Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халиччен сăмах пирĕн базăра пур.
халиччен (тĕпĕ: халиччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку ҫулпа эпир темиҫе хут та ҫӳренӗ, анчах ун чухлӗ кӑткӑ йӑшӑлтатнине нихҫан та асӑрхаман, мӗншӗн тесен халиччен сӑнаса пӑхман.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Халиччен ҫитсе курман инҫет чӗнет мана.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Эп халиччен пуртӑ аври лартман, тавӑрать мана хирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Эп Йӑван мучи юрланине халиччен илтмен, анчах вӑл мана питех те аван юрлассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Эс хулара ӳснӗ, ял ӗҫне пӗлместӗн, халиччен йывӑр ӗҫ курман.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫӑра та парка, халиччен ун пек тырра асаттесем мар, вӗсен ачисем те курман.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Халиччен ӗҫре намӑс курманна — тинех курмӑпӑр! — хушса хучӗ унпа юнашар ларакан Зоя.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ҫак ялтанах пулнӑ пулсан халиччен тӗл пулмаллахчӗ ӗнтӗ…

Если бы она была из этой деревни, то уже повстречал бы…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ӑҫта лайӑххине, телей ӑҫта иккенне халиччен те пӗлместӗн.

До сих пор не знаешь, где хорошее место, где счастье.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Эпӗ, халиччен пасар кӗпи тӑхӑнса курманскер, питӗ хӗпӗртерӗм.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ халиччен те аван вӗреннӗ, халӗ тата ытларах тӑрӑшма пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халиччен ҫын вилнине курманскер, эпӗ, атте патне пырсан, вӑл туртӑшса сывланинчен питӗ хӑраса кайрӑм, хӑвӑрт пӑрӑнса, урам енчи чӳрече патне пырса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, халиччен сӑхсӑхса курманскер, виҫӗ пӳрнене пӗр ҫӗре чӑмӑртаса тытма пӗлеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Авӑн ҫапнӑ чух эпӗ халиччен кӗлте тавӑрнӑ, пуш кӗлтесене силлесе итем хӗрне йӑтнӑ, сарӑм айккисене шӑпӑрпа шӑлнӑ, хӑш чух, йыш нумаях пулмасан, тӑпач тытса, ыттисемпе пӗрле ҫапма та тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халиччен вӑл, хура кӗрччен тенӗ пекех, тулта ҫывӑратчӗ, халӗ, ҫумӑр ҫума пуҫласан, пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ халиччен ку пӳрте кӗрсе курман, — урайӗ шап-шурӑ, яка.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халиччен, Праҫҫи инке, санпа калаҫса ӑшӑма пусарса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халиччен тимӗрҫӗ лаҫҫи ялан уҫӑ пулаканччӗ, унта иртен пуҫласа каҫчен шаккани илтӗнетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манехвӑна эпӗ халиччен темиҫе хут та курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыран пӑрҫа ҫӑлас тенӗ чух манӑн халиччен хӗрелсе ҫӳрекен куҫ ытла та пӑсӑлса кайрӗ: хӗп-хӗрлӗ, пӗҫерсе тӑрать, хӑрах куҫӑм тӳсме ҫук ыратать.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех