Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫавӑнтах (тĕпĕ: ҫавӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫ ҫумӗнчен шӑхӑрса иртнӗ вилӗмрен пӑрӑнса юлчӗ вӑл, унтан ҫавӑнтах, учӗ тачанка турти урлӑ сиксе каҫнӑ самантра, хӑй ҫинелле пенӗ, алли иккӗмӗш патрона затворпа тӗртсе кӗртсе ӗлкӗреймен матроса касса пӑрахрӗ.

Уклонился от смерти, взвизгнувшей над головой, и в момент, когда конь прыгнул через дышло тачанки, зарубил стрелявшего, рука которого так и не успела достать затвором второй патрон.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иккӗмӗшӗ, хулӑн мӑйлӑ тӑлпан матрос, Григорин сулахай хулпуҫҫине персе шӑтарма ӗлкӗрчӗ-ха, анчах ҫавӑнтах Прохор Зыков чалӑшшӑн туртса каснӑ пуҫӗпе ҫӗрелле тирӗнсе кайрӗ.

Второй, толстошеий и дюжий, успел прострелить Григорию мякоть левого плеча и тотчас же упал под шашкой Прохора Зыкова с разрубленной наискось головой.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Урисемпе йӗнер пускӑчисем ҫине тӗрӗнсе хӗҫпе сулса янӑ самант — унтан ҫавӑнтах Григорий хӗҫ ҫивӗчӗшӗ матросӑн пиҫӗ тӑлпуне ҫемҫен яшлатса кӗнине туять.

Упор в стременах, взмах — и Григорий ощущает, как шашка вязко идет в мягко податливое тело матроса.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Прохор витерен хӗл каҫнӑ ула путеке сӗтӗрсе тухрӗ, Харлампий Ермаков — касас-турас енчен йывӑр алӑллӑскер — хӗҫӗпе путек пуҫне кач! кӑна касса татрӗ те ҫавӑнтах, аслӑк айӗнче, тирне сӳсе ӑшчиккине кӑларчӗ.

Прохор ощупью поймал в катухе ярку-перетоку, а Харлампий Ермаков — тоже рубака не из последних — шашкой отсек ей голову и тут же под сараем освежевал.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий учӗ, кӳлленчӗк хӗрринчи пӑра чӗрнипе пусса ватрӗ те, ҫавӑнтах сывлӑш ҫавӑрса, чарӑнса тӑчӗ; Григорий йӗнер ҫинчен сиксе анчӗ, чӗлпӗре крыльца карлӑкӗ ҫумне явакласа, тӗттӗм ҫенӗке кӗрсе кайрӗ.

Конь Григория копытом разбил на краю лужи лед и стал, разом переведя дух; Григорий прыгнул с седла, замотал поводья за перильца, вошел в темные сени.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Повстанецсен пехоти садсенчен тухни курӑнчӗ ҫеҫ — пулемет ҫавӑнтах хыттӑн шӑтӑртатма тытӑнчӗ те, казаксем ҫӗр ҫине выртрӗҫ, сарайсемпе чул хӳме тытса ҫавӑрнӑ картишсен хӳттипелле шуса кайрӗҫ.

Едва из садов показывалась пехота повстанцев, как с лихорадочной быстротой начинал работать пулемет, и казаки падали, переползали под прикрытие сараев и каменной огорожи базов.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пулемет лартнӑ пӗр тачанка тӑвайккинчен тӗрлеттерсе хӑпарса кайрӗ те ҫавӑнтах, масар патӗнче, хӑвӑрт каялла ҫаврӑнчӗ, чупакан тата чупнӑ ҫӗртех ҫӗре лӑпчӑна-лӑпчӑна выртакан хӗрлӗармеецсен пуҫӗсем урлӑ, садсенчен вӑркӑнса тухнӑ казаксем ҫинелле пулеметпа шӑлтарма пуҫларӗ.

Одна из пулеметных тачанок поскакала было на бугор, но сейчас же, неподалеку от кладбища, круто повернула, и через головы бежавших и припадавших на бегу красноармейцев пулемет застрочил по казакам, высыпавшим из садов.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ шутланӑ тӑрӑх… — подполковник «юлташки» сӑмаха калама тӑрса чыхӑнса кайрӗ, ҫавӑнтах хӗрарӑмӑнни пек шурӑ та таса аллине ҫилӗллӗн хӑлаҫланма тапратса, сассине хӑпартрӗ, — хӗрлисен маневрӗсене пӗтӗмпех ӗненсе лартса, Мелехов йышӑнакан участока вӑйсӑрлатма хӑтланса, Кудинов командующи, Сафонов пулӑшнипе, питӗ пысӑк йӑнӑш тӑвать.

Я полагаю… — подполковник поперхнулся словом «товарищи», и, уже зло жестикулируя женски белой прозрачной рукой, повысил голос, — что командующий Кудинов при поддержке Сафонова совершает крупнейшую ошибку, принимая маневрирование красных за чистую монету, идя на ослабление участка, занятого Мелеховым.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Грачев хуторӗнчен тухрӑмӑр та, пӑхатӑп: каллех ҫула сухаласа кайнӑ, ҫавӑнтах тӑрпалттайӗ хӑй те акапуҫ хыҫӗнчен утса пырать.

Выехали за Грачев — опять дорога перепахана, и тут же гаврик ходит с плугом.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑшт каярах юлнӑ пӗр казак учӗ ҫинчен ҫил шӑлса ывӑтнӑ пек сирпӗнсе кайрӗ те, лашасем ҫавӑнтах ӑна юр ҫине таптаса хӑварчӗҫ.

Однако приотставшего казака как ветром снесло с лошади и лошадьми втолочило в снег.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий ҫавӑнтах, кӗлеткипе тӳрленсе, йӗнер йӑрани ҫинче ҫӗкленсе илчӗ.

Григорий в ту же минуту выпрямился в седле, привстал на стремена.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сотньӑсенчен ҫавӑнтах тупӑпа ӗҫлеме пӗлекенсем тупӑнчӗҫ, тупӑ командисем турӗҫ.

Из сотен в момент набралась прислуга.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хӗрлисене Елански чиккине ҫитиччен ниҫта та курманни тата хӗҫпе тураса тӑкнӑ вунӑ казак Петро Мелеховпа пӗрле ҫавӑнтах, ҫыр хӗрринче, йӑваланса выртни ҫинчен хыпарларӗ.

С известием, что красных не обнаружено до Еланской грани и что Петро Мелехов с десятью казаками лежат, изрубленные, там же, в вершине яра.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тури Кривски хуторӗнчен пӗр лутрашка кӑна казак умлӑн-хыҫлӑнах виҫӗ пулеметчика ҫулса пӑрахрӗ те, кожухри шыв вӗре пуҫланӑ «максим» ҫавӑнтах шӑпланчӗ.

Невзрачный казачишка с Верхне-Кривского хутора одного за другим переметил пулями трех пулеметчиков, и «максим» с закипевшей в кожухе, водой умолк.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман сӑнӗпе тӗксӗмленчӗ, анчах ҫавӑнтах куҫ харшисене ҫӗклесе хӑвӑрт ыйтрӗ:

Штокман нахмурился, но сейчас же приподнял брови, спросил скороговоркой:

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман калаҫма пуҫларӗ, анчах ҫавӑнтах ӑна хыҫалти ретсенчен кӑшкӑрса пӳлчӗҫ:

Штокман заговорил, но его перебили выкриком из задних рядов:

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӗн тери путсӗр офицерсем пулман пулӗ, анчах пӗр-пӗр лапрашки тухрӗ-тӗк офицера — ҫавӑнтах вырт та вил, унтан усалраххине тупаймастӑн!

Какие бы поганые офицеры ни были, а как из казуни выйдет какой в офицеры — ложись и помирай, хуже его не найдешь!

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ют ҫын ҫивӗч куҫӗсене кӑваккӑн йӑлтӑртаттарса хӑй ҫине пӑхнине Григорий ҫийӗнчех асӑрхарӗ, ҫавӑнтах, карт кӑна ҫаврӑнса, кобура тӑхине туртса вӗҫертекен алла ярса тытрӗ.

На одну секунду Григории увидел в упор от себя синее лезвие чужого взгляда и, ворохнувшись, поймал руку, рвавшую застежку кобуры.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тахӑш хӗрлӗармеецӗ тем ҫинчен калама тӑнӑччӗ, анчах ҫавӑнтах ӑна палланӑ сасӑ пӳлсе хучӗ, ҫурма тӗттӗмре, теме кӗтнӗ пек тытӑнкаласа, янӑраша пуҫларӗ:

Кто-то из красноармейцев начал рассказ, но знакомый голос перебил его, зазвучал в мутной полутьме с выжидающими паузами:

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Наталья лампӑна сӳнтерме тӑчӗ, анчах ҫавӑнтах ӑна хӑтӑрса тӑкрӗҫ:

Наталья хотела потушить лампу, у нее внушительно спросили:

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех