Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫавӑнтах (тĕпĕ: ҫавӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре ҫӗрле пит вӑйлӑ ӑшӑ ҫумӑр хыҫҫӑн шыв ҫавӑнтах пӗр метр хӑпарчӗ.

В одну ночь после сильного, очень тёплого дождя воды прибавилось сразу на метр.

Ҫӑлӑнӑҫ утравӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 77–81 с.

Паян, юр ҫинче тискер кайӑксемпе вӗҫен кайӑксен ури йӗрӗсене пӑхса, эпӗ ҫав йӗрсем тӑрӑх акӑ мӗн вуларӑм: пакша юр витӗр ҫул туса мӑк ӑшне кӗрсе, кӗркуннех ҫавӑнта пытарса хунӑ икӗ мӑйӑра тупнӑ та, вӗсене ҫавӑнтах ҫисе янӑ – эпӗ хупписене тупрӑм.

Сегодня, разглядывая на снегу следы зверушек и птиц, вот что я по этим следам прочитал: белка пробилась сквозь снег в мох, достала там с осени спрятанные два ореха, тут же их съела — я скорлупки нашёл.

Пакша ӑсӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 75 с.

Домна Ивановна ҫавӑнтах: — Манӑн чӗппӗм… — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

И Домна Ивановна сейчас же ответила: — Милый ты мой…

Ӑсан // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 63–66 с.

Ҫурисем ҫине ҫаврӑнса пӑхсанах, ватӑ кашкӑр апатне кӑларса паманнине, ӑна хӑйшӗн упраса хӑварнине пӗлнӗ те ҫавӑнтах, пӗлтӗрхи ҫурӑсем умӗнче те, кӑҫалхи ҫурӑсем умӗнче те вӗсен ашшӗне, кашкӑр аҫине тулама тытӑннӑ.

Она сразу, просто по виду волчат, поняла, что старик отрыжку поберег для себя, и тут же, на глазах всех молодых прошлогодних волков и нынешних щенят, принялась трепать их отца.

Тӑвар кислоти // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 29 с.

Йытӑ ҫине ыткӑнса ӳкет те, ҫавӑнтах хӑваласа ярать.

Кинется на собаку и прогонит.

Юпа ҫинче ларакан чӑхӑ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.

Вӑл ҫавӑнтах унӑн аллине тытрӗ те ҫӗкленчӗ.

Он разом принял руку и приподнялся.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫавӑнтах тата вӑл: — «Ну, саккӑртан вуннӑ кӑларсан, мӗн чухлӗ пулать?» — тесе ыйтать хӑйӗнчен хӑй.

И тут же говорил: «Ну, из восьми вычесть десять, сколько выйдет?»

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Уездри тухтӑр, шӑпах хайхи тамӑк чулӗ пулман лекарех, чирлӗ ҫынна пӑхса тухрӗ те кӗтме канашларӗ, ҫавӑнтах темиҫе сӑмах чӗрӗлме пултарасси ҫинчен те каларӗ.

Доктор, тот самый уездный лекарь, у которого не нашлось адского камня, приехал и, осмотрев больного, посоветовал держаться методы выжидающей и тут же сказал несколько слов о возможности выздоровления.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ирхине, пӗр сехет ҫине кайсан, куҫӗсене вӑйпа уҫрӗ, лампада ҫуттинче хӑй умӗнче тӑракан ашшӗн кӑвакарнӑ сӑнне курчӗ, ӑна тухма хушрӗ, лешӗ пӑхӑнчӗ, анчах ҫавӑнтах чӗрне вӗҫҫӗн каялла кӗчӗ те, шкап алӑкӗсемпе ҫуррине яхӑн хупӑнса, хӑйӗн ывӑлӗ ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑчӗ.

Часу в первом утра он, с усилием раскрыв глаза, увидел над собою при свете лампадки бледное лицо отца и велел ему уйти; тот повиновался, но тотчас же вернулся на цыпочках и, до половины заслонившись дверцами шкафа, неотвратимо глядел на своего сына.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Василий Иванович самантрах кӑвакарса кайрӗ те, пӗр сӑмах каламасӑр, кабинета сирпӗнчӗ, ҫавӑнтах тамӑк чулӗ илсе тухрӗ.

Василий Иванович вдруг побледнел весь и, ни слова не говоря, бросился в кабинет, откуда тотчас же вернулся с кусочком адского камня в руке.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Сутӑҫӑ ҫавӑнтах сывлӑша ҫӗкленсе кайрӗ.

Краснорядец так на воздух и поднялся…

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Анчах ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑй сӗннӗ эмелсенчен те, вӗсемпе ҫавӑнтах усӑ курма тытӑнакан ашшӗнчен те кулма чарӑнмарӗ.

Не переставал в то же время подсмеиваться и над средствами, которые сам же советовал, и над отцом, который тотчас же пускал их в ход.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Анна Сергеевна каллех кулса ячӗ те, ҫавӑнтах тепӗр енне ҫавӑрӑнчӗ.

Анна Сергеевна опять засмеялась и тотчас же отворотилась.

XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Аркадий ҫавӑнтах шӑпланчӗ, Катя сӑнран кайрӗ.

Аркадий тотчас умолк, а Катя побледнела.

XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Чухлакан куҫ чӗнмен хӑнан халичченхи пекех хӗрӳллӗ, анчах туртӑннӑ кӳлепи тӑрӑх шалти пӑлханӑвӗн паллисене туйса илме пултарнӑ пулин те, Базаров сӑн-пичӗ ӑна ҫавӑнтах лӑплантарчӗ.

Вид Базарова тотчас его успокоил, хотя более опытный глаз, вероятно, открыл бы в энергической по-прежнему, но осунувшейся фигуре нежданного гостя признаки внутреннего волнения.

XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

«Килте мӗнле те пулин инкек пулман-и?» — шухӑшларӗ Аркадий, унтан васкасах пусма тӑрӑх чупса улӑхрӗ те, ҫавӑнтах алӑка уҫрӗ.

«Уж не несчастье ли какое у нас дома?» — подумал Аркадий и, торопливо взбежав по лестнице, разом отворил дверь.

XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Анчах ӑна ҫавӑнтах намӑс пек пулчӗ те, вӑл вӗлтӗртетсе ҫӳлелле чупса улӑхрӗ.

Но ей тотчас стало стыдно, и она проворно побежала вверх.

XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Николай Петрович ӑна: пиччӗшӗ хӑйне хӑй асӑрхамасӑр амантнӑ, терӗ; кӑна хирӗҫ вӑл: «гм!» тесе кӑна ответлерӗ, анчах, ҫавӑнтах аллине 25 тенкӗ кӗмӗлпе илсен: — Калӑр-ха! кун пекки час-часах пулкалать-ҫке, тӗрӗс! — тесе хучӗ.

Николай Петрович сказал ему, что брат сам себя поранил по неосторожности, на что доктор отвечал: «Гм!» — но, получив тут же в руку двадцать пять рублей серебром, промолвил: «Скажите! это часто случается, точно».

XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Петр ӑна тӑватӑ сехетре вӑратрӗ; вӑл ҫавӑнтах тумланчӗ те, унпа пӗрле тухрӗ.

Петр разбудил его в четыре часа; он тотчас оделся и вышел с ним.

XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Анчах вӑл ҫавӑнтах пуҫне силлесе илчӗ, хӑйне «селадон шутне формально кӗнипе» мӑшкӑллӑн саламларӗ те, хӑй патне пӳлӗме кайрӗ.

Но он тотчас же встряхнул головой, иронически поздравил себя «с формальным поступлением в селадоны» и отправился к себе в комнату.

XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех