Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайрӗҫ (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тӗлте ун ҫепӗҫ сасси пат татӑлчӗ, йӑлтӑртатакан ачаш кӑвак куҫӗсем алчӑраса кайрӗҫ те тӗксӗмленчӗҫ — хӑй умӗнче чӗрӗ ҫын мар, виле выртнине курнӑ пекех тӗксӗмленчӗҫ.

Тут ее приятный голосок оборвался, нежно-голубые глаза расширились и помрачнели, как будто перед ним стоял мертвец, а не живой человек.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав самантра ачаш кӑвак куҫсем килнӗ ҫын кӑкӑрӗ ҫинче ҫӑлтӑр йӑлтӑртатнине асӑрхарӗҫ; унччен ниепле те ҫавӑрма май ҫук пек пӑхса тӑракан хӗрӗн сивӗ пичӗ сасартӑк ӑшӑ кулӑпа ялкӑшса илчӗ, куҫӗсем тата ачашрах та кӑвакрах пулса кайрӗҫ, чуна савакан ҫепӗҫ чӗлхепе калаҫма пуҫларӗ.

Тут нежно-голубые глаза вдруг заметили звездочку, блестевшую на груди у приезжего; строгое, неприступное лицо дежурной озарилось приятной улыбкой, глаза сделались еще более нежными и голубыми, а в голосе появились трогательно-ласковые звуки.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шоссепе юнашар рельссем ҫуталса выртаҫҫӗ, вӗсен хӗррипе хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса тӑракан пӑхӑр пралук ҫакса тултарнӑ юпасем чупаҫҫӗ; электропоездӑн симӗс вагонӗсем кӗрлесе, ҫил кӑларса иртсе кайрӗҫ.

А рядом с шоссе блестели рельсы и бежали столбы, опутанные медной, горящей на солнце проволокой: с ветром и шумом пронеслись зеленые вагоны электропоезда.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергейпе Савва тачанка ҫине ларчӗҫ те килкартинчен тухса кайрӗҫ.

Сергей и Савва уселись в тачанку и выехали со двора.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем коридорпа иртрӗҫ те кабинета кӗрсе кайрӗҫ.

Они прошли по коридору и вошли в кабинет.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Инҫетре хӗрлӗ ҫыран хӗррипе, карниз ҫинчи пек, район станицин тӑваткал площачӗ, пахчисем, икӗ ӗрет хӗрлӗ ҫуртсем курӑнса кайрӗҫ.

Вдали, на высоком, из красной глины берегу, как по карнизу, растянулась Рощинская — большая районная станица с квадратной площадью, с садами и двумя рядами кирпичных зданий.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунта плановик консультанчӗсем: бригадирсем, выльӑх-чӗрлӗх фермисен заведующийӗсем, пахчаҫӑсем, сад ӑстисем текех киле-киле кайрӗҫ.

Приезжали и уезжали бригадиры, животноводы, огородники, садоводы — консультанты плановика.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каҫалапа, пусӑра тӗттӗмлене пуҫласан, ҫум ҫумлакан хӗрарӑмсем катмакӗсене хулпуҫҫи ҫине пӑшал пек хурса, юрла-юрла хӑйсен станӗсем патнелле кайрӗҫ, комбайнсем кӗрлеме чарӑнчӗҫ, урпа пучахӗсем ҫинче хедер ҫуначӗсем йӑлтӑртатса ҫаврӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ.

На закате дня, когда померкла степь и полольщицы, затянув песню и положив тяпки на плечи, как ружья, пошли к своим станам; когда уже не гудели комбайны и не блестели под колосьями ячменя крылья хедера.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хире тухса кайрӗҫ.

Поехали в степь…

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Хӗрарӑмсем шыв хӗррине кӗпе чӳхеме кайрӗҫ, тусу сан халӗ Евсей мучи патӗнче.

— Бабы белье полощут, на Кубани, а дружок твой зараз у деда Евсея.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирина чӑлхине хыврӗ, ҫара урисем йӗпеннипе часах хӗрелсе кайрӗҫ.

Ирина сняла чувяки, босые ноги ее, купаясь в росе, быстро покраснели.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергейпе Ирина тӳртен, кӗтӳ ҫумӗнчен кайрӗҫ.

Сергей и Ирина пошли напрямик, мимо стада.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Инҫетре, ту аркинче, ҫурт-йӗрсем курӑнса кайрӗҫ: тӑмпа сӗрнӗ лутра сарай йӗпеннипе хуралса кайнӑ, унпа юнашар ҫатан тытнӑ килкарти, унтан, тӗрлӗ сасӑпа мӗкӗрсе, сӗт пӑрушӗсем тухаҫҫӗ.

Вдали, на косогоре, виднелись строения: низкий, обмазанный глиной сарай, мокрый и оттого черный, а рядом с ним — огороженный плетнями баз, из которого с разноголосым мычанием выходили телята-сосунки.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малалла тата кӗскерех пуплевсем кайрӗҫ: «Чернил приборӗ — куҫкӗски кантӑкӗнчен».

Потом пошли и вовсе краткие пометки: «Чернильный прибор — зеркальный».

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Инҫех те мар лупассем курӑнса кайрӗҫ, лупас айне те шурӑ мамӑк купаланӑ, те шурӑ пир карса тухнӑ.

Невдалеке темнели открытые навесы, и под ними не то была сложена вата, не то развешены белые полотнища.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак вӑхӑтра сӑртсем икӗ еннелле уйӑрӑлса кайрӗҫ те, вӗсем умне Кубань шывӗ кӑтра вӑрмана хӗҫ пек ҫурмаран касса сиксе тухрӗ.

Тут перед ними раздвинулись горы и саблей блеснула Кубань, рассекая надвое курчавый лесок.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

МТС директорне сӑвакан ӗне пама хут ҫырса пачӗ — фермӑран тӳрех илсе кайрӗҫ.

Директору МТС корову дойную выписал — прямо с фермы увели.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей йӑмӑкне нимӗн те каласа памарӗ, Ҫеменпе пӗрле шыв хӗррине ҫӑвӑнма кайрӗҫ.

Сергей, ничего не ответив сестре, пошел с ним умываться к реке.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Акӑ Сергей тусӗ те Анфисӑна хӑй майлӑ ҫавӑрать (амӑшӗнчен малтан никам та асӑрхас ҫук ӑна!), вӑййа пӗрле кайрӗҫ.

Вот и другу Сергея приглянулась Анфиса (раньше матери никто не заметит!), вместе ушли на гулянки…

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вара аслӑ ывӑлӗсем авланчӗҫ, хӗрӗсем качча кайрӗҫ, пӗтӗм Союз тӑрӑх саланчӗҫ вӗсем, хӑй ӗмӗрне пӗрле пурӑнса ирттерме шутланӑ кӗҫӗн ывӑлне амӑшӗн фронта ӑсатмалла пулчӗ; ҫавӑн чухне кӳршӗсем каланине аса илсе, Сергей сывах таврӑнасса шанса пурӑнчӗ.

Старшие сыновья женились, дочери вышли замуж и разъехались по всей стране; младшего сына, с которым она намеревалась прожить вместе всю жизнь, матери пришлось отправить на фронт; вспоминая слова соседей она жила и надеялась, что Сергей вернется живым.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех