Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫавӑнтах (тĕпĕ: ҫавӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Митька, кимме ҫыххинчен вӗҫертрӗ те, ӑна тунката ҫинчен вӑйпа тӗртсе ячӗ, хӑй ҫавӑнтах баркасӗ ҫине сиксе ларчӗ.

Отомкнув баркас, он с силой толкнул его от коряги, вскочил на ходу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Владимир кил хушшинче сапаланса тӑракан лавсемпе вӑкӑр тислӗкӗ куписем ҫумӗнчен асӑрхавлӑн иртсе кайрӗ те калитка патне ҫитрӗ, анчах та ҫавӑнтах машина пӳлӗмӗнче пулманнине астуса илчӗ.

Осторожно обходя кучи бычачьего помета и подводы, рассыпанные по двору, Владимир дошел до калитки и вспомнил, что не был в машинном отделении.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑнтах кӑшкӑрса та ячӗ:

И тут же распорядился:

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, пилӗк чалӑш тарӑнӑшӗнчен кӑларнӑ пӑр пек сивӗ чунсӑр ҫӗре алӑпа сӗртӗнсе мӗнле туйӑннине ҫавӑнтах хӑвӑрт аса илнӗ те, аслашшӗн ватӑлнипе тӑм пек хӗрлӗ куктӗррисемпе витӗннӗ аллисем ҫине хӑраса, шикленсе пӑхнӑ.

Наталья живо восстанавливала в памяти ощущение, испытываемое руками от прикосновения к мертвой, леденистой земле, добытой с пятисаженной глубины, и уже со страхом смотрела на дедовы руки в коричневых, глиняного цвета, старческих веснушках.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Эпӗ ҫавӑнтах ҫатан витӗр пӑхрӑм», тет.

«Я это, дескать, заглянула через плетень…»

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Акӑ мӗнле шут тытрӑм эпӗ, — тесе пуҫларӗ те Григорий, ҫавӑнтах хавхаланса кайрӗ: — мӗн пулнине каялла тавӑрма ҫук, мӗн-ха унта айӑплине шырамалли пур вара?

— Я вот что надумал, — начал Григорий и оживился, — что случилось, того ить не вернешь, чего ж тут виноватого искать?

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑшкӑрнӑ сасӑ Аксинйӑна ҫав тери хыттӑн илтӗннӗ пек туйӑнчӗ те вӑл ҫавӑнтах ҫӗр ҫине лӑпчӑнса выртрӗ.

Окрик показался Аксинье настолько громким, что она ничком упала на землю.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫук, ан кай!.. — кӑшкӑрса ячӗ Степан, ҫавӑнтах астуса илсе.

Не ходи!.. — крикнул Степан, вспомнив.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорие курчӗ те ҫавӑнтах аллинчи кӗвенти сасартӑках сивӗннине, тӑнлавне юн хӗрӳленсе тулнине туйса илчӗ.

Увидела Григория и почувствовала, как похолодело под руками коромысло и жаром осыпала кровь виски.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах тинкеререх пӑхрӗ те — ҫавӑнтах пӳртрен сиксе тухрӗ.

А доглядел — и выскочил из куреня.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑнтах ҫӗре ӳкӗттӗм, унӑн ури йӗрне чуптӑвӑттӑм.

Упала б наземь, следы б его целовала…

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий кулам пекки тӑвать тата темӗн калама пикенет, анчах ҫавӑнтах туйса илет — ун пуҫӗ айӗнчи Аксинья алли темле сасартӑк лӗнчӗр-ленчӗр ҫемҫелсе кайрӗ, минтер ӑшне путса кӗчӗ, унтан чӗтренсе илчӗ те пӗр самантран каллех ҫирӗпленсе малтанхи вырӑна пырса выртрӗ.

Григорий улыбается, хочет еще что-то сказать, но чувствует: рука Аксиньи под его головой как-то вдруг дрябло мякнет, вдавливается в подушку и, дрогнув, через секунду снова твердеет, принимает первоначальное положение.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫулса пӑрахнӑ курӑк, темле анкӑ-минкӗлентерекен йывӑр шӑршӑ сарса, ҫавӑнтах шанса типсе пырать.

Скошенная трава вяла и сохла, излучая тягучий дурманящий аромат.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӑварнире, чышкалла ҫапӑҫнӑ чух, Шамиль Алексейе хӗрхенмен иккен Митькӑн ҫамрӑк шӑлӗсене, пӗррех шӑлса илнӗ те ҫӑвар урлӑ, Митька ҫавӑнтах атӑ кӗллисемпе таптанса шӑйӑрӑлса пӗтнӗ симӗс пӑр ҫине икӗ урлӑ шӑл сурса кӑларса пӑрахнӑ.

На Масленице в кулачной стенке не пожалел Алешка Шамиль молодых Митькиных зубов, махнул наотмашь, и выплюнул Митька на сизый, изодранный кованными каблуками лед два коренных зуба.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чышки те ӗнтӗ, ытлашши чышкӑ темеллех те мар, ҫиме юрӑхсӑр пӗчӗк кавӑн чӑмӑркки пек ҫеҫ; пӗрре хирте вӑл тенепле вӑкӑр ҫине тарӑхнӑ пулнӑ, аллинче пушӑ пулман та, пӗррех панӑ вӑл вӑкӑра чышкипеле — вӑкӑр ҫавӑнтах суха касси ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, ик хӑлхинчен юн тапса тухнӑ, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса илнӗ.

И кулак не особенно чтоб особенный — так, с тыкву-травянку величиной; а случилось как-то на пахоте на быка осерчать, кнут затерялся, — стукнул кулаком — лег бык на борозде, из ушей кровь, насилу отлежался.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Учитель Иван Федоровича ҫавӑнтах хытӑ кӑна хӗнесе илнӗ.

После этого тут же высек он пребольно Ивана Федоровича.

I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кама та пулин перо шӗвӗртме ҫӗҫӗ кирлӗ пулсан, вӑл ҫавӑнтах Иван Федоровичран ыйтнӑ, пӗлнӗ вӑл ун кирек хӑҫан та ҫӗҫӗ пуррине; Иван Федорович вара, ун чухне вӑл Ванюшка ҫеҫ пулнӑ-ха, ҫӗҫҫине кӑвак сюртукӑн йӑллинчен ҫакса янӑ пӗчӗкҫеҫ сӑран йӗннинчен кӑларса панӑ та, перо тасатнӑ чух ҫӗҫӗ ҫивчӗшпе ан хырӑр, ун валли тӳрчӗ пур, тенӗ.

Когда кому нужда была в ножике очинить перо, то он немедленно обращался к Ивану Федоровичу, зная, что у него всегда водился ножик; и Иван Федорович, тогда еще просто Ванюша, вынимал его из небольшого кожаного чехольчика, привязанного к петле своего серенького сюртука, и просил только не скоблить пера острием ножика, уверяя, что для этого есть тупая сторона.

I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тӗлӗннипе шак хытса кайнӑ козаксем ун патнелле ыткӑнчӗҫ, анчах тухатмӑш, утне утланма ӗлкӗрнӗскер, ҫавӑнтах куҫран ҫухалчӗ.

Изумившиеся козаки кинулись было на него; но колдун уже успел вскочить на коня и пропал из виду.

XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Мушкет кӗрӗслетрӗ те — тухатмӑш ҫавӑнтах сӑрт хыҫӗнче ҫухалчӗ.

Мушкет гремит — и колдун пропал за горою.

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Эпӗ апла тунӑ пулсан?» — ирӗксӗрех каласа ячӗ те Катерина, хӑраса ӳксе, ҫавӑнтах чарӑнчӗ.

— А если бы я?.. — невольно вымолвила Катерина и, испугавшись, остановилась.

VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех