Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫавӑнтах (тĕпĕ: ҫавӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй вӑл ҫавӑнтах приказсем парать.

Он отдавал приказания.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑнтах 4-мӗш сотня командирӗ хӑйӗн сотнине просека ҫине илсе тухрӗ те таҫта аяккалла ертсе кайрӗ (Григорие вӗсем каялла кайнӑ пек туйӑнчӗ).

Сейчас же командир четвертой сотни вывел сотню на просеку и повел куда-то в сторону (Григорию казалось, что едут они назад).

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Сӑйлать, — кулса илчӗ урядник, хӑй ҫавӑнтах кӗсйинчен пирус туртса та кӑларчӗ.

— Угощает, — улыбнулся урядник, а сам уж щупал в кармане бумажку.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пирӗн икӗ полк артиллери пулӑшӑвӗсӗр-мӗнсӗрех наступление кӗрсе кайнӑччӗ те, тӑшман вӗсене, хӑйӗн вут-хӗмӗпе тӗтӗрсе, ҫавӑнтах ҫапса ӳкернӗччӗ, вӗсен виҫ пайӗнчен пӗр пайне яхӑнах вӗлерсе пӗтернӗччӗ.

Два полка без артиллерийской поддержки пошли в наступление и были сбиты огнем противника и уничтожены чуть не на треть всего состава.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Халӗ эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: эхер те эпӗ кама та пулин пырса ҫыртас пулсан, вӑл ҫавӑнтах урса каять пулӗ, тетӗп.

Мне зараз думается: ежли человека мне укусить — он бешеный сделается.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксем унӑн аттисене, тумтирӗсене, хӗҫпӑшалӗсене хывса илчӗҫ, вилнӗ офицерӑн саралса кайнӑ ҫилӗллӗ ҫамрӑк питне эшкерленсе пӑхма тытӑнчӗҫ, Усть-Хопер казакӗ Тарасов вилнӗ офицер аллинчен решетке хупӑлчаллӑ кӗмӗл сехетне салтса илме ӗлкӗрчӗ те ҫавӑнтах ӑна; взвод урядникне сутса ячӗ.

Казаки сняли с него обувь, одежду и оружие, толпились, рассматривая молодое, нахмуренное, уже пожелтевшее лицо убитого, устьхоперец Тарасов успел снять с убитого часы с серебряной решеткой и тут же продал их взводному уряднику.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ ӳкетӗп!.. — Вӑл лашине чарчӗ, анчах Астахов ҫавӑнтах ун чӗлпӗрӗнчен пырса туртрӗ.

Я падаю! — Он остановил коня, но Астахов дернул поводья.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ут чӗрнисем айӗнчен тусан чӗптӗмленсе сирпӗнет, ҫавӑнтах тата юрӑ пуҫаруҫи, кӑвак пакунӗ чӗтренсе кайичченех сулахай хулпуҫҫине сиклентере-сиклентере юрӑ туртса ярса, хӑйӗн хуйхинчен те, ҫын хуйхинчен те кулса, казак юрринчен намӑс сӑмахсене ӑнтарса пырать:

Щебнистую пыль сеяли конские копыта, и, насмехаясь над своим и чужим горем, дергая левым плечом так, что лихорадочно ежился синий погон, кидал песенник-запевала охальные слова похабной казачьей:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Австриец нимӗн кӑшкӑрмасӑрах суранне аллапписемпе хупласа тытрӗ те ҫавӑнтах ҫурӑмӗпе решетке енне ҫаврӑнса тӑчӗ.

Австриец без крика прижал к ране ладони и разом повернулся к решетке спиною.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вахмистр ҫавӑнтах, хурчка пек ярӑнса ҫитсе, Григорие ҫапма аллине ҫӗклерӗ.

Вахмистр налетел на него коршуном, занес руку.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пурнасса вӑл ҫавӑнтах, масарпа ҫумма-ҫуммӑнах, пурӑнать.

Жил он тут же под боком.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лаши тараса платформи ҫинчен анма та ӗлкӗреймерӗ, — ветеринари тухтӑрӗ ӑна ҫавӑнтах хӑйне тивӗҫлӗ пуҫлӑхла тытӑмлӑхпа ҫӳлти тутинчен ярса илчӗ, ҫӑварне уҫса пӑхрӗ; ӑмра ҫинчи мышцӑсене хытӑ пусса хыпашларӗ, унтан, туртса та уйӑрас ҫук пӳрнисене йӑшалантарса, эрешмен чупнӑ евӗр, лаша урисене хыпашлама пуҫларӗ.

И не успел конь сойти с платформы, — ветеринарный врач снова, с привычной властностью, взял его за верхнюю губу, осмотрел рот; сильно надавливая, ощупал грудные мышцы и, как паук, перебирая цепкими пальцами, перекинулся к ногам.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавине чӗре анине чиксе ярасшӑн пулнӑ вӑл, анчах алли чӗтренӗ те аякка лектернӗ, унсӑрӑн пулсан ҫавӑнтах вилетчӗ.

Косу-то пырнула под сердце, а рука дрогнула, мимо взяла, а то б концы…

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та ӑна лаша ӑмрипеле ҫитсе ҫапрӗ те, вӑл ҫавӑнтах кӑпӑклӑ хӑйӑр ҫине вӑркӑнса ӳкрӗ.

И упал на пенистой отмели, сбитый с ног лошадиной грудью.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Калас пулать», — шутласа илнӗччӗ вӑл, анчах ҫавӑнтах, хӑранипе чӗтресе кайса, хӑрушӑ шухӑшне хӑваласа ячӗ.

Надо сказать», — решила было, но сейчас же, дрогнув от испуга, отогнала страшную мысль.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑҫталла сулӑнмалла-ха?» ҫавӑнтах хӑвӑрт тавҫӑрса илчӗ:

Куда прислониться?» и быстро подсказывала догадка:

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хам ҫавӑнтах хӗҫ ярса илетӗп.

И за шашку.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑнтан кайса итлекенсем малтанах ӑна ӗненнӗ, ҫӑварӗсене карса пӑрахса, мӗн каланине пурне те йышӑннӑ, кайран — Авдеич суеҫӗ иккенӗ, ун пек суеҫӗ хутор пуҫланнӑранпа та пулманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ; унтан хӑйӗнчен куҫӑнах кулма тытӑннӑ, анчах та вӑл ниепле ӗненме ҫук тыттарса суйнине ҫынсем ҫавӑнтах сиссен те хӗрелмен (тен, хӗрелнӗ те пулӗ, анчах пичӗ яланах хӗрлӗ пулнипе палӑрман), суйма та пӑрахман.

Ошалелые слушатели сначала верили, разинув рты, принимали на совесть, а потом и открылось, что — враль Авдеич, каких хутор с основания своего не видывал; над ним смеялись в открытую, но он не краснел, уличенный в чудовищных своих измышлениях (а может, и краснел, да за всегдашним румянцем не разобрать), и врать не переставал.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ ӑна ҫавӑнтах касса татрӑм.

Я его доразу секанул.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья Митька Коршунова ҫурса антарнӑ шупка-кӗрен ҫанӑллӑ Таврида ҫынни туртапа туртса янине, унтан ҫавӑнтах, чӗрпеленсе пӗтнӗ туртине кӑларса ӳкерсе, ҫӗре чикеленсе кайнине курчӗ: ӑна хулсӑр Алексей, хӑйӗн тӑхлан пек йывӑр чышкипеле ӗнсерен тӑрӑнтарса, ура кӗллипе ислетме пуҫларӗ.

Дарья видела, как Митьку Коршунова подкосил оглоблей тавричанин в расшматованной розовой рубахе и сейчас же упал навзничь, выронив расщепленную оглоблю, а на него ступил безрукий Алексей, прислонивший к тавричанскому затылку свой кулак-свинчатку.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех