Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ура сăмах пирĕн базăра пур.
ура (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ура сасси уҫланкӑ енчен илтӗнет, анчах ҫывхармасть те, аяккалла та каймасть.

Они доносились со стороны поляны, но не приближались и не удалялись.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Вӑт, эсремет! — чӗтрекен тутипе пӑшӑлтатса илчӗ те Степан, ура сасси илтнипе шӑпланчӗ.

— Стервятина! — прошептал Степка трясущимися губами и замер, услышав шаги.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вырӑс хӑй умӗнче тӳрленсе тӑнипе нимӗҫ килӗшрӗ пулас, ӑна пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитиех кулкаларах пӑхса илчӗ, алӑкран кӗрсе кайрӗ.

Очевидно, удовлетворившись, немец насмешливо смерил его взглядом с ног до головы и прошел в дверь.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тимофей куҫӗнчен ҫулӑм тухса кайрӗ; ура ҫинче аран-аран тытӑнса тӑрса, ыратакан питне сӑтӑркаланӑ май, ҫиленсе кӳреннине кӑштах пусарас тесе: — Мӗншӗн, ваше благородие?.. Эпӗ хама кунта чӗннипе килтӗм… васкама хушнӑ, — тесе мӑкӑртатрӗ.

В глазах Тимофея заходили черно-красные круги; с трудом устояв на ногах, он потер зашибленное место и, стараясь погасить вспышку озлобления и обиды, пробормотал: — Пошто, ваше благородие? Я по вызову… срочно велено.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Брезент айӗнчен ҫара ура тупанӗсем курӑнаҫҫӗ.

Из-под брезента смутно белели две пары босых стоймя торчавших подошв.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ура айне пулнӑ турат шартлатса хуҫӑлать.

Сухие сучья, попадая под ноги, хрустели.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Акӑ ҫывӑхрах ура сасси те илтӗнсе кайрӗ.

Вот совсем близко послышались торопливые шаги.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Халӗ вара пӗр чӗрчун та ҫук, урам енчен кӑна ура сасси илтӗнет: часовойсем малти крыльца патӗнче пулас.

Сейчас не было ни души, и только с улицы слышались глухие звуки шагов: вероятно, часовые ходили перед парадным крыльцом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Офицер ялта пурте «лапсӑркка Карл» тесе чӗнекен салтак енне ҫаврӑнчӗ; лешӗ йӑл кулса илчӗ, карчӑка ҫӳҫӗнчен ҫӗклесе ура ҫине тӑратрӗ.

Офицер повернул голову к рыжему солдату, которого на селе все звали «лохматым Карлой»; тот ухмыльнулся, схватил старуху за волосы и поставил на ноги.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Малтан пӗр ура шыва путрӗ, кайран хӑрах ура ҫинче тытӑнса тӑрайманнипе йӑлтах вакка кӗрсе ӳкрӗм.

Я с размаху влетел в прорубь, сначала одной ногой, а потом, не удержав равновесие, и всем телом.

Ухмаха ернӗ кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 96–101 с.

Юр ҫине юнӗ сирпӗннӗ, тискер кайӑк малалла виҫӗ ура вӗҫҫӗн утнӑ.

Кровь на снегу: пошёл дальше зверь на трёх.

Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.

Ҫуралнӑранпа та ҫавӑн пек йӗр курман, ура лаппи пысӑк та мар, чӗрнисем вара пӗр вершука яхӑн!

Сроду такого следа не видано: не велика лапа, а когтищи с вершок длиной, прямые, как гвозди!

Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.

Кирек хӑҫан пырсан та унта хир чӑххисем ура айӗнченех вӗҫе-вӗҫе тухаҫҫӗ.

Как ни придёшь — стадо куропачей из-под ног.

Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.

Каярахпа ура сасси тепӗр чӳрече патӗнчен илтӗнчӗ.

Потом зашуршало под другим окном.

Хӑрасси ӳссех пырать // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Итлеме пуҫларӗҫ: ура сасси.

Прислушались: чьи-то шаги.

Хӑрасси ӳссех пырать // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Чӗрнеллӗ ура йӗрӗ.

Когтистый, лапистый.

Хӑрасси ӑҫтан пуҫланса кайнӑ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Упа тирӗпе ҫӑмне шалалла туса пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитиех чӗркенчӗ те вӑл ҫывӑрма выртрӗ.

Охотник перевернул медвежью шкуру мехом внутрь, завернулся в неё с ног до головы и лёг в снег.

Икӗ сунарҫӑ ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 28–31 с.

Шӑрпӑкне чӑмӑртаса, вӑл ура ҫине тӑчӗ, ӳт-пӗве чӗтресе илчӗ, вӑйӗ ҫапах та пур-ха, чӗри ҫунать.

Зажав в руке спички, она встала, по телу пробегала дрожь, но силы еще были и сердце горело.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ура айӗнчи ҫӗр чӗтренсе кайрӗ.

Земля под ногами загудела.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех