Шырав
Шырав ĕçĕ:
Униче патӗнче икӗ пӗчӗк кӳлӗ пур, вӗсенче хӑях ашкӑрса ӳсет.
1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Вӗсем кӳлӗ ҫине тата ҫывӑхри ялсем ҫине бомбӑсем тӑка-тӑка хӑвараҫҫӗ.
Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кӳлӗ тӑрӑх ҫуна ҫулӗпе татти-сыпписӗр лавсем шӑваҫҫӗ.На санной дороге по озеру шло непрерывное движение транспорта.
Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Шӑнса ларнӑ кӳлӗ ҫине эпир аэродром туса хутӑмӑр.
Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Январӗн З-мӗшӗнче эпир юрпала шӑлса лартнӑ ҫулсем тӑрӑх Червоннӑй ятлӑ пысӑк кӳлӗ хӗррине тухрӑмӑр.3 января 1943 года мы вышли занесенными снегом дорогами к берегу большого озера Червонного.
Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Пӗччен сурать — типсе пырать, ҫӗр ҫын сурать — кӳлӗ пулать, — терӗ вӑл, ман алла чӑмӑртаса.Один плюнет - тут же высохнет, сто людей плюнет — будет озеро, — сказал он, пожимая мне руку.
Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӑрманӑн кӑнтӑр хӗрринче — пысӑк кӳлӗ.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Пурте площадь ҫинелле, леш, эпӗ каланӑ лапра кӳленчӗк еннелле пӑхаҫҫӗ, ҫав лапрана городничий кӳлӗ тет-ха!
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
— «Кӳлӗ пекехччӗ вӑл, ҫынсем унта шыва кӗме ҫӳретчӗҫ. Анчах халь ҫӳреме пӑрахрӗҫ — шывӗ таса мар тесе. Сӑлтавӗ паллӑ мар. Ҫавна май халь халӑх 13 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Кӳлхӗррине ҫӳрет. Таксипе. 200 тенкӗ тӳлеҫҫӗ те. Паллах, нумайӑшӗн хӑйӗн машинисем пур».
Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html
Ҫак кӳлӗ урлӑ ҫурҫӗр енчен кӑнтӑр еннелле ишсе каяҫҫӗ те малалла, Мекензи юханшывӗ патне ҫитичченех, кӑнтӑр еннелле каяҫҫӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Ҫак еннелле кайсан, вырӑнти чӗлхепе «тичиничили» теекен е «вӗтӗ хулӑсен ҫӗршывӗ» теекен пӗчӗкҫеҫ кӳлӗ хӗррине ҫитсе тухассине пӗлет; ку кӳлӗ ҫыранне имшер, ҫинҫешке те типӗ Канада чӑрӑшӗсем хупласа тӑраҫҫӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Гусев Лося хул пуҫҫи ҫине хучӗ те — вӗсем тӗтреллӗ тӗпсӗрлӗх ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан пусмапа, сӗм тӗттӗмлӗхре вӗрекен кӳлӗ ҫийӗнчи кӗперпе каялла кайрӗҫ.
Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унтан Лосьпа Гусев кӳлӗ хӗррине анчӗҫ, хӑйсене юнран, тусанран ҫуса тасатрӗҫ.Затем Лось и Гусев пошли к озеру, смыли с себя кровь и пыль.
Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унӑн хура плащӗ тата шӗвӗр калпакӗ кӳлӗ ҫийӗн шӑва-шӑва ӗренкеленеҫҫӗ, самант-самантӑн пӑс пӗлӗчӗсен хыҫӗнче ҫухалаҫҫӗ.Её чёрный плащ и острый колпачок скользили над озером, скрывались иногда за облаками пара.
Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл кӳлӗ патне чупса ҫитрӗ.
Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ӗнер эпир кӳлӗ хӗрринче пултӑмӑр, хӗрлӗ ҫӑлтӑр тухрӗ те — вӑл ун ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, калать:Вчера мы были на озере, взошла красная звезда, он указал на неё рукой и сказал:
Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Нумайӑшӗ кӳлӗ патне каять те шыва кӗре-кӗре ҫӑвӑнать.
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кӗтӳҫе итлесе пӗтерсен Азора ҫыннисенчен нумайӑшӗ ҫавра кӳлӗ хӗррине, Аслӑ Соам гейзерӗ патне каяҫҫӗ.Жители Азоры слушали пастуха, многие пошли за ним на круглое озеро, к великому гейзеру Соам.
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кӳлӗ кукринче пусма тӗлӗнче, чул икӗ улӑп — пин-пин ҫуллӑх хуралҫисем — хура сӗмпе ӗлкеленсе ҫӗкленнӗ, — вӗсем ушкӑн-ушкӑн ҫӑлтӑр енне пичӗпе лараҫҫӗ.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӗтлӗх-турат витӗр кӳлӗ тӗлкӗшекен пӑнчӑн-пӑнчӑн курӑнать.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.