Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайрӗҫ (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Милка, Рачко! Тухӑр!» — тенӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Раздались голоса: «Милка, Рачко! Выходите!»

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ачасем кӑмӑлсӑр пулса тухса кайрӗҫ: вӗсем ҫав Милка Тодоркина пирки мӗн те пулин калаҫнине питех те илтесшӗнччӗ.

Дети встали и ушли, очень недовольные: их живо интересовал разговор о Милке Тодоркиной.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗттӗм те пулчӗ, Стефчовпа Михалаки тата пӑртак пӑшӑлтаткаларӗҫ те унтан уйрӑлса кайрӗҫ.

Уже настала ночь, Стефчов и Михалаки пошептались еще немного и разошлись в разные стороны.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун хыҫҫӑн тата темиҫе ҫын кофейньӑран туха-туха кайрӗҫ.

За ним еще несколько человек вышли из кофейни.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Геновевӑна вӗлерме вӑрмана илсе кайрӗҫ.

Геновеву увезли в лес, чтобы там казнить.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

 — Вӗсем ытла иртӗхсе кайрӗҫ, чиперрӗн лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ.

 — Очень уж распустились, что-то не сидится им на месте…

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огняновпа Муратлийский инҫетерех кайрӗҫ, сӗм-тӗттӗм ҫӗре кӗрсе, чул ҫине вырнаҫса ларчӗҫ, вӗсен умӗнченех шыв шӑнкӑртатса юхать.

Огнянов и Муратлийский отошли подальше — в самое темное место — и устроились на большом камне, у которого тихо журчала извилистая речка.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Вара сыв пуллашса уйрӑлтӑмӑр, вӗсем хирпе кайрӗҫ, эпӗ тӳрех кунта килтӗм, ак халь те пулин ҫав курнӑҫу пирки шухӑшласа тӑратӑп-ха.

— Мы распрощались, они пошли полем, а я прямо сюда; но я и сейчас никак не могу прийти в себя после этой встречи.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мана ҫӗр варринче тытса кайрӗҫ, сирӗн патӑртан таврӑнсанах эппин, ну, конака ҫитерчӗҫ.

Забрали меня ночью из моего дома, только я вернулся от вас, и повели в конак.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Темле инкек пуласса сиснӗ тухтӑра, йӑлт аптраса та пӑшӑрханса ӳкнескере, полицейскисем ертсе кайрӗҫ.

И полицейские увели доктора, смущенного, растерянного, охваченного предчувствием беды.

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Инкек-синкек пуласран чунне кантарнӑ онбаши ҫапла каланипе килӗшрӗ те, вара вӗсем хӑйсем тӗллӗнех тухса кайрӗҫ.

Онбаши поспешил удовлетвориться этим удобным для него объяснением и, довольный, что избежал возможных неприятностей, убрался восвояси.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем кайрӗҫ.

Они ушли.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак юнлӑ каҫхине ӗмӗрлӗхе туслӑн ҫыхӑннӑ икӗ ҫын арман хыҫӗнчи упа паланӗ тӗмӗ ӑшне икӗ вилле сӗтӗрсе кайрӗҫ.

И вот два человека, отныне навеки связанные этой кровавой ночью, потащили трупы к зарослям бузины, темневшим за мельницей.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнер тата пуҫне каснӑ ача виллине хулана илсе кайрӗҫ, ҫав тискер ӗҫе те вӑлах тунӑ тесе сӑмахларӗҫ.

Поговаривали, и не без основания, что это он отрубил голову ребенку, труп которого вчера на подводе привезли в город.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑй вара кайма пуҫтарӑнма хистерӗ, анчах ыттисем, вӑл ашкӑннипе уҫӑлса кайрӗҫ те васкамарӗҫ.

Но торопила ехать, а другие, которым уж стало вовсе весело от ее возобновлявшегося буйства, не спешили.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Куҫӗсем те хӗрелсе кайрӗҫ! — терӗ Мосолов.

И глаза покраснели! — сказал Мосолов.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫамрӑксем, яланхи пекех, пӗрре ыттисемпе хутӑшса кайрӗҫ, тепре уйрӑлчӗҫ е пӗтӗмпех, е кӑшт анчах уйрӑлчӗҫ вӗсем; пӗр-икӗ хутчен Бьюмонт та вӗсемпе пӗрле пулчӗ, пӗр-икӗ хутчен пӗтӗм ушкӑна йӑлтах Вера Павловна хӑй туртса илчӗ.

Молодежь, по обыкновению, то присоединялась к остальным, то отделялась, то вся, то не вся; раза два отделялся к ней Бьюмонт; раза два отбивала ее всю от него и от серьезного разговора Вера Павловна.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Катерина Васильевна ывӑннӑ хӑнана вырттарма кайрӗҫ.

Катерина Васильевна пошла укладывать уставшую гостью.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Акӑ ашкӑнакансем каллех уттарса кӑна кайрӗҫ, юлчӗҫ, ашкӑнманнисем вара чееленсе пыраҫҫӗ, ирттерсе кайнӑ чух хӑйсем хӗҫпӑшалланнине нимпе те кӑтартмарӗҫ; акӑ ашкӑнакансем каллех, ахӑрашса та шӑй-шай шӑхӑрса, вӗсем патнелле ыткӑнса килеҫҫӗ, ашкӑнманнисем вӗсене лешсем пӗр кӗтмен ҫӗртен хирӗҫ тӑма хатӗрленчӗҫ, анчах мӗн ку?

Вот буйные сани опять поехали шагом, отстали, а небуйные сани едут коварно, не показали, обгоняя, никакого вида, что запаслись оружием; вот буйные сани опять несутся на них с гвалтом и гиканьем, небуйные сани приготовились дать отличный отпор сюрпризом, но что это?

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вара вӗсем каллех утса кайрӗҫ.

И они опять пошли.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех