Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлмерӗ (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Верочка кӑна хирӗҫ мӗнле ответлемеллине те пӗлмерӗ, куҫӗсене ҫеҫ темӗнле чарса пӑрахрӗ.

Верочка не знала, как и отвечать на это, она только странно раскрыла глаза.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Лешӗ, тӗлӗнсе, ҫӗҫӗ ҫинчен куҫне илме те пӗлмерӗ.

Тот не сводил с ножа зачарованных глаз.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунта ман улпут ни кӑвакарма, ни хӗрелме пӗлмерӗ, темле сенкер тӗслӗ пулса кайрӗ, мана ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрма пуҫларӗ:

Тут мой помещик стал и не беленький и не красненький, а какой-то синенький; визжит тонким голоском на меня:

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗрре пиллӗх илетӗн, халӗ авӑ каллех ҫав влаҫах юратса пурӑнма тӑрӑшатӑн! — хӑпма пӗлмерӗ карчӑк, хӑй ывӑлӗ Яшка «влаҫа улӑштарма» килӗшменнине ниепле те ӑнкарса илеймесӗр юлнӑскер.

То благословление брал, а то уж опять этой власти прислуживаешь! — не унималась старуха, так и не уразумевшая, почему Яшка, сын ее, не согласился «сменять власть».

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ӑшӑ карта-витесем тунӑ ҫӗрте Яков Лукич епле тӑрӑшса, пурне те чухласа ӗҫленине, утта епле тирпейлӗ тыткаланине аса илчӗ, пӗррехинче, колхозӑн виҫӗ лаши чирлесен, вӑл каҫран пуҫласа ирчченех витерен тухма пӗлмерӗ, хӑех лашасене клизмӑсем лартрӗ, чикен чикнисем иртсе кайччӑр тесе, вӗсене хӑй аллипе кантӑр ҫӑвӗ ӗҫтерчӗ; унтан тата, лашасем чирленишӗн айӑплӑ ҫынна — пӗрремӗш бригадӑн конюхне, Куженкова, юлашки эрнере лашасене ыраш улӑмӗпе кӑна тӑрантарса усранӑскерекколхозран кӑларса сирпӗтме никамран малтан сӗнӳ пачӗ.

Он вспомнил, как Яков Лукич заботливо и смекалисто устраивал теплые базы, как берег сено, как однажды, когда заболели три колхозные лошади, он с вечера до утра пробыл на конюшне и собственноручно ставил лошадям клизмы, вливал им внутрь конопляное масло, чтобы прошли колики; а потом первый предложил выбросить из колхоза виновника болезни лошадей — конюха первой бригады Куженкова, который, как оказалось, в течение недели кормил лошадей одной житной соломой.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучин тепӗр ирхинех хӑйӗн апат пӗҫермелле пулчӗ, анчах те карчӑкӗ сусӑрланни, тен пӑшӑрханнипе, те ытлашши выҫлӑхланнипе, пиҫнӗ вӑкӑр ашне кӑнтӑрлахи апатра ҫав тери нумай ҫисе тултарчӗ те вара темиҫе талӑк хушши картаран тухма пӗлмерӗ, тем пек сивӗ ҫанталӑкра та талӑкӗ-талӑкӗпех лупас хыҫӗнче, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинче ҫухалса лармалла пулчӗ.

А дед Щукарь на следующее утро сам настряпал и, то ли от огорчения, что окалечилась старуха, то ли от великой жадности, так употребил за обедом вареной грудинки, что несколько суток после этого обеда с база не шел, мешочных штанов не застегивал и круглые сутки пропадал по великому холоду за сараем, в подсолнухах.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санька ним тума та пӗлмерӗ.

Санька не знал, что и придумать.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маша та пӗр вырӑнта тӑма пӗлмерӗ.

Не стояла на месте и Маша.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ачасем айккинелле пӑрӑнчӗҫ, мӑн ҫынсен хыҫне пытанчӗҫ, старик вара хӑй ӑҫталла ҫапнине те пӗлмерӗ.

Но мальчишки увиливали в стороны, прятались за спины взрослых, и удары сыпались куда попало.

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Никам та, нимӗн те пӗлмерӗ.

Никто ничего не знал.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катерина хӑйне кӗтмен ҫӗртен пулӑшакансене нимӗнпе те тав тума пӗлмерӗ.

Катерина не знала, как отблагодарить неожиданных помощников.

12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька хӑйӗн юлташӗсемпе пӗрле нимӗн тума пӗлмерӗ.

Санька с приятелями не знал что делать.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрсем питӗ тӑрӑшаҫҫӗ, итлекенскерсем вӗсем, ҫавӑн пирки старик вӗсенчен уйрӑлма та пӗлмерӗ.

Девушки оказались старательными и послушными помощницами, и старик очень привязался к ним.

4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун чӗри тӳссе ирттернине никам та пӗлмерӗ.

Никто не знал, каково у ней на душе.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл упашкин тӑпри патне сукмак хывса такӑрлатрӗ, макӑрса куҫӗсене пӗтерчӗ, ним ҫимесӗр-ӗҫмесӗр тенӗ пек пурӑнчӗ, чей ҫеҫ сыпкаларӗ, ҫӗрлесерен куҫ хупма пӗлмерӗ, йӑлтах асапланса пӗтрӗ.

Она проторила тропинку к могиле мужа и выплакала все глаза, почти ничего не ела, не пила, питалась только чаем и часто по ночам не смыкала глаз и истомилась совсем.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Штольц ним калама пӗлмерӗ.

Он нерешительно молчал.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Штольц Ильяшӑн хуйхӑрма та, савӑнма та пӗлмерӗ.

Он не знал, печалиться ли ему или радоваться за Илью.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл Штольца лӑплантарасшӑн, «асаплантӑм» тенӗ сӑмаха каялла илсе, урӑхла ӑнлантарса парасшӑн ҫунчӗ; анчах мӗнлерех ӑнлантарасса хӑй те пӗлмерӗ, уҫӑмсӑррӑн ҫакна ҫеҫ ӑнланчӗ: вӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗрине тӗрӗс ӑнланса илеймеҫҫӗ, харпӑр хӑйне ултавлӑ тыткалаҫҫӗ, ҫавӑнпа иккӗшне те йывӑр; пулни-иртнине те, хальхине те тӗрес ӑнланса илесси, йӗркелесси иккӗшӗнчен кӑна килет.

У ней горело в груди желание успокоить его, воротить слово «мучилась» или растолковать его иначе, нежели как он понял; но как растолковать — она не знала сама, только смутно чувствовала, что оба они под гнетом рокового недоумения, в фальшивом положении, что обоим тяжело от этого и что он только мог или она, с его помощию, могла привести в ясность и в порядок и прошедшее и настоящее.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Итле эппин, Илья Ильич хӑравҫӑ-ҫке, ним йӗркине те пӗлмест: ун чухне те контрактран хӑраса ӳкрӗ, доверенность ярса парсан та, ним тума пӗлмерӗ, мӗн чухлӗ куланай илнине те астумасть: «ним те пӗлместӗп», тет…

— Слушай же: ведь Илья Ильич трусоват, никаких порядков не знает: тогда от контракта голову потерял, доверенность прислали, так не знал, за что приняться, не помнит даже, сколько оброку получает, сам говорит: «Ничего не знаю…»

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫак туйӑм, чӑнах та, таса: мӗншӗн тесен Пшеницына чиркӳре ҫурта лартрӗ, Обломов сывалтӑрччӗ кӑна тесе, кӗлӗ тутарчӗ; Обломов кун ҫинчен нихҫан та пӗлмерӗ.

Оно было в самом деле бескорыстно, потому что она ставила свечку в церкви, поминала Обломова за здравие затем только, чтоб он выздоровел, и он никогда не узнал об этом.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех