Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамӑн (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ халӗ ӗнтӗ, ҫичӗ ҫул иртсен, хамӑн сӑмах ҫине тӑма вӑхӑт тупрӑм.

И вот теперь, через семь лет, собрался наконец исполнить обещание.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, Саня туйӗ хаваслӑ пулчӗ, анчах та таҫта шалта, хамӑн чунӑма кичемлӗх пусса илнине те туйрӑм эпӗ, кун пирки хама хам та ӗненмерӗм.

Словом, на Саниной свадьбе было очень весело, но в глубине души я чувствовал тоску, в которой сам себе не хотел признаться.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, хамӑн пурнӑҫӑмра эпӗ чӑн-чӑн профессора чи малтанхи хут куратӑп.

На самом деле, я впервые в своей жизни видел настоящего профессора.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Саньӑпа Петькӑпа шаккаса, хамӑн стакана тӗппипех ӗҫсе яратӑп.

И я чокнулся с Саней и Петей и выпил свой стакан до дна.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унта хамӑн хӑшпӗр шухӑшсене, курни-илтнисене ҫырса пыраттӑм.

Запись некоторых мыслей и впечатлений.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ҫул хамӑн пуласлӑха мӗнле тӑвас тетӗп, ҫавӑн пек тума пултарнине те туйса илтӗм эпӗ.

Год, когда я почувствовал, что в силах сделать её такой, какой я хочу её видеть.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана хамӑн пурнӑҫӑмра чи малтанхи хут ятпа, атте ячӗпе чӗнеҫҫӗ.

Впервые в жизни меня называли по имени и отчеству.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫав ӗҫ пирки хамӑн пӗтем пурнӑҫа ирттерсе ярас пулсан та, хӑҫан та пулин ҫав ҫын вӑл пулнине кӑтартса паратӑпах.

Когда-нибудь я докажу, что это — он, хотя бы мне пришлось ухлопать всю свою жизнь.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн хамӑн та санпа тахҫантанпах калаҫас килет.

Мне тоже давно уже хочется поговорить с тобой.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑн ӑшӑмра кӑна эпӗ хамӑн тӗрӗслӗхе шанатӑп.

Внутренне я был уверен в своей правоте.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Уя чухне, эпӗ хамӑн тӗрӗслӗхӗме пӗтӗмпех кӑларса хурӑп, кайран вара уйрӑлса кайӑп.

Тогда я брошу ей все доказательства своей правоты и откажусь от нее.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Овод пекех этӗ унтан хамӑн сӑнӳкерчӗкӗме кӑтартса: — Енчен мана ыйтма ирӗк парсан, кам ку? — тесе ыйтӑп.

Как Овод, я спрошу у нее, показывая на свой портрет: — Кто это, если я осмелюсь спросить?

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та март вӗҫнелле хамӑн документсене пуҫтартӑм та Осоавиахим Советне ярса патӑм.

Однако в конце марта я собрал документы и отправил их в Совет Осоавиахима.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хамӑн хуйхӑм-суйхӑма пула ӳсеймерӗм курӑнать.

от всех огорчений я стал, кажется, ниже ростом.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирсеренех эпӗ хамӑн мускулсене, шӑлсене тӗрӗслесе пӑхатӑп.

Каждое утро я щупал мускулы и осматривал зубы.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана питрен никам та сурса курман-ха, эпӗ хамӑн пӗтӗм йӗркесене мансах, ҫак ӗҫшӗн ҫынна вӗлерме те пултарнӑ.

мне в лицо еще не плевали, и я, несмотря на все свои правила, мог за это убить человека.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑ вӑл эпӗ хамӑн тӗрӗслӗхӗме ӗненмен минут пулса тӑчӗ.

Это была минута, когда я усомнился в своей правоте.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ законпа усӑ курма, ӑна пуриншӗн те хамӑн пурнӑҫа варалама хӑтланнӑшӑн айӑплама та пултараттӑм.

— Я мог бы прибегнуть к закону и засудить его за все… За все, что он сделал, чтобы отравить мою жизнь.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Манӑн халӗ вилсен те хамӑн тӗрӗслӗхе кӑтартса памалла.

 — Теперь мне остается хоть умереть, но доказать, что я — прав.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн куҫ-пуҫӑм тӗтреленсе кайрӗ эпӗ вара хамӑн чӗре вӑйлӑн та вӑраххӑн тапнине илтрӗм.

У меня потемнело в глазах, и я услышал, как сильно и медленно бьется сердце.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех