Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухсан (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та рабочисем пурӑнакан тӑван вырӑна пырса тухсан мӗнпур хӑрушлӑха манатӑн: ҫӗрле кунта шпиксем килсе ҫӳреме хӑяймаҫҫӗ-ҫке-ха!

Но когда попадаешь в свой родной рабочий квартал, забываешь об опасностях: не посмеют же эти ищейки сунуться сюда ночью!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Будкӑран тухсан, ачасем ӑна алӑк патӗнче шырарӗҫ.

Выйдя из будки, ребята продолжали свои поиски у входа в нее.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫапах та вӗсем Цэрнэрен ытти мастерсенчен те ытларах шикленеҫҫӗ, мӗншӗн тесен старик хӑй, пӗр те пӗр ытларах тарӑхсан, виҫерен тухсан алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа — хачӑсемпе пулсан хачӑсемпе, паяльникпе пулсан паяльникпе — вӑркӑнтарма пуҫлать.

По боялись они Цэрнэ больше, чем кого бы то ни было из мастеров, потому что когда старику случалось выйти из себя, он швырялся псом, что попадало ему под руку: ножницы — так ножницами, паяльник — так паяльником.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шӑв-шав нумая пымарӗ — класран тухсан мастерскойсен алӑкӗсем патне ҫитиччен ҫеҫ пычӗ вӑл.

Шумное шествие было коротким — от класса до дверей мастерских.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑшӗсем ҫак вӑхӑтра шӑрпӑк пӑшалӗсемпе шкултан тухсан та перетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Мӑшӑр пенсие тухсан пирӗн пата пӗр вӑрманҫӑ килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

Хампа пӗрле урама тухсан кӳршӗсене тивмесчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

Арӑм урама тухсан ун патне чупса пырать, ачашланать.

Куҫарса пулӑш

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

Ара, ирхине ӗҫе килме тухсан, пӗр ӳсӗр-пӳсӗрскер пушмак кӗлли ҫине пусса, хаваслӑ шухӑш-кӑмӑла йӑлтах пӑсса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Йывӑр самант килсе тухсан — кӑшлать, хӑвна шаккать.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Ял Совет пуҫлӑхӗ Чавгинпа колхоз хуҫи Улаев, ӗҫе кайма тухсан, Вӑтакас ялӗ хушшинче тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Киле килме тухсан, хамӑр тӑкӑрлӑкра юр ҫине выртса ҫывӑрнӑ…

Куҫарса пулӑш

XXV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Витере тӑрса йӑлӑхнӑ ырӑ утсем, ирӗке тухсан, ҫил пек малалла ыткӑнчӗҫ, вӗсен таканӗсем айӗнчен юр катӑкӗсем ывтӑнса кӑна пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Приготовительнӑй класран вӗренсе тухсан, унӑн пӗрремӗш класа куҫмаллаччӗ, анчах вӑл ҫуллахи каникула яла кайрӗ те Чӗмпӗре урӑх таврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Александр атте хӑйне либералла тыткалама хӑтланни ахаль иртмерӗ, часах унӑн лӑпкӑ та ырӑ пурнӑҫне кӗтмен инкек пӑлхатса ячӗ: ывӑлӗ семинаринчен вӗренсе тухсан ылтӑнланӑ риза тӑхӑнасшӑн пулмарӗ, ашшӗ ирӗкне пӑхӑнмасӑр, унпа ӗмӗрлӗхех хирӗҫсе, чӑваш шкулне вӗрентме кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗлле, лармана кайсан, каҫсерен ик-виҫ йӗке арласа тултарать, пир тӗртме ларсан, пӗр ҫип те татмасть; юр ҫине пир тӑрӑхӗсем шуратма сарсан, унӑн пирӗ пек тикӗсси, шурри ҫук; утӑ ҫулма тухсан, ҫава касмасть тесе тӑмасть; тырӑ вырма тухсан, ҫурла касмасть тесе каҫалӑка куҫласа тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кунтан вӗренсе тухсан, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне кайса кӗме тӑрӑшас пулать.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑй ҫавӑнтах ҫӗркаҫхи илемсӗр историе аса илчӗ: вӑл пӗр ҫамрӑк продавщицӑпа виҫҫӗмӗш хут ташлама тухсан, арӑмӗ, кӳлешсе, тискер харкашу пуҫласа ячӗ, упӑшкине те, айӑпсӑр хӗре те кӳрентерсе пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хуларан тухсан, вӑл ирӗккӗн сывласа ячӗ: кунта ӗнтӗ никам та тӗл пулса чӑрмантарас ҫук.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Фермӑран тухсан, Нагасова мана колхоз пахчине ҫитсе курма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех