Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачах сăмах пирĕн базăра пур.
пачах (тĕпĕ: пачах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ав, ҫӗнӗ мастер пачах та урӑх сывлӑшпа сывлать пулас, — рабочисем патне васкакан Ревлен Петровича темӗнле ӑмсанса пӑхса юлчӗ Владимир Сергеевич.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Практика вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ чухнехи цех пачах урӑхлаччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мана эс пачах та савман!

Куҫарса пулӑш

Савни уйрӑлсан // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 87 с.

Тен, пачах та аса илмен пулӗччӗ-ши ӑна, анчах кӗвӗҫ чуншӑн тепӗр сӑлтав тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Кӑмӑлупа та пачах улшӑнтӑн.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унтан хӗрӗ еннелле ҫаврӑнчӗ те, унӑн хуп-хура куҫӗсенчен тӳп-тӳррӗн пӑхса, пачах та улшӑннӑ сасӑпа хыттӑн ҫеҫ каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Юлташла суд хыҫҫӑн Варвари кӑмӑлӗпе пачах улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Нумай чухне ӗҫе пачах та тухмасть е тата ӳсӗр пуҫпа пыни те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ҫак вӑхӑт хушшинче вӑл хӑйне лайӑх енӗпе пачах та кӑтартман тесен те йӑнӑш пулмӗ тесе шутлатӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Юрату хӑвачӗпе хӗмленсе тӑракан чӗре Ирӑна вӗренӳре пачах та чӑрмантармарӗ, малалла тата та ытларах, лайӑхрах вӗренме хистерӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм пачах кӗтмен ыйтӑва пула самантлӑха шӑпланса тӑчӗ, хӑйӗн кӑн-кӑвак тӳпе тӗслӗ таса та тарӑн куҫӗсемпе Лена ҫине кӑшт тӗлӗнерех тӗллесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Савӑнӑҫлӑ кӗвӗ Ленӑн кӑмӑлне уҫмарӗ, пачах та урӑхла, вӑл чӗрене пырса тивсе, ӑна татах та ытларах ыраттарса ячӗ, йывӑр шухӑша путарчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Малтанах хӗрачан ыйхӑ пачах та килмерӗ, анчах халӗ ак куҫ хӑрпӑкӗсем тӑтӑшах хупӑна-хупӑна илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрача ун ҫинчен пачах та аса илес ҫуккине пӗлсех, пӗр Ленӑна кӑна асӗнче усрарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӑмака ӑшшипе газ ӑшши - пачах расна.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Биологи меслечӗ ӳсен-тӑрана хӳтӗлекен хатӗртен пачах уйӑрмаллине пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Кунта имҫампа пачах усӑ курмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Миллиардер хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра нефтьпе газ сутнин тупӑшӗ самай чакнӑ, тӑкаксем вара пачах урӑхла — ӳссе пыраҫҫӗ.

Как поделился миллиардер в своем Телеграм-канале, доходы с продажи нефти и газа в стране значительно снизились, а траты наоборот увеличиваются.

Миллиардер шухӑшӗпе кӑҫал доллар 100 тенке ҫитӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34334.html

Пачах туртайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫилпе хӗвел ҫинче шурса кайнӑ куҫхаршийӗсем халӗ пачах палӑрмаҫҫӗ, куҫӗсем ҫеҫ, кӑвак куҫсем, ачашшӑн пӑхса кулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех