫине илсе хӑпарчӗ те пуҫӗ айне хурса тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Купа айне Альберт вӗтӗ хӑрӑк туратсем пуҫтарса чикет, хурӑн хуппине чӗртсе ярать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Бригадир витрене нар айне лартать, пӑтана ҫакнӑ кутамкки патне каять.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Нар айне ларт, — хушать Виктор Андреевич.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫинук халатне хыврӗ те, пуҫелӗк туса, каччӑ пуҫӗ айне хурса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пуҫӗ айне те вӑл нимӗн хуман, айне те сарман.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Эп хуть комсомолец ҫеҫ, Сидор Иванович пек парти членӗ мар, ҫапах тӗн сӗрӗмӗ айне пулма пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех