Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айне (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳрӗ сӑмси айне хура мӑйӑх сӑрма пуҫлани палӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫав хушӑра пусма вӗҫне Лавр Кузьмич сиксе тухрӗ те Манефӑна килнӗ ҫынна кӗртме хушрӗ, хӑй Цербера пусма айне хӑваласа кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Йытӑ пусма айне чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сарайсем ҫумне, лупас айне, ик-виҫ ҫул пурӑнмалӑх вутӑ татса купаланӑ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Самолет ҫирӗм-вӑтӑр метр ҫӳллӗшӗнчен килет, ун хыҫӗнчен, икӗ ҫунат айне вырнаҫтарнӑ опрыскивательрен, алланӑ суперфосфат ҫӑнӑхӗ сарлакан сапӑнса пырать.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӳкерчӗк айне: «Тюрингия, Веймар. 1945», — тесе ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каялла таврӑннӑ чух вара, ӳсӗрпе, тракторне кӗпер айне сиктернӗ, хӑй те аманнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хул пуҫҫи урлӑ сӑран сумка ҫакнӑ, хул айне пӗр тӗрке ҫамрӑк улмуҫҫи турачӗсем хӗстернӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вара эсир хӳри айне тилхепе лектернӗ кӑтӑклӑ лаша пек ӗрӗхсе каятӑр — тимӗр ҫӑварлӑхпа та тытса чараяс ҫук сире.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӗр айне, пӗр ҫирӗм сантиметр тарӑнӑш чакаласа хурать.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унӑн пичӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, ҫилпе кушӑхнӑ, аллисем, ана ҫинчех юр айне пулнӑ ҫӗр улмине кӑларса, ҫуркаланнӑ, хытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Юлашки самантра минтер айне пытарнӑ скальпеле сестра туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл акаци тӗмӗ айне, сулхӑна, халатне сарса ларнӑ та хаҫат вулать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ку вӑрман вӗсене сарӑлса кайма памасть, шалкӑм ҫумӑр вӑхӑтӗнче, шпалсем айне сарнӑ хӑйӑрпа чулсене куҫасран, аварисем пуласран тата ҫул тунӑ чухне, тӑпра кӑларнӑ вырӑнти ҫӗре ишӗлесрен хытӑ сыхлать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Вӑл вӑхӑтра, вӑрҫӑ ҫулӗсенче, касса сайралатнӑ вӑрмансен айне те, ҫӗрне чӗрсе ҫемҫетсен, йӗкелсем акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ивановпа Алексеев вара, хӑйсене айӑпласран хӑраса, лесник виллине ҫырмана, тӑпра айне пытарнӑ, ҫулҫӑсемпе витсе хӑварнӑ, — терӗ судья.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тата ҫӗр айне мӗн чухлӗ алтса хӑвартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпир вӑрман айне, ҫӗре чӗркелесе, йӗкел акатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анчах Пинерте ултӑ ача амӑшӗ Укҫине, пӑравус айне ӳкнӗ пуленкене илме пӗшкӗнсен, пӑравусӗ ӑнсӑртран тапранса кайнипе таптанса вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Халь-халь пӗр ачи е ушкӑнпех ӳкекен йывӑҫ айне пулса вилессӗн туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех