Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хывнӑ (тĕпĕ: хыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кӗпине хывнӑ та ӗнтӗ, трусикпа та майкӑпа ҫеҫ тӑрать.

Она уже сбросила платье и стоит в трусиках и майке.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Сарлака хушӑк урлӑ хывнӑ чӑнкӑ кӗперпе каҫрӗҫ, — тӗпсӗрлӗхре улӑпла машинӑсен вилӗ шӑмми-шакки сапаланса выртать.

Миновали крутой мост, переброшенный через широкую щель, — на дне её лежали мёртвые суставы гигантских машин.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ку сасӑ, хӗвеле кун тӳпине хӑпарма васкаттаракан сасӑ, вӗсене, пӗр им-юмпа тутлӑхланнӑ икӗ савакан чуна, хӑйсен ятне хывнӑ чипертен те чипер, ӗлккенрен те ӗлккен юрӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Терентий Петрович тырӑ акнӑ вӑхӑтра пӗрлештернӗ икӗ тракторнӑй сеялка ҫинче сеяльщик пулса ӗҫлет, ҫум ҫумланӑ чух — культиватор ҫинче, тырӑ вырнӑ чух — комбайн ҫинче, соломокопнитель патӗнче ӗҫлет, утӑ ҫулнӑ чух виҫӗ тракторнӑй косилкӑсен агрегатне тытса пырать, капансем хывнӑ чух — капан купалакан машина ҫинче ӗҫлет, кӗрхи ҫӗртме тунӑ чух плуга майласа пырать.

Терентий Петрович во время сева работает на сцепе двух тракторных сеялок сеяльщиком, во время прополки — на культиваторе, во время уборки на комбайне у соломокопнителя, на сенокосе — управляет агрегатом трех тракторных сенокосилок, при скирдовании — на стогометателе, при вспашке зяби регулирует плуг.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Анчах Сережка — хастарлӑхӗ ӑҫтан кӑна тупӑннӑ пуль! — пӑр хӗрринелле чупса пырса пиншакне хывнӑ, ӑна пӗр ҫаннинчен тытса тепӗр ҫаннине Йӑкӑната пӑрахса панӑ; лешӗ пӗр аллипе пиншакран ҫавӑрса тытнӑ, ачи пӗтӗм вӑйне пухса ӑна пулӑшнӑ та, вара Йӑкӑнат пӑр ҫине тухса тӑнӑ.

Но Сережка — откуда и прыть взялась! — подскочил к краю, снял с себя пиджак, взял его за рукав, а другой подбросил Игнату; тот схватился одной рукой за пиджак, а мальчик, напрягаясь изо всех сил, помог, и, наконец, Игнат выбрался на лед.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Анчах Йӑкӑнат, ӑна итлемесӗрех, хӑй ҫинчи пиншакне туртса хывнӑ, аттисене хывса пӑрахнӑ та шыва шӑмпӑрт! сиксе Сережка патнелле ишсе кайнӑ.

А Игнат, не слушая, сорвал с себя пиджак, снял сапоги, бултыхнулся в ледяную воду и поплыл к Сережке.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Пӗтӗмпех ашшӗне хывнӑ!

Весь в отца!

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Мучи хӑяккӑн тӑрса шарманка ҫаккине хывнӑ хушӑра вӑл, чӑтаймасӑр, тӑватӑ урипех сиккелерӗ, тытӑнкӑллӑн, тикӗс мар тухакан сассипе мучине вӗрме тытӑнчӗ.

И уже давно скакал в волнении всеми четырьмя лапами на дедушку, вылезавшего боком из лямки, и лаял на него отрывистым, нервным лаем.

III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Ту ҫинелле хӑпарнӑ чухне кашнинчех Гойда ҫак обходчикӗн паттӑр кӗлеткине курать, вӑл е чугун ҫул урлӑ каҫакан ҫул патӗнчи шлагбаум умӗнче сарӑ ялав тӑсса тӑрать, е пысӑк туннель умӗнче хунар тытса юлать, е тарӑн ту хушӑкӗ хӗрринче, ту ҫинчен юхакан Лотарица шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер патӗнче, курӑнать.

Каждый раз, поднимаясь с поездом в горы, Василь видел могучую фигуру обходчика или у шлагбаума переезда с желтым флажком в поднятой руке, или с фонарем перед входом в большой тоннель, или на краю пропасти, у моста через горную реку Латорицу.

15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

— Татах тепре! — кӑшкӑрчӗ ӑна алран тытса тӑракансенчен пӗри, предохранительне хывнӑ гранатӑна кӗсьерен туртса кӑларса.

— Еще одна! — добавил державший его за руки и извлек из его кармана гранату без запала.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫамрӑк та хитре хӗрарӑмӑн, ҫӑмӑл тум ҫеҫ тӑхӑннӑскерӗн, хӑй ҫийӗнчен хывнӑ кофтипе чӗркенӗ чӗчӗ ачи макӑрса ячӗ.

Грудной младенец, завернутый в кофту, которую сняла с себя мать, молодая красивая крестьянка, плакал у нее на руках.

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Уйӑх ҫап-ҫутӑ ҫутатать, Тисса урлӑ хывнӑ чугун ҫул кӗперӗ ун ҫутинче аванах курӑнать.

В ярком лунном свете хорошо был виден большой железнодорожный мост, переброшенный через Тиссу.

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Машина тӗпсӗр ту хушӑкӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫине пырса кӗчӗ.

Машина вскочила на мост, переброшенный через пропасть.

3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ху куҫ хывнӑ хӗрӗн-и е хӑв арӑмун?

Еще нареченная или уже законная жена?

2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Чӑнах та, Дерпт студенчӗ сюртукне хывнӑ, шурӑ кӗлин ҫаннине шап-шар чавсинчен ҫӳлерех тавӑрнӑ, урисене сарса пуснӑ та, чарара сахӑр ҫунтарса ром тӑвать.

Действительно, дерптский студент, сняв сюртук и засучив белые рукава рубашки выше белых локтей и решительно расставив ноги, уже поджигал ром в суповой чаше.

XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Княгиньӑн юратнӑ вырӑнӗ чи аялта, сад чӑтлӑхӗнче, ансӑр шурлӑх урлӑ хывнӑ пӗчӗкҫӗ кӗпер ҫинче.

Любимое место княгини было совершенно внизу, в самой глуши сада, на маленьком мостике, перекинутом через узкое болотце.

XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Аялта швейцар ман ҫирен шинеле хывнӑ хыҫҫӑн эпӗ ун умне хамӑн тумӑн мӗнпур илемӗпе тухса тӑрсан, хам ҫакнашкал тӗлӗнмелле хӳхӗм пулнӑран кӑштах вӑтантӑм та.

Когда швейцар снял с меня внизу шинель и я предстал пред ним во всей красоте своей одежды, мне даже стало несколько совестно за то, что я так ослепителен.

X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ хам пӗлмен урока пикенсех вулама тытӑнтӑм та сасартӑк малти пӳлӗмре калуш хывнӑ сасӑ мана шартах сиктерчӗ.

Я так увлекся перечитыванием незнакомого мне урока, что послышавшийся в передней стук снимания калош внезапно поразил меня.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тумӗсене хывнӑ май ҫинҫе сассисемпе харӑслатса калаҫаҫҫӗ, хӗвӗшеҫҫӗ тата темрен, те хӑйсем ҫакнашкал нумаййӑн пулнинчен, вӗҫӗмсӗр кулаҫҫӗ.

Снимая салопы и хвосты, они все вдруг говорили тоненькими голосками, суетились и смеялись чему-то — должно быть, тому, что их было так много.

XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл музыкӑна юрататчӗ, хӑй фортепьяно каланӑ май, А… тусӗ хывнӑ романссене, цыгансен юррисене тата оперӑсен хӑшпӗр кӗввисене юрлатчӗ; анчах вӗреннӗ ҫынсем хывнӑ музыкӑна юратмастчӗ, ытти ҫынсем мӗн каланине пӑхмасӑрах: Бетховен соначӗсем ҫывратса яраҫҫӗ, кичемлентереҫҫӗ, Семенова юрлакан «Ан вӑратӑр мана, ҫамрӑка» тата цыган хӗрӗ Танюша юрлакан «Хӗр пӗччен мар» юрӑсенчен лайӑхраххине эпӗ урӑх нимӗн те пӗлместӗп, тетчӗ.

Он любил музыку, певал, аккомпанируя себе на фортепьяно, романсы приятеля своего А…, цыганские песни и некоторые мотивы из опер; но ученой музыки не любил и, не обращая внимания на общее мнение, откровенно говорил, что сонаты Бетховена нагоняют на него сон и скуку и что он не знает лучше ничего, как «Не будите меня, молоду», как ее певала Семенова, и «Не одна», как певала цыганка Танюша.

X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех