Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухма (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрать-ха Женя сӗннипе ӑна маларах илсе тухма, хамӑр тарма ӗлкӗртӗмӗр.

Хорошо, что нас Женька раньше заставил его достать и ноги сделать.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пӳлӗме тӗтӗм тухма ӗлкӗрнӗ.

На плите трещали остатки яичницы.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Мӗнле вӑл «тухма пултаратӑр»?

— Что значит выходить?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Ҫитрӗмӗр, Пузиков господин, тухма пултаратӑр.

— К тому же вы уже приехали, господин Пузиков. Можете выходить.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Куллен ҫӳрекен алӑкпах тухма тивет.

— Придется идти к центральному выходу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Столовӑй витӗр тухма хӑтланса пӑхсан мӗнле-ши? — сӗнчӗ хӗрача.

— Можно еще через столовую попробовать, — предложила та.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑл васкамасӑр рюкзакне пуҫтарчӗ, ӑна ҫурӑмӗ хыҫне ҫакрӗ те кабинетран тухма хатӗрленчӗ.

Она неторопливо собрала рюкзак, закинула его за спину и уже хотела выйти из кабинета.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Меридиан енӗпе сарӑлса выртан ҫӗре тупни пире пӗр-пӗр кирлӗ вӑхӑтра карап хӑварса ҫӗр ҫине тухма шанчӑк парать.

Открытие земли, тянущейся в меридиональном направлении, дало нам надежду покинуть судно при первом благоприятном случае, чтобы,

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юнашар дачӑна Петя йӗри-таврах сӑнаса тухма ӗлкӗрчӗ: унта симӗс газонсем, сукмаксем ҫинче вӗтӗ чул, йывӑҫсем, илемлӗ пысӑк чашкӑ ҫинчи чечек, улаланнӑ статуя, вӑрӑм усӑннӑ ҫулҫӑсем тата картина ҫыракан художник пулнӑ.

Петя уже давно успел рассмотреть во всех подробностях соседнюю дачу: ярко-зеленые газоны, гравий на дорожках, туи, статую, испещренную лиловыми кляксами тени, вазу, из которой ниспадали длинные, острые листья алоэ, и художника, пишущего пейзаж.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Петян, кулнипе, ҫӑварӗнчен хӑмпӑсем тухма пуҫларӗҫ.

У Пети от смеха изо рта пошли даже пузыри.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Паруссӑр тинӗсе тухма та кирлӗ мар.

А без паруса лучше в море и не выходи.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Петяна урама тухма ирӗк панӑ.

Пете уже разрешали гулять возле дома.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах халӗ, сарӑ каретӑна курсан, ушкисем те, пӑснӑ вицмундир та, сутнӑ пушмаксем те, Павликӑн банкӑна пухса хунӑ укҫи те… пӗр сӑмахпа каласан, халех ҫиеле тухма пултаракан усал ӗҫсем пурте аса килчӗҫ.

Но теперь, при виде желтой кареты, сразу вспомнились и ушки, и окончательно испорченный вицмундир, и проданные сандалии, и копилка Павлика — словом, все его преступления, которые могли открыться каждую минуту.

XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ку картишӗнчен икӗ ҫӳллӗ стена хушшипе, виҫҫӗмӗш ансӑр, ҫӳллӗ тӗттӗм цистерна евӗрлӗ картишне тухма пулать.

Из этого двора узкой щелью между двумя высокими и мрачными кирпичными стеками можно было пробраться еще в один двор.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах хулара пулса пыракан ӗҫсем пирки Петяна килтисем хапха хыҫне те тухма чарнӑ.

Но дело в том, что Пете ввиду событий самым строжайшим образом было запрещено выходить за ворота.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫак ҫеҫ ӑна парӑмран тухма е выляса тавӑрма пулӑшӗ.

Это одно могло помочь ему выпутаться из долгов и, может быть, даже отыграться.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Парӑмне илме Гаврик тепӗр кунне кӗрсе тухма пулнӑ.

Гаврик пообещал прийти завтра за долгом.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах патшан хурлӑхлӑ хутне пӗтӗмпех вуласа тухма ачан вӑйӗ ҫитеймерӗ.

Однако у мальчика не хватило прилежания дочитать эту грустную царскую бумагу до конца.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Катакомбӑсене пӗтӗмпех шыраса тухма вӑхӑт сахалтан та икӗ эрне кирлӗ.

Чтобы обыскать все катакомбы, надо по крайней мере недели две.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫапах та пристав хӑйӗн ҫыннисене сӑрталла хӑпарса кашни йывӑҫ тӗмӗсене тӗрӗслесе пӑхса тухма хушнӑ.

Тем не менее пристав велел своим молодцам лезть вверх и обшарить каждый кустик.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех