Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухсан (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Те виҫҫӗмӗш, те тӑваттӑмӗшӗнче витресем ҫӗклесе тухсан, чӳрече карри салтса тӑракан Марук хӑйӗн упӑшки хайхи Санюкпа калаҫнине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ӑҫта кайма тухсан та, хӗрпе каччӑ пек алӑран алӑ тытӑнса, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса телейлӗн утатчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Харсӑртараххисем хӑйсен кӳршисемпе ҫапӑҫса илме те ӗлкӗрчӗҫ, хӑравҫӑраххисем кӑна шӑпӑртах, кирек мӗн пулса тухсан, аяккалла тапса сикме хатӗр тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шупашкартан Калининӑна каякан ҫул ҫине тухсан, хӗрпе каччӑ кӑшт-кашт калаҫкаласа илчӗҫ те шӑпӑртах пулса кашни хӑйӗн шухӑшӗсемпе ирӗккӗн хуҫаланса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Коридора тухсан, Лена хӑйне тытса чараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӑва тухсан – ӑшӑ пулать!

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Пенсие тухсан вара кун-каҫах ӑшталаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Урҫана качча тухсан телей кураятӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Тутар Йӑвашкел каччи Р.Минатуллов Патӑрьелӗнчи СПТУна ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Унтан тухсан, поэт Донбасра шахтӑра ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Тӗрлемесе вӑл 1935 ҫулта, Канашри педучилищӗрен вӗренсе тухсан килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Анна Капитоновна вӗрентекен ачасем те, шкул вуттине татма тухсан, ун тавра чӗвӗлтетсе ҫӳрени ҫав чӗпсене аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Хусанти учительсен институтӗнчен вӗренсе тухсан, вӑл Мускавра аспирантура пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Пыл хуртне тухсан, Маринен пуканелле, шакӑлла, туйла выляма манас пулать.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Унтан хайхи, вӑйӗ пӗтнӗскер, ура ҫине аран-аран тӑчӗ те, сулкалана-сулкалана утса тарӑн вар пуҫне тухсан, каллех тӑп чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫыран хӗррине тухсан, ҫӑмламас хӑлхинчен ҫатӑрласа тытрӑм та ҫак упана, ҫирӗпрех кантра е пралук тупӑнсанах ӑна ҫыхса пӑрахма ӗмӗтленсе, ҫул айккинелле, енчен-енне пӑхкаласа пыраттӑм ӗнтӗ, темле сасӑ илтӗннипе хыҫалалла куҫ ывӑтрӑм ҫеҫ — сехре хӑпрӗ тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Шухӑ та уҫӑ кӑмӑллӑскер, ташӑ картине тухсан, хӑй облаҫне полкӗпе чапа кӑларма пултараканскер, вырӑнти Вася Теркин, тӑван киле тунсӑхлӑн, кӗрхи пӗлӗт пек уҫӑмсӑр кӑмӑлпа килсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Мӑн ҫул ҫине тухсан Цэрнэ сасартӑках чарӑнса тӑчӗ те аллипе малалла тӗллесе кӑтартрӗ:

На большаке Цэрнэ вдруг остановился как вкопанный, показывая рукой вперед:

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мӗн те пулин сиксе тухсан, эсир мана токарнӑй мастерскойра шырӑр.

Если что случится, вы найдете меня в токарной.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑрушлӑх килсе тухсан, кун ҫинчен ҫийӗнчех сигнал парса систермелле.

В случае грозящей опасности надо было подать условный сигнал.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех