Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑннӑ (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалти сӗткенӗсем хӑватлӑн тапса тӑнине пула вырӑс ҫырулӑхӗ асӑннӑ чӗлхесен шайне часах ҫитет, вырӑс чӗлхи этемлӗх ӑс-тӑнӗнче тӗл пулакан мӗн пур шухӑша, мӗн пур ӑнланӑва тӗрӗс те витӗмлӗ палӑртакан чӗлхе пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Асӑннӑ произведенисемсӗр пуҫне коллектив тата кӑткӑсрах япаласемпе, Бизен «Кармен», Россинин «Севильский цирюльник», Пуччинин «Чио-Чио-Сан» классикӑлла оперисемпе ӗҫлесе пӑхасшӑн, Хамӑрӑн чӑваш произведенийӗсенчен театр портфелӗнче А. Васильев-Асламаспа П. Осиповӑн «Айтар» («Священная дубрава») опери, А. Орлов-Шуҫӑмпа И. Максимов-Кошкинский «Ҫӑлтӑрлӑ ҫул» опери, ҫав авторсеннех «Шупашкарта» оперетти, А. Васильев-Асламаспа Н. Айзманӑн «Хӗвеллӗ кунсем» опери тата ыттисем те пур.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Тӗрӗссипе, тивӗҫлӗ канӑва вӑл унчченех кайнӑ-ха, халӗ вӑл асӑннӑ учреждение ертсе пыма пӑрахма йышӑннӑ.

В действительности, на заслуженный отдых она ушла еще раньше, теперь же решила отказаться от руководящей должности в данном учреждении.

Ренада Фёдорова социаллӑ центра ертсе пыма пӑрахнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34850.html

Шел те, ку хайлавпа эпӗ пит ҫывӑх паллашман, ҫавна май ун пирки хальлӗхе ҫырса кӑтартаймастӑп (кунта Шупуҫ яла асӑннӑ… Сившупа вӑл ҫыхӑннӑ-ши?).

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Маншӑн вара чи пысӑк вӑрттӑнлӑх — малалла асӑннӑ Киремет вырӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Кузоври ешчӗксене «тӗрӗслесси» пирки асӑннӑ шофер ӑна тарӑхтармаллипех тарӑхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Сӑмах май, республикӑра паян асӑннӑ территорисенчен килнисене вӑхӑтлӑха вырнаҫтармалли 10 пункт ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Асӑннӑ пулӑшӑва федераци хыснинчен уйӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Асӑннӑ тӳлеве Чӑваш Ен территорийӗнче яланлӑх пурӑнакан, ҫурт-йӗре лайӑхлатас тӗлӗшпе учетра тӑракан ҫемьесем тивӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-4/

«Людмила Сачковӑн ҫырас мелӗ кашни кӗнекере тӗрлӗрен. Чӑн-чӑн профессионал писатель пек ӑста ҫырать вӑл. Вулакансен ӳсӗмне те шута илме пӗлет. Асӑннӑ кӗнекене ҫыравҫӑ ачасене ӑнланмалла, ҫӑмӑл та илӗртӳллӗ чӗлхепе ҫырма пултарнӑ», – терӗ тӗпчевҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Уявра асӑннӑ кӑларӑмпа тата ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... ravlatp-r/

Республикӑра энерготытӑм хӑватлӑн вӑй илсе пынине асӑннӑ, пысӑк технологисен витӗмлӗхӗ пурнӑҫа талпӑнса кӗнине, промышленноҫпа экономика вӑй-хӑватне вӗсем пысӑк витӗм кӳнине каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Ку та асӑннӑ сӑлтавсенчен пӗри пулса тӑрать», – тесе пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Ҫу уявӗн мероприятийӗсене урӑх форматсеме йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/13/cu-u ... eme-jrkelc

Усалпа асӑннӑ пулсан эсӗ те утӑ ҫулма килмен пулӑттӑн.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарта ҫурла уйӑхӗнче РФ субъекчӗсен тӗрленӗ карттисен фестивалӗ иртесси пирки те асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Пур ҫӗре те Урхан чапӗ сарӑлнӑ, Пур ҫӗрте те Урхана асӑннӑ: Сӑр хӗрӗнчи Етӗрне хулинчен Атӑл ҫинчи Шупашкара ҫитиччен Янрать Урхан ячӗ ҫӗкленсе, Курайман тӑшмансен кӑмӑлне хистесе.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мартӑн 24-мӗшӗнче асӑннӑ акци шайӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче экзамен ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Росгвардин Чӑваш Республикинчи управленийӗн пуҫлӑхӗ, полицин генерал-майорӗ Дмитрий Расчетов хӑйӗн сӑмахӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан паттӑрсем хӑйсен тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланине асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енри Росгвардин ӗҫченӗсене патшалӑх наградисене парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/28/oleg ... ensene-pat

Ҫапах та асӑннӑ меслетпе усӑ курсан апата хатӗрленӗ чухне калори виҫине тӗп-тӗрӗс пӑхӑнма май пур.

Зато данный подход позволяет точно соблюсти заданное количество калорий.

3D принтерпа тутлӑ чизкейк хатӗрлеме вӗреннӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34585.html

Чӑваш Республикин строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Гладнев халӑха куллен кирлӗ эмелсен хакӗсем пӗр шайра тӑнине асӑннӑ, вӗсене ҫирӗплетнӗ йӗркепе, хаксене ӳстермесӗр чирлисем патне илсе ҫитерме тӑрӑшнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех