Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑннӑ (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Маларах асӑннӑ пек, ҫамрӑка тӗрӗс професси суйлама пулӑшсан, республикӑра ӗҫлекен тивӗҫлӗ проектсен пулӑшӑвӗсемпе усӑ курассине анлӑлатсан ҫамрӑксем тӑван тӑрӑхра юласса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Пединститут алӑкӗ умӗнче студентсем пыл пыллакан хурт-хӑмӑр пек кӗшӗлтетеҫҫӗ, вӑркаҫҫӗ, асӑннӑ ӑслӑлӑх керменне «ураран малта ӑса уттарса», танлӑн, тӳлеккӗн кӗреҫҫӗ-тухаҫҫӗ; кӗпӗрленсе тӑракансем те пур.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пашка-пашка, уйра Ула Тимӗр асӑннӑ вырӑна ҫитрӗ — ниҫта та Полина курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Асӑннӑ хулари Терешкова урамӗнчи пӗр киоскра 0,1 литрлӑ савӑтпа 95 процентлӑ этил спирчӗллӗ косметика лосьонӗ сутнӑ.

В одном киоске, расположенном на улице Терешковой вышеупомянутого города, на продажу в таре объемом 0,1 литра был выставлен косметический лосьон с 95-процентным содержанием этилового спирта.

Киоскра спирт сутнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34443.html

Асӑннӑ суммӑран ҫуррине банкоматсенче илнӗ, ыттине тӗрлӗ лавккара тавар туянса пӗтернӗ.

Половина из указанной суммы была получена в банкоматах, остальное было потрачено на покупки товаров в разных магазинах.

Кӳршӗ хӗрарӑмӗ укҫасӑр хӑварнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34398.html

Аса илтерер: асӑннӑ энциклопеди - республикӑра ҫакӑн йышши кӑларӑма, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, издательствӑсен, полиграфи предприятийӗсен, информаци агентствисен историне, аталанӑвӑн тӗп тапхӑрӗсене, паянхи лару-тӑрӑва, вӗсен ӗҫ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрне халалланӑскере, хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ пирвайхи опыт.

Куҫарса пулӑш

Энциклопеди - «Раҫҫей журналистикин ылтӑн ҫӳлӗкӗ» ҫинче // Надежда ОСИПОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Асӑннӑ кӑтарту малтанхи ҫулӑн шайӗнчен 18 процент пӗчӗкрех, ҫав шутра экспорт - АПШн 92 млн долларӗлӗх /22 процент сахалланнӑ/, импорт - АПШн 234,7 млн долларӗлӗх /16 процент чакнӑ/.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Асӑннӑ тапхӑрта вак суту-илӳ тытӑмӗнче пасарсемпе ярмӑрккасен тӳпи 2008 ҫулхи 17 процентран 2014 ҫулта 6 процент юлнӑ, пысӑк тата вӑтам организацисен - 2008 ҫулхи 36 процентран 2014 ҫулта 48-а ҫитнӗ /тӗпрен илсен, суту-илӳ сечӗсенче ытларах сутнипе/.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хими хатӗрӗсене 2010-2013 ҫулсенче туса кӑларас енӗпе тунӑ пысӑк ҫитӗнӳсем витӗм кӳнипе 2013 ҫулта асӑннӑ производство кризис умӗнхи 2008 ҫул кӑтартӑвӗнчен 31,6 процент иртсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Потребитель хакӗсен ӳсӗмӗ асӑннӑ тапхӑрта 154,6 процентпа танлашнӑ, строительствӑра - 156,8, ялхуҫалӑх продукцийӗ хатӗрленӗ ҫӗрте - 140, промышленноҫра - 134,7. Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан пӗлтӗр хаксем экономикӑн мӗнпур секторӗнче самаях хӑпарнӑ, чи пысӑкки /20,5 процент/ - строительство продукцийӗ, чи пӗчӗкки /4,1 процент/ - промышленноҫ таварӗсем туса кӑларнӑ ҫӗрте.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ӗҫсӗррисен хисепӗ асӑннӑ тапхӑрта 29,4 пин чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Пӗлтӗр Мордва Республикинче, Чулхула тата Пенза облаҫӗсенче асӑннӑ кӑтарту чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ҫав вӑхӑтрах Шупашкарта кӑна асӑннӑ кӑтарту халӑх хӑй еккипе тата миграци юхӑмӗпе йышланнипе хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Асӑннӑ ҫухатӑвӑн 23,2 процентне /2649 ҫын/ йыш хӑй еккипе пысӑкланнипе саплаштарма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ялти халӑхӑн танлаштаруллӑ хисепӗ республикӑра 2009 ҫул пуҫламӑшӗнчинчен 2,9 процент пункчӗ сахалланнӑ, хулара пурӑнакансен асӑннӑ виҫе чухлех ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх - асӑннӑ фонда укҫан пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кӑна пырса кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Эпӗ чи ҫивӗч ыйтусемпе хам шухӑша палӑртса ҫыртӑм, унта Шупашкар хула мэрне Ладыкова та асӑннӑ, ҫӗнӗ прокурор вӗсене пӑхса тухасса шанатӑп», - палӑртрӗ «халӑх тарҫи».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Асӑннӑ организаци Ярмарка урамӗнчи пӗр ҫуртра отделка ӗҫӗпе аппаланнӑ.

Данная организация занималась отделкой в одном из домов на улице Ярмарочной.

Кабель сутса эрех туяннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34331.html

Унта вара ҫыран хӗррин тӑршшӗ 100 метр е ытларах пулнӑ утравсене кӑна асӑннӑ.

Там были перечислены острова, чья окружность составляет 100 метров и более.

Японири утравсен йышӗ икӗ хут ӳсме пултарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34328.html

Асӑннӑ вӑрҫа, Раҫҫее салатас, пӑхӑнтарас тӗллевпе Анӑҫри ҫӗршывсем Киеври марионеткӑсем урлӑ пуҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех