Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртнӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла шухӑш вӗҫҫӗн шухӑш сыпӑнтара-сыпӑнтара, ҫав Огнянов пӗркун Петканчово урамӗнчи юмахри пек пулса иртнӗ ӗҫпе те ҫыхӑннӑ пулмалла тесе, туйӑм вӗҫҫӗнех сисе пуҫларӗ.

Так, переходя от одного предположения к другому, Стефчов инстинктивно почувствовал, что Огнянов имеет отношение и к таинственному происшествию на Петканчовой улице, которое до сих пор казалось какой-то мистификацией.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сан ӗмӗрӳ иртнӗ, сан тупӑкна ҫунтарӑпӑр, шӑмму-шаккуна кӗл туса вӗҫтерӗпӗр!» — тенӗ.

Время твое миновало, гробница твоя сожжена, и кости твои в пепел обращены будут!»

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ӑҫта пулса иртнӗ ҫак ӗҫ?

— Где все это происходило?

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Иртнӗ кунхине вӑл пӗр онбаши умӗнчех тӗрӗксен Мохаммечӗн пророкне ятланӑччӗ, онбаши ӑна ҫавӑншӑн вӗлерес пек хӗнесе пӗтерчӗ.

Надо сказать, что несколько лет назад Мунчо обругал пророка Магомета в присутствии одного онбаши, и тот избил юродивого до полусмерти.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Итле-ха, иртнӗ кунсенче кӑна эпӗ икӗ ҫынна вӗлертӗм.

— Послушай, я убил двух человек, и это было совсем недавно.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ман иртнӗ пурнӑҫ, Рада, тата йывӑртарах пулнӑ.

— Мое прошлое, Рада, было еще более тяжким и бурным.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада, каласа пар-ха, мӗн пулса, иртнӗ кунта?

Рада, объясни мне, что случилось?

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Итле-ха, Кирияк, мӗнле истори пулса иртнӗ ҫав тухтӑрӑн, эпӗ каллех хӑвӑнтан ыйтса пӗлес тесеттӗм-ха, — терӗ Ровоама, сӑмах тӗрлӗрен вакланма тытӑнсан.

— Послушай, Кириак, я опять хочу тебя расспросить, что это за история вышла с доктором, — обратилась Хаджи Ровоама к Стефчѳву после обычного обмена любезностями.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Турра шӗкӗр, пӗтӗмпех лайӑх пулса иртнӗ иккен.

Слава богу, все кончилось хорошо.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнер пулса иртнӗ пек пит лайӑх ас туса тӑратӑп-ха.

Как сейчас помню.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл пур енчен те иртнӗ вӑхӑт ҫынни.

Он во всех отношениях был человек прошлого.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Игумен пӗр усал хыпар илсе килчӗ-ха: иртнӗ каҫхине Соколова тытса кайнӑ та К. хулине ӑстанӑ.

— Но игумен привез очень неприятную весть: сегодня ночью забрали Соколова и отправили его в К.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Иртнӗ каҫхине ман патӑма Мунчо чупса пычӗ…

Нынче ночью Мунчо прибежал ко мне.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗтӗм терт те унта — хӑрах аллупа чӗлпӗр тытасси те, тепринпе, ялсем тӑрӑх иртнӗ чух, пил тӑвасси, — ҫав кӑна.

И весь-то труд — одной рукой держать поводья, а другой благословлять, когда будешь проезжать по деревням.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тахҫан вӑл, чӑн та, ҫар пуҫӗ пулнӑ тесе те калаҫкалатчӗҫ, анчах хӑйӗн ҫылӑхне каҫарттарма мӑнастире килнӗренпе нумай вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ.

Поговаривали, впрочем, что когда-то он действительно был воеводой, но потом ушел в монастырь на покаяние…

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йӗсӗм ҫырли тӗмӗ хӳтлӗхӗнче — ҫав иртнӗ ӗмӗр палӑкӗпе тава кӗрес тенӗ майлах — Викентий тияк тӑрать, аллинче унӑн кӗнеке пур.

Невдалеке, под виноградной лозой — словно для контраста с этим памятником прошлого — стоял с книгой в руках дьякон Викентий.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл сакӑр вун пилӗк ҫулхи Иеротей атте, иртнӗ ӗмӗрӗн аслӑ палӑкӗ, йӳтенӗ ҫынах темелле; йӳтенӗ пулин те, хисепрен тухман-ха, сума сутаракан ҫын.

Это был восьмидесятипятилетний отец Иеротей, величественный памятник минувшего века, уже почти развалина, но развалина еще импозантная и почитаемая.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чи малтан кунта сӑмах каҫ пулса иртнӗ ҫуйхашу ҫинчен пулчӗ.

Несколько минут разговор вертелся вокруг вечернего происшествия.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав авалхи сехетӗн ӗҫлес ӗмӗрӗ тахҫанах иртнӗ ӗнтӗ: механизмӗ кивелнӗ, сиктӗрмисем хавшанӑ, циферблачӗн шурӑ пичӗ йӑлт ҫуркаланса пӗтнӗ, авӑна-авӑна кӗнӗ йӗпписем те хӑйсен вырӑнӗнче аран кӑна тытӑнкаласа тӑраҫҫӗ, ӑна сехет темелӗх те ҫук ӗнтӗ.

Эти старинные часы давно уже отслужили свою службу: их механизм износился, пружины ослабели, белая эмаль циферблата потрескалась, а погнутые стрелки еле держались на месте, — не часы, а развалина.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗн пулса иртнӗ кунта, Марко чорбаджи? — ыйтрӗ Онбаши.

— Что здесь произошло, чорбаджи Марко? — спросил онбаши.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех