Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫавӑнтах (тĕпĕ: ҫавӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах блиндажра тӑракан Умрихин сӑмахсене уҫҫӑнах ӑнланайми пулчӗ те ҫавӑнтах Осип Чернышев еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ:

Но Умрихин, стоявший в блиндаже, не до конца понял слова и тут же повернулся к Осипу Чернышеву:

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Сан чухлех ӑнланатӑп, — терӗ те Умрихин, ҫавӑнтах сӗнӳ пачӗ:

— Столько же, сколько и ты понимаю, — сказал Умрихин и тут же предложил:

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей нимӗҫе аллисенчен ярса тытса хӑвӑрт ҫӗклесе илчӗ, ҫавӑнтах ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ те, йӑтма меллӗрех пултӑр тесе, лӑстӑр силлесе илчӗ: йывӑр ҫӗкленӗ чух вӑл кирек хӑҫан та ҫавӑн пек тума хӑнӑхнӑ.

Взяв гитлеровца за руки, Андрей рванул его от земли, забросил на спину, встряхнул, как привык встряхивать тяжелые ноши.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫӗҫҫи ҫинчен аса илсе, Андрей пиҫиххине хыпашлама тытӑннӑччӗ, анчах ҫавӑнтах хӑйне кӑкӑртан хытӑ чышнине, хӑй таҫта ыткӑнса кайнине туйрӗ.

Вспомнив о ноже, Андрей начал поспешно искать его у пояса, но тут же почувствовал, что летит навзничь от сильного удара в грудь.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах ҫавӑнтах хыпӑнса ӳкрӗ:

И спохватился.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеров майор ҫавӑнтах хӑй патне Юргина чӗнтерчӗ.

Майор Озеров немедленно вызвал к себе Юргина.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ярцев ҫавӑнтах хӑяккӑн лӑпчӑнса выртрӗ, хулӑн сыпӑлларах пӳрнисене чарса пӑрахрӗ.

Ярцев разом припал боком к земле, растопырив на ней узловатые пальцы.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лешӗ, йынӑшса илсе, йытӑ ҫӗмӗрчӗ айнелле вӑркӑнчӗ, анчах ҫавӑнтах ҫӗкленсе, хуллен ҫеҫ: — Ан хӗне! — терӗ те макӑрса ячӗ.

Застонав, тот отлетел под куст крушины, но быстро поднялся и, опираясь на ладони, тихонько сказал: — Не бей! — и заплакал.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вара вӑл ҫавӑнтах винтовкине вӗҫертсе илчӗ те чӑрӑш вулли хыҫне пӗшкӗнсе ларса итлеме тытӑнчӗ.

Он присел за комлем ели, прислушался.

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах ҫавӑнтах Петро Семиглаз, сӑмса шӑтӑкӗсене выляткаласа илсе, Умрихина ятлама тытӑнчӗ:

Но тут же Петро Семиглаз, подернув ноздрями, напал на Умрихина:

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Пӗр-пӗр мини ҫурӑлмарӗ те пуль тен, — ҫавӑнтах килӗшрӗ Петро Семиглаз.

— Ну, може, и не взорвалась яка, — охотно согласился Петро Семиглаз.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Лейтенант юлташ! — терӗ Андрей, Юргина аслӑрах звани мар, кӗҫӗнрех звани панӑ пек, кӑшт тытӑнсарах тӑрса, хуллентереххӗн, анчах ҫавӑнтах тата хытӑраххӑн малалла ыткӑнчӗ.

— Товарищ лейтенант! — сказал Андрей, задерживаясь, снизив голос, словно Юргину не повысили, а понизили звание, но тут же еще с большим порывом бросился вперед:

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑй полкӗнчи лару-тӑру ҫинчен кӗскен каласа пӗлтерсен, Озеров капитан ҫавӑнтах хӑйӗн халех дивизи командирӗ патне пырса пӗтӗмпех каласа парас кӑмӑлӗ пуррине пӗлтерчӗ, анчах Бородин генерал полка хӑй пыма пулчӗ.

Коротко доложив командиру дивизии о состоянии своего полка, капитан Озеров изъявил желание немедленно прибыть для обстоятельного доклада, но генерал Бородин сказал на это, что он сам приедет в полк.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Снарядсем ҫурӑлнине илтсен, Юргин ҫавӑнтах, хӑйӗн аманнӑ алли ҫинчен манса, ҫапӑҫура чухнехи пек хӗрсе кайрӗ.

Услышав взрывы, Юргин сразу загорелся тем огнем, каким всегда горел в бою.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Маятнике тӗртсе ярсан, вӑл ҫавӑнтах арча ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Толкнув маятник, он сразу рухнул на сундук.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Семён ӑна вӗҫертрӗ те ҫавӑнтах, ҫутӑ ҫаврашки ӳкнӗ тӗлте, уйӑх пек пысӑк маятниклӗ тата вӑчӑраллӑ та кире муклашкиллӗ авалхи сехет ҫакӑнса тӑнине курчӗ.

Семен отстегнул его и тут же, в зеленоватом круглом пятне, увидел стенные часы с маятником и гирей.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫавӑнтах, нӳхрепри пек шӑплӑхра, вӑл хӑй халиччен пӗрре ҫеҫ мар илтнӗ сасса илтрӗ.

Вместе с тем он вдруг услышал знакомые звуки.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Дегтярев сулахаялла пӑрӑнса кайрӗ, анчах ҫавӑнтах хӑй йӑнӑш тунине ӑнланса илчӗ: сылтӑм енчен иртме ҫӑмӑлтарах-мӗн.

Дегтярев двинулся налево, но понял свою ошибку, решил обогнуть ее справа.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сапаланчӑк курӑк пайӑркисенчен тыткаласа, Дегтярев ҫӗкленчӗ те ҫавӑнтах астуса илчӗ: вӑл ӗнтӗ иккӗмӗш хут тӑма хӑтланать иккен.

Хватаясь за растрепанные космы травы, Дегтярев поднялся и сразу вспомнил, что он поднимается уже второй раз.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах повозка ҫавӑнтах ланк! сиксе илчӗ те туртипе тем ҫумне ҫапӑнса, чарӑнса тӑчӗ.

Но тут повозку сильно дернуло, затем она ударилась во что-то дышлом и встала.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех