Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

колхозра (тĕпĕ: колхоз) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫичӗ класлӑ шкултан вӗренсе тухсан пӗр вӑхӑт колхозра вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Ашшӗ — Иван Николаевич, вӑрҫӑ ветеранӗ, «Канаш» колхозра платник пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

«Ленин хӗлхемӗ» колхозра хӑмла пуҫтарас тӗлӗшпе хӗрӳ тапхӑр пырать: вуниккӗн комбайн ҫинче ӗҫлеҫҫӗ, тепӗр вуниккӗшӗ хӑмлана татса урапа ҫине тиеҫҫӗ.

В колхозе «Ленинская искра» сбор хмеля в самом разгаре: двенадцать человек работает на комбайне, еще двенадцать срывают хмель и грузят на тележку.

Республикӑра хӑмла пуҫтарма пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32867.html

Архангельск облаҫне ҫитсе ҫӑвӗпе пӗр колхозра ӗне витисем хӑпартрӗҫ вӗсем, ытти ҫулсенче Алтай, Ӑренпур тӑрӑхӗсене те ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Виттюк ҫамрӑклах платник ӗҫне вӗренчӗ, кӑштах алӑ ҫавӑрас тесе хӑйӗнчен аслӑрах ҫынсен бригадипе хутшӑнса кашни ҫул инҫете тухса каятчӗ, мӗншӗн тесен колхозра укҫа памаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Дария Матвеевна колхозра тӗрлӗ ӗҫре вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр туйпа! // З.Ларионова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 8 стр.

Алексей Васильевич колхозра нумай ҫул арман хуҫи, тимӗрҫӗ пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр туйпа! // З.Ларионова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 8 стр.

Дария Матвеевна ҫак ҫулсенче хуняшшӗ-хунямӑшӗпе пӗрле пурӑнать, вӑл вӗсемшӗн хӗрӗ те, кинӗ те шутланнӑ, колхозра ӗҫлесе пурӑннӑ, чуна кичем пулсан, алла тумра тытса тӗрлӗ юрӑ юрласа лӑпланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр туйпа! // З.Ларионова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 8 стр.

Мордва АССР-ӗнчи «Знамя победы» колхозра гектартан 40 центнер аванах ҫапса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.

Сумы облаҫӗнчи Белопольски районӗнчи пӗр колхозра гектартан 44,5 центнер хура тул илме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.

— Авӑ, Патӑрьел районӗнчи «Россия» колхозра кашни гектартан 57–59 центнер кукуруза пуҫӗ пухса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.

Вӑл колхозра, председатель калашле, пӗрремӗш номерлӗ ударник.

Куҫарса пулӑш

Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.

Андреев Василий Андреевич (1934–1981) — колхозра ӑста комбайнерсенчен пӗри пулнӑ.

Андреев Василий Андреевич (1934–1981) был одним из искусных комбайнеров в колхозе.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Ашшӗ колхозра тӗп бухгалтерта, амӑшӗ шкулта ӗҫлетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Колхозра та хисеплисен йышӗнче пулас: стена ҫинче темиҫе Хисеп грамоти.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Колхозра виҫӗ уйӑх укҫа памаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Усковсен савӑнӑҫӗ ялти тепӗр хыпарпа пӗр килчӗ: ӗмӗрӗпех колхозра ӗҫлесе пурӑннӑ Елизавета Никоновна Павлова пенси ҫине тухаймасӑрах вӑхӑтсӑр вилсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Колхозра пӳрт туса пӗтерсен илсе килетӗп эп ӑна кунта.

Когда в колхозе будет достроен дом, я привезу ее сюда.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Арӑмӗ, колхозра дояркӑра ӗҫлекен Зоя, тин ҫеҫ ывӑл ҫуратса панипе савӑннӑран чарӑна пӗлмесӗр пакӑлтатрӗ Мишша.

От радости, что его жена Зоя, работавшая в колхозе, недавно одарила его сыном, он болтал не умолкая.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Виктор Иванович вара ҫаплипех «Ишек» колхозра зоотехник пулса ӗҫлет.

А Виктор Иванович так и работал зоотехником в колхозе «Ишаки».

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех