Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗччен сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗччен (тĕпĕ: пӗччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑпӑртатнине илтсе, шыв хӗрринчи пӗччен юланутҫӑн учӗ те чӑтӑмсӑррӑн хускалса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хӑваласа ҫитсессӗн те пӗччен хирӗҫ тӑма хӑяймӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк арман енчен хуралҫӑ ҫине такам арӑслан пек сиксе ӳкрӗ те ӑна ҫапса ӳкерчӗ, унтан хӗре ыталаса илсе, тӗмсем хыҫне кӗрсе кайса ҫухалчӗ, ахӑртнех хӗре ҫӑлаканӗ пӗччен пулман пулас, ӑна юлташӗ кӗтсе тӑнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эх, самантлӑха ҫеҫ ӑна пӗччен хӑварасчӗ вӗсен!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эп пӗччен ҫӑлаймастӑп ӑна, — хурлӑхлӑн каларӗ Шӑхаль.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Енчен те пӗччен пурӑнма йывӑр пулсан, ман пата кил.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ пӗччен мар, халӑхпа пӗрле пулатӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗччен эсӗ ӑна нимӗн те тӑваймӑн.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ хам пӗччен мар, Хусанккапа таврӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чим, вӑл пӗччен мар-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу пӗччен юлсан та чылайччен ӗсӗклесе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку йӗнине карчӑк икӗ тӗрлӗ те ӑнланса пӑхрӗ: пӗччен пурнӑҫпа пурӑнса йӑлӑхнӑ тӑлӑх-турат, тен, хӑйне пуян ачи илесшӗн пулнишӗн савӑнать пулӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темиҫе кунтан вара Укаслу сӗм пӗччен тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗччен пурнӑҫ — тамӑк, теҫҫӗ мар-и, э-э?

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку тӗрӗс мар, ара, турӑ пӗччен кӑна пулсан ӑҫтан-ха пурне те пӗлейтӗр, ӑҫтан-ха пурне те курайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вырӑс турри тавӑрма пӗлмест, вӑл пӗччен, ун ҫилли кашни ҫыннах ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Еркинейӗ хӑй пӗччен Пухать паттӑр яшсене; Ҫӗрпӳ хули таранччен Пухӑнаҫҫӗ ун патне.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр арӑмӗ хуп-хура, Пӑрчӑкан пек ҫивӗчӗ, Куҫӗ кайнӑ ясара — Каҫхи туйӑн тивлечӗ: Урлӑ-пирлӗ пӑхкалать, Таш ташлама ҫын шырать; Юлташӗнчен уйрӑлать, Пӗччен ӗссӗн вӑл юрлать:

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗнтӗ ҫу та иртет, ҫӑмӑр та ҫӑвать — Шӗвек пӗлӗт шӑмалчӗ ҫӗр ҫинче, Ҫут хӗвел те хуллен сӳрӗлсе анать Пӗччен хӑй ҫулне тӳпере пит инҫе.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Темиҫе разведчик ӗҫне пӗччен тунӑшӑн мана «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденӗ илме тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех