Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулсассӑн (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗл пулсассӑн, тусӑм, куҫӑм сан ҫинчех, - Мӗн тери илемлӗ ҫакӑ ҫут тӗнче.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ачасене час-часах пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене аса илтерсе тата «хӗрлӗ автан» алхасма пикенсен хӑйсене мӗнле тыткаламаллине вӗрентсе тӑрӑр: - май пулсан хваттертен е ҫуртран тухма тӑрӑшмалла, кӳршӗсене инкек пирки пӗлтермелле; - ашшӗ-амӑшне е ҫывӑх ҫыннисене шӑнкӑравламалла; - хваттертен тухма май ҫук пулсан балкон ҫине тухмалла е ҫулӑмран инҫе пӳлӗме тарса пытанмалла, алӑксене хытӑ хупмалла, аслисене шӑнкӑравласа пӗлтермелле, пулӑшу ыйтса чӳречерен кӑшкӑрмалла; - енчен те сӗрӗм картлашка площадкинчен кӗрет пулсассӑн, алӑка уҫмалла мар, аслисене шӑнкӑравламалла е балкон ҫине тухса «Пушар! Пулӑшӑр!» тесе кӑшкӑрмалла.

Часто напоминайте детям о правилах пожарной безопасности и как вести себя, если разыграется "красный петух": - если есть возможность, нужно покинуть квартиру и дом, сообщить соседям о беде; - позвонить родителям или родственникам; - если нет возможности выйти из квартиры, то нужно выходить на балкон или нужно прятаться в комнату, куда не поступает огонь, закрыть двери накрепко, сообщить старшим по телефону, кричать в окно о помощи; - если дым поступает с лестничной площадки, нельзя открывать дверь, надо позвонить старшим или кричать с балкона: "Пожар! Помогите!"

Пурнӑҫ - чи хакли // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Енчен те ача телефонпа усӑ курма пӗлет пулсассӑн, номерӑра пысӑк цифрӑсемпе хут листи ҫине ҫырса курӑнакан ҫӗре ҫакса хурӑр.

Если ребенок умеет пользоваться телефоном, напишите ему свой номер крупными цифрами и повесьте на видном месте.

Пурнӑҫ - чи хакли // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Каярах «Хирти чечексем», «Агроном утса тухрӗ хире», «Каҫ пулсассӑн яланах ҫапла», «Пурнӑҫ пӗрре» тата ытти юрӑ ҫуралчӗ.

Потом родились песни "Полевые цветы", "Вышел агроном на поля", "Все так по вечерам", "Жизнь одна" и другие.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Аслисем ҫуллахи канӑва тӗрӗс йӗркелесессӗн, «куҫ-хӑлха» пулсассӑн каникул вӑхӑчӗ ҫитӗнекен ӑрушӑн усӑллӑ, хаваслӑ иртӗ, вӗсем ӳт-пӳпе пиҫӗхсе, ӑс-тӑнпа аталанса ҫирӗпленӗҫ.

Если правильно взрослые организуют летний отдых, будут "глаза-уши", то каникулы для подростков пройдёт с пользой, весело, они окрепнут, поумнеют.

Ачасене - тимлӗх // Эльвира ИВАНОВА. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Паянхи куна илес пулсассӑн район территорийӗнче 10 пушар тухнӑ, пӗлтӗр ҫак вӑхӑтра 2 хутчен вут-ҫулӑм алхаснӑ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Районӗпе илес пулсассӑн паянхи куна ҫӗр участокӗ илес кӑмӑллӑ 214 ҫемьене шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Апла пулсассӑн районта хоккей вӑййи ҫулран-ҫул аталанса пытӑр, аслисем ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пулччӑр.

Таким образом, в районе хоккейная игра пусть развивается от года в год, взрослые будут примером для молодежи.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вакансисен банкӗнче 247 ӗҫ вырӑнӗ пурри паллӑ, апла пулсассӑн вӗсем те ҫитес вӑхӑтра ӗҫ вырӑнне тупаҫҫех.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ирӗке куҫарса лартас пулсассӑн сивӗсем йӑлтах иртессе кӗтмелле.

Чтобы пересадить на волю необходимо подождать, пока закончатся холода.

Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№

Иисус хуравласа каланӑ: эсӗ хӑв Мана Патша тетӗн; Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтермешкӗн ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ; чӑнлӑхшӑн пулсассӑн кирек кам та Ман сасса итлет, тенӗ.

Иисус отвечал: ты говоришь, что Я Царь. Я на то родился и на то пришел в мир, чтобы свидетельствовать о истине; всякий, кто от истины, слушает гласа Моего.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Иисус ҫапла хуравланӑ: Эпӗ сире «Вӑл Эпӗ» тесе каларӑм-ҫке; Мана шыратӑр пулсассӑн вӗсене ан тивӗр, кайччӑр вӗсем, тенӗ.

8. Иисус отвечал: Я сказал вам, что это Я; итак, если Меня ищете, оставьте их, пусть идут.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Турӑ Ун урлӑ мухтава тухрӗ пулсассӑн, Турӑ та Ӑна Хӑй урлӑ мухтава кӑларӗ, часах мухтава кӑларӗ Ӑна.

32. Если Бог прославился в Нем, то и Бог прославит Его в Себе, и вскоре прославит Его.

Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Исаия вӗсем мӗншӗн ӗненме пултарайманни ҫинчен те каланӑ: 40. «Турӑ вӗсен куҫне суккӑрлатнӑ, вӗсен чӗрине чул пек хытарнӑ, ҫавӑнпа вӗсем куҫӗпе те курмаҫҫӗ, чӗрипе те ӑнланмаҫҫӗ, вӗсем Ман енне ҫаврӑннӑ пулсассӑн, Эпӗ вӗсене сывататтӑм» тенӗ.

39. Потому не могли они веровать, что, как еще сказал Исаия, 40. народ сей ослепил глаза свои и окаменил сердце свое, да не видят глазами, и не уразумеют сердцем, и не обратятся, чтобы Я исцелил их.

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вӗренекенӗсем Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! ҫывӑрать пулсассӑн сывалӗ-ха, тенӗ.

12. Ученики Его сказали: Господи! если уснул, то выздоровеет.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: эсир Мана та, Манӑн Аттеме те пӗлместӗр; Мана пӗлнӗ пулсассӑн, эсир Манӑн Аттеме те пӗлнӗ пулӑттӑрччӗ, тенӗ.

Иисус отвечал: вы не знаете ни Меня, ни Отца Моего; если бы вы знали Меня, то знали бы и Отца Моего.

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Анчах та эпир Вӑл ӑҫтан килнине пӗлетпӗр; Христос килес пулсассӑн, Вӑл ӑҫтан иккенне никам та пӗлмӗччӗ, тенӗ.

27. Но мы знаем Его, откуда Он; Христос же когда придет, никто не будет знать, откуда Он.

Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Пӗлӗр ӗнтӗ: пирӗн Тимофей тӑванӑмӑра ирӗке кӑларнӑ; вӑл кӗҫех килес пулсассӑн, эпӗ те унпа пӗрле сире пырса курӑп.

23. Знайте, что брат наш Тимофей освобожден, и я вместе с ним, если он скоро придет, увижу вас.

Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Хамӑра ҫуратнӑ атте-анне пире ҫапла хаса парса вӗрентнӗшӗн эпир вӗсене хисеплетпӗр пулсассӑн, чӗрӗ пулас тесе, чунӑмӑрсен Ашшӗне пирӗн тата ытларах пӑхӑнмалла мар-и?

9. Притом, если мы, будучи наказываемы плотскими родителями нашими, боялись их, то не гораздо ли более должны покориться Отцу духов, чтобы жить?

Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ывӑлсене пурне те хаса параҫҫӗ, эхер те сире ун пек туман пулсассӑн, апла эсир тӑван ывӑлсем мар, ют ачасем пулатӑр.

8. Если же остаетесь без наказания, которое всем обще, то вы незаконные дети, а не сыны.

Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех