Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамӑн (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яланах хамӑн ал-урана ҫыхса тӑракан хура вӑй-хӑват пурччӗ унӑн…»

В нём воплотилась для меня та сила, которая всегда связывала меня по рукам и ногам…»

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗтӗм савӑнӑҫӑм та — хамӑн ӗҫӗме пула Российӑна тата та пысӑк ҫӗрсем тупса хӳтӑштарнинче…»

Одно утешение — что моими трудами открыты и присоединены к России новые обширные земли…»

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара вӑл шӑпах хамӑн «вӗҫне ҫити ӗҫлеме пултаракан талантӑма пула» Совет Арктики наукин хӑйӗн чи интереслӗ страницисенчен пӗри уҫӑлчӗ, терӗ, — ҫакна та хирӗҫ пулмарӑм вара эпӗ, ҫинчен тата пухӑннӑ ҫынсем пурте алӑ ҫупса ячӗҫ, Кира амӑшӗ вара пуринчен хытӑ ал ҫупрӗ пулас.

Потом он сказал, что именно моему «талантливому упорству» советская арктическая наука обязана одной из своих интереснейших страниц, — и я тоже не стал возражать, тем более что в зале зааплодировали, и громче всех — Кирина мама.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗн, мӗнле майпа та епле-ха эпӗ ют хваттере ҫӗмӗрсе кӗретӗп те иккен, шала кӗрсен хамӑн Катя В. Н. Жуков профессор патӗнче пурӑннине пӗлнӗ пулин те нимӗне пӗлтермен ҫыру хӑварасран урӑх нимӗн те тума пӗлмен, ҫырӑвӑмра та хама ӑҫта шырамаллине, Мускавра хӑҫанччен пулассине пӗр сӑмахпа та кӑтартман.

Почему, каким образом и на каком основании, взломав чужую квартиру, обойдя комнаты, обнаружив, что Катя живёт у профессора В. Н. Жукова, я не нашёл ничего лучшего, как оставить записку, совершенно бессмысленную, потому что в ней не было указано, ни где меня искать, ни долго ли я пробуду в Москве.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мускаврах пулнӑ та, килне пырсан хамӑн Катьӑна шырама Ярославле тухса каятӑп тенӗ ҫырӑва тупсан кӑштах ӑнтан кайман.

Он был в Москве и чуть не сошёл с ума, вернувшись домой и найдя письмо, в котором я сообщал, что еду в Ярославль за Катей.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗтӗм савӑнӑҫӑм та — хамӑн ӗҫӗме пула Российӑна тата та пысӑк ҫӗрсем тупса хутӑштарнинче.

Одно утешение — что моими трудами открыты и присоединены к России новые обширные земли.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Яланах хамӑн ал-урана ҫыхса тӑракан хура вӑй-хӑват пурччӗ унӑн, хама пулӑшса пыма темӗп ӗнтӗ эпӗ, хуть кансӗрлесе тӑман пулсан та хам мӗн тума пултарнине тунӑ пулӑттӑмччӗ эпӗ, ҫавӑн ҫинчен шухӑша илсенех мана питӗ йывӑр.

В нём воплотилась для меня та сила, которая всегда связывала меня по рукам и ногам, и горько мне думать о всех делах, которые я мог бы совершить, если бы мне не то что помогли, а хотя бы не мешали.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Анчах, хамӑн айван кӑмӑлӑм пирки, манӑн халӗ пӗр монтекристо та ҫук.

— Но, к сожалению, благодаря моему несчастному характеру я больше не имею ни одной штуки.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Адресӑм ҫукчӗ-ҫке хамӑн

— Потому что у меня не было своего адреса…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халиччен тӗлӗкӗмре ҫеҫ курса, чылай ҫулсем хушши шыранӑ хамӑн тӑван ҫӗршывӑм тейӗн ҫав, — ҫакӑн пек курӑнса тӑчӗ мана ҫак хула.

Точно это была моя родина, которую до сих пор я лишь видел во сне и напрасно искал долгие годы, — таким явился передо мной этот город.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Епле халь пӗрле пулас килет манӑн», — вуланӑҫемӗн вулатӑп та эпӗ ҫак сӑмахсене, вӗсем мана сивӗ те пушӑ пек туйӑнаҫҫӗ, пушӑ та сивӗ пӳлӗмре хамӑн шыв ҫине ӳкнӗ сӑнӑмпа калаҫнӑ пек.

«Как бы мне хотелось быть сейчас с тобою!» — я читал и перечитывал эти слова, и они казались мне такими холодными и пустыми, как будто в пустой и холодной комнате я говорил со своим отражением.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ҫырусем темле хамӑн дневник евӗрлӗ пулса тухрӗҫӗ, ӑна эпӗ хам валли тесе мар, Катя валли ҫырса пырсаттӑм.

Эти письма стали чем-то вроде моего дневника, который я вёл не для себя, а для Кати.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аэродромран хулана кайнӑ чух ҫул мар, кедр йывӑҫҫисем лартса тухнӑ аллейӑпа пымалла, ҫав кашласа ларакан пуян кедрсем ҫине пӑхса пынӑ май ирӗксӗрех эпӗ ҫак хамӑн ҫамрӑклӑхӑм иртнӗ хулана, кун-ҫулӑмри чи хӑюллӑ шанчӑкӑмсем ӳснӗ ҫӗре ҫитсе курманни нумай пулмастчӗ-ха тесе шухӑшласа илтӗм.

Не дорога, а засаженная кедрами аллея вела к городу от аэродрома, и, глядя на эти шумные, богато раскинувшиеся кедры, я невольно подумал о том, что всё-таки давно я не был в этом городе моей молодости и самых смелых за всю жизнь надежд.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн тейӗн вара, вӑл чӑнласах Полярнӑйра служить тӑвать пулсан, эпӗ, хай, хамӑн тахҫанхи хаклӑ та ҫывӑх, савнӑ тусӑмпа ӗнтӗ виҫӗ уйӑх хушши ҫумма-ҫуммӑнах пурӑнатӑп пулсан?..

Что, если он действительно служит в Полярном и я вот уже три месяца живу бок о бок с моим милым, старым, дорогим другом?..

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Н-ра манӑн хамӑн штурманран урӑх тата та туссем пурччӗ.

Не только со своим штурманом я близко сошёлся на Н.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Ярославльти таса мар гостиницӑн пӗчӗк пӳлӗмӗнче чухне кӑвак хутран тунӑ чӳрече карӑмне ҫӗклесе ҫак телеграммӑна темиҫе хут вуланӑ вӑхӑтра, хамӑн Катьӑна шырасси пӗтӗмпех арпашӑнса кайни, ӑна час курас шанчӑкӑм ҫукки мана самай кӳрентерчӗ, — ытларах та ытларах пӑшӑрханакан пултӑм.

Но тогда, в Ярославле, в маленьком, грязном номере гостиницы, приподняв синюю бумажную штору, я читал и перечитывал телеграмму, и досадное чувство запутанности, неясности, которое чем-то грозило Кате и отнимало у меня надежду вскоре увидеть её, — это чувство всё больше волновало меня.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сарабузра чух, хамӑн эскадриллийӗме каҫхи вӗҫеве чи малтанхи хут ертсе кайнӑ чух, Катя мана кӗтсе ҫӗрӗпех куҫне хупман иккенне ӑнсӑртран пӗлсеттӗм эпӗ.

Когда в Сарабузе я впервые повёл в ночной полёт свою эскадрилью, от жены своего штурмана я случайно узнал, что Катя не спала всю ночь, дожидаясь меня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑн пысӑк ӗмӗтӗме пула хӑш чухне ӑна час-часах хӑварма тӳрӗ килетчӗ те, вӑл ман хута кӗрейменшӗн хуйхӑрса чӗререн йывӑра илетчӗ!

Ей было тяжело, когда она думала, что никогда не проникнет в тот мир, ради которого я так часто забывал о ней, покидал её!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнтӗ манӑн кӳршӗ те, пехотӑра служить тӑвакан майор, мӗн тесен те манран сахал мар ӗшеннӗ пулмалла, ҫавӑнпа вӑл каҫпа сакӑр сехетре тӑсӑлса выртрӗ те, ӑна нимӗн те вӑратаймарӗ — ҫӗрӗпе енчен енне ҫаврӑнса выртнӑ май, хамӑн краватӑм чӗриклетни те, ҫутӑ курӑнмасть-и тесе тӗрӗслекен коридор дежурнӑйӗ икӗ хут килсе кайни те вӑратаймарӗ.

Впрочем, мой сосед, пожилой пехотный майор, без сомнения, нуждался в отдыхе не меньше, чем я, потому что в восемь часов вечера уже завалился спать, и ничто не могло разбудить его — ни скрип койки, на которой всю ночь я ворочался с боку на бок, ни то, что дежурная по коридору дважды приходила проверять затемнение.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ӑшӑм вӗресе тӑратчӗ хамӑн; «Халех пурне те пӗлсе ҫитен, сыхланса кӑна тӑр», терӗм хама хам.

в то время как всё дрожало во мне и я думал: «Сейчас всё узнаешь, но будь осторожен».

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех